Архив - 9 Апр, 2015 - Хыпар

9 Апр, 2015

ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ. /апрелĕн 7-мĕшĕ тĕлне/

ПАХЧАÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми 27-32
Купăста 40
Сухан 40
Кишĕр 40-45
Ыхра 150-170
Хăяр 160
Хĕрлĕ кăшман 40
Помидор 70-160
Пылак пăрăç 100-180
Тăварланă хăяр 100-120
Йӳçĕтнĕ купăста 100-120
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 50-120
Иçĕм çырли 100-180
Апельсин 70-120
Лимон 70-120
Банан 75-90
Шур çырли 300

9 Апр, 2015

Çурхи пахча ĕçĕсем

Юр ирĕлнĕçемĕн сад-пахчара хĕрÿ ĕçсем пуçланаççĕ. Пахча ĕçĕсене еплерех туса пынинчен ÿсен-тăран сывă та тĕреклĕ пуласси, унăн илемĕ, тухăçĕ нумай килет.

Ăшăтнă майĕн кĕркуннерен юлнă, тăкăннă çул­çăна, виткĕçсене, ытти ăпăр-тапăра пуçтармалла. Тирпейленĕçемĕн йăрансем çинче тин çеç тухакан çумкурăка тăпăлтарса пырăр. Вĕсене çуркунне çемçе тăпраран кăклама та çăмăлрах.

9 Апр, 2015

Хуткупăса мĕнле упрамалла?

Ачасем пĕчĕк чухнех Шуя хулин завочĕн хуткупăсне туяннăччĕ. Шел, ачасене купăс калама вĕрентеймерĕм. Халĕ мăнуксем пур. Вĕсем валли тесе упратăп. "Гармошкăна нумай вăхăт ĕçсĕр вырттарсан сасси çĕтет", - теççĕ купăсçăсем. Ăна мĕнле упрамалла-ши?

Федор Алексеев.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

9 Апр, 2015

Мăнкун

Çулталăкри чи аслă уяв - Мăнкун - кăçал апрелĕн 12-мĕшĕнче пулать. Вăл кашни çулах çуркунне тĕрлĕ вăхăтра килет.

Авал чăвашсем Мăнкуна нурăс уявĕнче, мартăн 21-мĕшĕнче, кунпа çĕр танлашнă кун палăртнă теççĕ ăсчахсем. Каярах христианство сарăлнă çемĕн Мăнкун Христос Чĕрĕлнĕ кунпа пĕрлешсе кайнă.