Усăлли усаллипе кĕрештĕр

28 Ака, 2015

Республикăра наркотиксене пула шута илнĕ çул çитмен çамрăксен шучĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пырать. 2012 çулта унашкаллисем иккĕн кăна пулнă, 2013 çулта - 20, пĕлтĕр вара - 51 çын. Иртнĕ çул тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илекен 42 студент наркотиксемпе çыхăннă преступлени тунине тупса палăртнă. Кăçалхи 3 уйăхра аслă тата вăтам професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсен 13 çамрăкне çавнашкаллишĕн тытса чарнă. Ыйту çивĕччи куçкĕрет. Акă мĕншĕн çул çитменнисем тăвакан наркопреступленисен теми Чăваш Республикинче Наркотиксемпе кĕрешекен тата Правăна пăсасран сыхланмалли профилактика енĕпе ĕçлекен комиссисен эрнекун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ пĕрлехи ларăвĕнче тĕп вырăнта пулчĕ.

Çÿлерех палăртнă цифрăсене Наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Валерий Самаркин пĕлтерчĕ. Шел те, унăн докладĕнче пăшăрхантаракан самантсем татах янăрарĕç: «Пĕр çулталăкра синтетика наркотикĕсене туртса илесси Чăваш Енре шăп 10 хут ÿснĕ: виçĕм çул - 1,5, пĕлтĕр - 15 килограмм. Кăçалхи пĕрремĕш кварталти кăтарту та курăмлă - 3 килограмм. Ĕнер çĕрле кăна пирĕн сотрудниксем пĕр ушкăн Шупашкарта сарма хатĕрленĕ 400 грамм амфетамина туртса илнĕ».

Чăваш Ен полицийĕн пуçлăхĕн заместителĕн Александр Николаевăн сăмахĕсем те ыратакан суран çине тăвар сапнă пек пулчĕç. Республикăра паян йĕркелĕхе пăсакан 1,3 пин ытла çамрăка шута илнĕ. Çул çитменнисем кăçалхи январь-март уйăхĕсенче 132 преступлени тунă. Преступленисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче çак тÿпе 5,2% танлашать. Ку Раççейри, Атăлçи округĕнчи вăтам шайран та нумайрах. Александр Михайлович Патăрьел, Комсомольски, Пăрачкав, Етĕрне районĕсенче, Шупашкарта, Канашра çамрăксем нумай преступлени тунине палăртрĕ. Чылай çĕрте вĕсем пурлăх вăрланă тĕслĕх нумайрах, анчах Шупашкарта, Канашра тата Йĕпреç районĕнче çул çитменнисем хурахла тапăнусемпе те палăраççĕ иккен. Çул çитменнисем наркотик сарма та хутшăнаççĕ. Ку енĕпе вĕсене паян Интернет вăйлă «пулăшать». Çак кунсенче кăна-ха пакунлисем Шупашкарта икĕ хĕрача çакнашкал ĕçпе аппаланнине тăрă шыв çине кăларнă - вĕсем наркотик сутнин 12 тĕслĕхне çирĕплетнĕ.

Паллах, ĕç-пуç çивĕчлĕхĕ Вĕренÿ министерствишĕн те вăрттăнлăх мар. Çавăнпах Владимир Иванов министр шкул ачисене, студентсене общество ĕçне явăçтарма, тĕрлĕ кружок-секципе илĕртме, спортпа туслаштарма тăрăшнине палăртрĕ. Çамрăксене ĕçпе тивĕçтерни те усал ĕç-пуçран сыхланма пулăшать. Уйрăм контингент - ют çĕршыв студенчĕсем. Сăмах май, республикăра паян 30 çĕршывран килнĕ 643 çамрăк аслă пĕлÿ илет.

