Литература çулталăкĕнче çырнипе пушшех те асра юлĕ

28 Апр, 2015

Вырăсла пĕрлехи диктант çырнă хыççăн вăхăт нумай та иртмерĕ - чăвашсем те хăйсен чĕлхипе çыру ĕçне пурнăçларĕç.

Кăçалхи кампание йăхташăмăрсем К.В.Иванов çулталăкне тата Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалларĕç. Апрелĕн 24-мĕшĕнче 13 сехет çывхарнă май диктант çырас кăмăллисем е радио-компьютер çывăхнерех ларчĕç, е республика тĕп хулинчи çак ĕçе пурнăçлама малтанах уйăрса хунă лапамсенчен пĕрне çитрĕç. Акă Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологийĕн факультечĕ вырнаçнă корпусне халăх йышлăн пухăнчĕ. Регистраци списокĕсенче студентсем те, вĕрентекенсем те, патшалăх аппаратĕнче ĕçлекенсем те, тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан хастар йăхташсем те, шкул ачисем те пуррине сăнарăмăр. Çак пулăма хутшăнма пултаракансен ÿсĕмне чикĕлемен. Çавна май пĕрлехи диктант шкул çулĕсенче çырнисенчен раснарах ĕç.

- Хăйĕн тăван чĕлхине хисеплекен çынсем паян çак акцие хутшăнма май тупса çырма пĕлнине тĕрĕслеççĕ кăна мар, пĕр-пĕрне: "Эпир - халăх", - тесе сигнал та яраççĕ. Мĕншĕн тесен чĕлхе пур-тăк нацин пуласлăхĕ те пур, - терĕ "Пĕтĕм чăваш диктантне" çырма педуниверситета килсе çитнисен ушкăнĕ умĕнче Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев пуçарнă проект пуласлăхне шанса: "Халăхăмăр эпир паян тăвакан ĕçсĕр малашне те ан пурăнайтăр", - терĕ.

Пысăк пулăм чухне йăхташăмăрсем "Алран кайми аки-сухи" наци гимнне янăраттараççĕ. Ку хутĕнче те çыру ĕçне пуçăниччен ăна итлерĕмĕр. "Пĕтĕм чăваш диктантне" халалланă кĕске митингра педуниверситетăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен проректорĕ Валерий Алексеев та тухса калаçрĕ. Пурне те "пиллĕклĕх" çырмашкăн ăнăçу сунчĕ.

Леонид Маяксем çырнă "Асран кайми кун" ятлă текста Евдокия Андреева доцент уçăмлă, пурне те ăнланмалла вуларĕ. Вăрçăран таврăнакан салтак тăван тăрăхне таврăннине, хăйĕн пĕчĕк ывăлне тĕл пулнине сăнлакан текстпа паллашнă май диктант çыракансен çурăмĕ тăрăх сивĕ чупса иртрĕ.

- Асăннă акцин йĕркелÿ комитечĕ диктант валли ăнăçлă текст суйласа илнĕ. Психологи тĕлĕшĕнчен тарăн содержаниллĕскере çырма та кăсăклă пулчĕ, - палăртрĕ хăйĕн шухăшне çыру ĕçне вĕçленĕ хыççăн Светлана Петрова.

Пуçарнă проектăн тĕллевĕсен шутне çитĕнекен ăрăва хамăрăн чĕлхе пуянлăхне хаклама вĕрентесси те кĕрет. Диктанта педуниверситет аудиторийĕсенче çырнă шкул ачисенчен "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" пирки шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлтĕм.

Юлия Прокопьевăпа Ксения Сергеева улттăмĕш класра кăна вĕренеççĕ-ха. Муркаш районĕнчен хăйсен вĕрентекенĕпе Ирина Раевскаяпа пĕрле килсе çитнĕскерсем тăван чĕлхене хăйсем еплерех пĕлнине тĕрĕслеме килнĕ-мĕн. Илемлĕ калаçакансем вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне шкулта иртекен халăх культурипе çыхăннă пĕр мероприятирен те юлмаççĕ. Леонид Маяксем çырни хăйсен чунне пырса тивнĕрен киле таврăнсанах библиотекăра унăн вăрçă темипе çырнă кĕнекине тупса вуласшăн пулнине пĕлтерчĕç.

"Пĕтĕм чăваш диктантне" Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педколледжра та йышлăн çырнă. Унти дикторсенчен пĕри, республикăри паллă журналист, механикăпа технологи колледжĕн вĕрентекенĕ Анатолий Абрамов каланă тăрăх - акцие халалланă митингра чăвашсен вилĕмсĕр сăвăçи Константин Иванов çинчен те, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çинчен те калаçнă.

Проекта йĕркелесе ирттерме тĕрлĕ учрежденире уйăрнă пÿлĕмсенчисĕр пуçне хăйсем пурăнакан вырăнтах наци радиовĕпе е наци телекуравĕпе диктор вуланине итлесе çыракансем те пулнă. Пĕрлехи диктанта çапла вара пĕтĕмĕшле 5000е яхăн çын хутшăннă /танлаштарма: пĕлтĕрхи çакнашкал акцие 3100 çын хутшăннăччĕ/. Республика тулашĕнче пурăнакансем те пĕтĕм чăваша пĕтĕçтерекен проект айккинче юлман. Тĕслĕхрен, Чулхула, Чĕмпĕр тăрăхĕсенчи йăхташсем диктант çырса хăйсен "сассине панă".

Хальлĕхе ĕçсене тĕрĕслесе хаклас ĕç вĕçленмен-ха. Пĕлтĕр пурĕ 136-ăн "пиллĕк" илнĕччĕ те - кăçал йыш тата пысăкраххине кура çыру ĕçне чи лайăх паллăлăх пурнăçланисен шучĕ ытларах та пулмалла пек. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче "пиллĕк" илнисене чысласа тата "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2015" кампание пĕтĕмлетсе çу уйăхĕн варринче савăнăçлă пуху иртĕ. Отличниксене парнесемпе, сертификатсемпе хавхалантарĕç.

 

Ирина ПУШКИНА

Анатолий АБРАМОВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.