Комментировать

29 Апр, 2015

Чун-чĕре ан «тутăхтăр»

Республикăри чылай ял-поселока, район центрĕпе хулана илсе çитернĕ мана журналист çулĕ-ĕçĕ. Кирек ăçта пулсан та кашнийĕншĕн ялан сăваплă пулмалли вырăнсене - Аслă вăрçăн юнлă уй-хирĕсенчен тăван кĕтесе таврăнма пÿрмен паттăрсене асăнса, вĕсен ячĕсене халăх чĕринче хăварас тесе лартнă палăксемпе çывăх çыннисемпе тăванĕ-пĕтенĕ яланлăхах канлĕх тупнă çăва-масарсене - тирпейлесе-пăхса тăнине сăнаса халĕ çеç хам пулнă район е ял çыннисене хак паратăп. Шел те, çав пĕтĕмлетÿ нумай чухне кăмăла пăсать. Чылай çĕрте - куçа тăрăнакан килпетсĕр ÿкерчĕк. Акă, палăк-монументсене, обелисксенех илер. Нумай çĕрте вĕсем тавра тытнă карта çĕрĕшнĕ, решеткисем тухса ÿкнĕ, кирпĕчрен купаланисен штукатурки унтан-кунтан хăйпăннă, хушаматсене çырнă плитка тĕссĕрленсе ларнă, çăлтăрĕ тутăхпа витĕннĕ. Йĕри-тавра - пĕлтĕрхи хытхура, çÿп-çап, хут татăкĕ, кĕленче ванчăкĕ... тата - йытă каяшĕ. Юрать-ха, çулталăкра пĕрре, Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, аса илетпĕр вĕсем çинчен. Алхапăл юсатпăр, сăрлатпăр, тасататпăр та каллех тепĕр çулччен манса каятпăр.

Республикăра пурнăçран уйрăлса кайнă çар çыннисене йышлă пытарнă 266 вырăн тата 1164 палăкпа обелиск Аслă Çĕнтерÿ питĕ пысăк çухатупа килни çинчен калаççĕ. Вĕсемсĕр пуçне Шупашкарти эвакогоспитальсенче сипленнĕ чухне йывăр сурансене пула вилнĕ салтаксен çăви тата çавăн пекех «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи Мухтав монуменчĕ çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхшĕн çапăçса пуç хунă паттăрсен вилĕмсĕрлĕхĕ çинчен аса илтереççĕ. Улатăр, Вăрнар, Çĕрпÿ районĕсемпе Улатăр тата Канаш хулисенчи госпитальсенче вилнĕ çар çыннисен тăванла масарĕсем яланах таса. Ял-поселок, район е хула администрацийĕсемпе тата вырăнти ветерансен канашĕсен, шкулсенче вĕренекенсем тăрăшулăхĕпе тирпейлĕ тăраççĕ ĕнтĕ вĕсем. Сĕнтĕрвăрри, Патăрьел, Çĕрпÿ, Красноармейски районĕсем те ку енĕпе пуçаруллă пулнине палăртмалла. Патăрьелпе Çĕрпÿ районĕсенче юлашки вăхăтра вырăнти хăйтытăмлăх ертÿçисем çирĕплетнĕ планпа килĕшÿллĕн ку енĕпе пысăк ĕç тунă. Сăмахран, виçĕ çул каялла Çĕрпÿ районĕнчи Янтуш ялĕнче вăрçăран таврăнайманнисен ячĕпе çĕнĕ палăк çĕкленĕ. Укçи-тенкине халăх хăй пуçтарнă. Мĕншĕн тесен пурне те пĕр хурлăх пĕрлештернĕ - ялта кашни çемьеренех тенĕ пек фронта тухса кайнă, чылайăшĕн çулĕ каялла выртман. Чи пĕлтерĕшли вара - хаяр çапăçу хирĕсенчен таврăнайманнисемпе пĕрлех йывăр сурансене пула тăван çĕрте пурнăçран уйрăлнисен хушамачĕсене те çырнă палăк çине. Тепĕр ырă тĕслĕх те Çĕрпÿпех çыхăннă. Кунта иртнĕ икĕ çулта 1993 çул хыççăн вилнĕ 326 вăрçă ветеранĕн вилтăприйĕ çине палăк лартнă. Халĕ ытларах та пулĕ, мĕншĕн тесен ун чухнех тепĕр 175 фронтовикăн вилтăпри çине те палăк вырнаçтарасси çинчен пĕлтернĕччĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче те çар-мемориал агентствипе пĕрле вăрçă хыççăн тата «хĕрÿ вырăнсенче» пуç хунă ентешĕсене асра тытма вĕсене пытарнă масарсенче палăк лартма йышăнни те ырă сăмаха тивĕçлĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.