Çапах ачасемшĕн вĕренÿ заведенийĕсем, право хуралĕн органĕсем кăна яваплă пулма пултараймаççĕ. Тĕп вырăнта - çемье. Шăпах çак енпе çитменлĕх нумай. Правăна пăсакан çамрăксенчен нумайăшĕ - йĕркесĕр, тулли мар çемьесенчи ачасем. Анчах тепĕр чух йĕркеллĕ çемьере те ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсем тĕлĕшпе тимсĕр. Калаçăва Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕн директорĕ Леонид Белов та хутшăнчĕ те - пăшăрханса калать: «Пирĕн техникумра 1065 студент вĕренет. Нумаях пулмасть ашшĕ-амăшĕн пухăвне ирттертĕмĕр те - тĕлпулăва 100-ĕшĕн çывăх çыннисем кăна килчĕç. Ыттисене хăйсен ачисем мĕнле вĕренни интереслентермест-ши? Техникумра вĕренекенсен тĕп йышĕ, 80%, арçын ачасем, çавăнпа та вĕсене воспитани парас ĕçре пирĕншĕн шăпах ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ». Анчах çав çыхăну, куратпăр, хальлĕхе çирĕп мар.

Ача усăллă ĕçе явăçсан унăн усалли валли вăхăт пулмĕ. Михаил Игнатьев та çамрăксене урам витĕмĕнчен пăрас, киревсĕрлĕхрен упрас тĕлĕшпе физкультурăпа спорт пулăшма тивĕççи çинчен калаçу пуçарчĕ. Чăваш Енĕн спортри çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланатпăр-ха, анчах, Михаил Васильевич шухăшĕпе, ку сферăра та çитменлĕх çук мар. Вăл юлашки çулсенче çĕкленĕ физкультурăпа спорт комплексĕсенчен хăшĕсем тулли хăватпа ĕçлеменнине сивлерĕ. Пысăк укçа хывнă вĕт, эппин, тăкаксем усă кÿмелле.

Хăшпĕр шкулти физкультура учителĕсен ĕçĕ пирки те тиркевлĕ сăмах пулчĕ. «Ачасене мечĕк пăрахса параççĕ те - çакăнпа çырлахаççĕ. Унччен ĕç укçи пĕчĕк тесе тÿрре тухма тăратчĕç, халь нимĕн те чăрмантармалла мар пек...» - терĕ Михаил Игнатьев. Çакна спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Яковлев сăмахĕ те çирĕплетет. Вăл çак кунсенче ГТО комплексĕн фестивальне ирттерни çинчен пĕлтерчĕ - кăтартусем савăнтармаççĕ иккен. «Паллах, эпир юриех ятарласа хатĕрленмен ачасене илсе килме ыйтнăччĕ, - терĕ Алексей Николаевич, - анчах пурпĕр кăтарту хамăр кĕтнинчен япăхрах пулчĕ. Фестивале хутшăннисен 15% ГТО нормисене пурнăçлаймарĕ».

Апла-тăк Вĕренÿ, Спорт министерствисен ĕçлемелĕх пур. Алă усса лармаççĕ-ха. Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш ДЮСШ кăна куллен 1 пин ачапа çамрăка йышăнать. Унашкал спорт шкулĕсем пайтах. «ГТО нормисене пурнăçласси вара ачасемпе çамрăксемшĕн аталанмалли хăйнеевĕр тĕллев пуласса шанатпăр», - терĕ Алексей Яковлев. Ку енĕпе çынсем пурăнакан вырăнсенчи педагог-йĕркелÿçĕсем пулăшасса та шанаççĕ - çакăн пек должноçсем туса хума министерство сĕнет. Вĕсем халăхпа çывăх пулнă май массăллă спортпа çыхăннă йĕркелÿ ĕçĕн курăмлă пайне хăйсем çине илĕç.

Чăн та, Михаил Игнатьевăн унашкал йĕркелÿçĕсен кирлĕлĕхĕ пирки иккĕленÿ пулчĕ: «Ку енĕпе ĕçлекен çынсем ахаль те пур-çке... Хуласен пуçлăхĕсем, вĕсем валли сирĕн укçа уйăрма тивет вĕт - вăй çитереетĕр-и?» Çĕнĕ Шупашкар мэрĕ Олег Бирюков иккĕленмест: «Сĕнĕве ырламалла, укçа çăлкуçĕсене тупма тăрăшатпăр». Тĕп хула мэрĕ Алексей Ладыков та «ĕçлетпĕр» терĕ те - Михаил Васильевич текех хирĕçлемерĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.