Хуткупăса мĕнле упрамалла?
Ачасем пĕчĕк чухнех Шуя хулин завочĕн хуткупăсне туяннăччĕ. Шел, ачасене купăс калама вĕрентеймерĕм. Халĕ мăнуксем пур. Вĕсем валли тесе упратăп. "Гармошкăна нумай вăхăт ĕçсĕр вырттарсан сасси çĕтет", - теççĕ купăсçăсем. Ăна мĕнле упрамалла-ши?
Федор Алексеев.
Хĕрлĕ Чутай районĕ.
"Выртан каска мăкланать” тесе ахальтен каламан-тăр халăх. Ĕçсĕр выртсан, паллах, купăс та çĕнелмест. Тĕрĕсех калаççĕ купăсçăсем. Купăс сасси ăна калаканран çеç мар, инструмент мĕнлерех пулнинчен те килет. Инструмента пăхмасан тĕсне те, сасă пахалăхне те çухатать. Мĕншĕн тесен купăсра йывăçран, тимĕртен тунă детальсем пур. Эппин, сывлăш температури, нÿрĕк музыка хатĕрне витĕм кÿретех.
Музыка инструменчĕ упранакан вырăн таса та типĕ пулмалла. Унта 15-20 градус ăшă тăмалла, ăшăтмалли приборсем çумĕнче тытмалла мар.
Инструмента тивĕçсĕр çĕрте упрасан унта тĕрлĕ улшăнусем пулаççĕ. Нÿрĕк ытларах çĕрте йывăç материал /курăнмасть пулин те/ шÿсе пысăкланать, купăс сасси улшăнать. Ытлашши типĕ пулсан купăс типсе каять, йывăç детальсем çуркаланма пуçлаççĕ, çыпăçтарнă вырăнсем сийленеççĕ т.ыт. те.
Тĕрĕс упрасан музыка хатĕрĕ нумай вăхăт хушши хитре сассипе савăнтарĕ итлекене. "Ĕçсĕр” нумай вăхăт тытнă купăсăн пахалăхне тĕрĕслеме ăста купăсçăна шанăр. Лайăх купăсçă çитменлĕхсене тÿрех туять. Купăса ăçта юсаттарасси пирки вара уйрăм калаçу.
Комментировать