Сыхăлăха çухатма юрамасть

28 Ака, 2015

Çурхи-çуллахи тапхăрта вăрман пушарĕсене сирсе ярас тата сÿнтерес ĕçе еплерех хатĕрленни, çынсене шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе йышăнакан мерăсем, ача-пăча лагерĕсем сывлăха çирĕплетме хатĕррипе хатĕр марри, суту-илÿпе кану центрĕсенчи лару-тăру - шăпах çак ыйтусене сÿтсе яврĕç Правительствăн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвĕнче.

Вăрман пушарĕсем

ЧР çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн заместителĕ Анатолий Яковлев çурхи-çуллахи тапхăрта вăрман пушарĕсене асăрхаттарас ĕçе мĕнле хатĕрленни çинчен каласа кăтартрĕ. Çак ĕçсем мероприятисен маларах çирĕплетнĕ планĕпе килĕшÿллĕн пынине палăртрĕ. Республикăра вăрмансене патрульлемелли 193 маршрут /пĕтĕмĕшле тăршшĕ 5,7 пин км/ çирĕплетнĕ. Пушар тухас хăрушлăх палăрмаллах ÿсекен тапхăрта авиапатруль йĕркелесси çинчен контракт тунă. Вăрман хуралĕн ĕçченĕсенчен 57 пушар дружини туса хунă /пĕтĕмпе - 310 çын/. Çунтармалли-сĕрмелли материалсен саппасне 28 тонна хатĕрленĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн тата Чăваш Ен ГКЧСĕн подразделенийĕсемпе пĕрле кăçал май уйăхĕнче вăрман пушарĕсене сÿнтерес енĕпе тактика вĕренĕвĕсем ирттерме палăртнă. Инкек тухас-тăк унпа кĕрешмешкĕн 102 техника хатĕрленĕ. Ларура çавăн пекех "Сăрçи" çутçанталăк заповедникĕн, "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн, федерацин çутçанталăкпа усă курас сферăри надзор службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçисем пушар тухас хăрушлăх ÿсекен тапхăра мĕнле хатĕрленнипе паллаштарчĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.