Архив - 15 Апр, 2015 - Хыпар
Пациентсем Ольга Симсова кардиолога ырăпа асăнаççĕ
ЩИТ ЕВĔРЛĔ ПАР ТĔВĔЛЛĔ...
Тĕвĕллĕ зоб чирĕ щит евĕрлĕ пар çителĕксĕр ĕçленĕ /гипотиреоз/ чухне те, ытлашши хастар ĕçленĕ /гипертиреоз/ чухне те пулать. Анчах çак икĕ тĕслĕхре сиплев тĕрлĕрен кирлĕ.
Гипотиреоз
Аçтăрхан мăйăрĕн 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ шалти çурхахне ăшăтнă çур литр шурă эрехе ямалла, виçĕ эрнерен сăрăхтармалла. Малтанхи калăпăшне çитерме шурă эрех хушмалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 1 сехетрен чĕрĕк стакан ăшă шыва пĕр чей кашăкĕ настойка хушса ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 30 кун.
ПĔВЕР ВАЛЛИ - СĔЛĔ ШЫВĔ
Пĕр канусăр ĕçлекен пĕвере нихăш органран та ытларах тимлĕх кирлĕ, вăхăт-вăхăтпа ăна тасатсах тăмалла. Çак рецепт паха.
Тасатман 3 стакан сĕлле ăшă шывпа çумалла, 5 литр кĕрекен кастрюле хумалла, 3 апат кашăкĕ типĕ хурăн папки, 2 апат кашăкĕ кĕтмел /брусника/ çулçи хушмалла. Вĕресе сивĕннĕ шыв 4 литр ямалла, пĕр талăк лартмалла.
Тепĕр кастрюле тин вĕренĕ 1 литр шыв, 1 стакан вĕтетнĕ типĕ шăлан çырли ярса вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен савăта ăшă чĕркесе пĕр талăк лартмалла.
ПĂСПА СЫВЛАСА, ПЫРА ЧӲХЕСЕ
Аденоида - карланкă парĕ шыçса тăртанни, çавна пула сывлама йывăрланни, хăлха начар илтни. Çак амакран килте сипленмелли мелсем пур.
Тĕслĕхрен, ингаляци. Çуршар чей кашăкĕ эвкалипт çулçине, календула чечекне, каланхоэ сĕткенне /курăксемпе уйрăммăн та усă курма юрать/ е апат содине тин вĕренĕ 300 миллилитр шыва ямалла. Шĕвекрен çĕкленекен пăспа кунне 1-2 хут 5-10-шар минут сывламалла. Сиплев курсне кашни сезонра пĕрер уйăх /çулталăкра тăваттă/ ирттермелле.
«Хыпар» 65 (26717) №. 15.04.2015
Сĕт пуçтаракансем тата ăна сутакансем килĕшÿ çирĕплетеççĕ
Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев тивĕçлĕ министерствăсене килти хуçалăхсем сутакан сĕтшĕн пахалăхне кура тÿлессине йĕркелеме хушрĕ. Районсенчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станцисем иртнĕ уйăхсенче ятарлă приборсем туянса продукцие тĕрĕслеме тытăнчĕç. Анчах пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ĕç сутлăх хака ÿстерме пулăшмарĕ. Çĕнĕ çултанпах вăл чакса пычĕ. Сĕт пуçтаракансем ăна иртнĕ çулсенчи пекех антараççĕ. Вĕсемпе килти хуçалăхсен ĕçлĕ çыхăнăвне килĕшÿпе çирĕплетмен пирки пахалăх, сĕтшĕн тÿлес, икĕ ене тÿрремĕнех пырса тивекен ытти ыйту тĕлĕшпе пĕр-пĕрин умĕнче яваплă мар.
«Пучаха» кам пулăшĕ?
Етĕрне районĕнчи «Пучах» колхоз председателĕ Николай Эристов çирĕп сасăпа ĕнентерÿллĕн калаçнинчен хĕрÿ чун-чĕреллĕ çын пулнине ăнлантăм. Вăл 1968 çулта Мăн Пакăшра çуралнă, Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕреннĕ. Диплом илсен тăван хуçалăхра ĕçе вырнаçнă. Петр Арсентьев ертÿçĕ ăна мунча тума шаннă.
Çынсене мĕн пăшăрхантарать?
Пĕрлехи диктанта Арктикăра та çырасшăн
Пĕрлехи çыру ĕçне пурнăçлакансен ытларах пайне пĕлтĕрхиллех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн çĕнĕ корпусĕ йышăнĕ. Хальлĕхе диктант çырма 6 пысăк аудитори уйăрса хунă. Кирлĕ пулсан вырăн тата тупĕç - 2000 çын таран çăмăллăнах йышăнма пултарĕç. Кăçалхи акцие ирттерме Наци библиотеки те хăйĕн лаптăкне уйăрса парать, анчах унти 30 вырăна малтанах çырăнса йышăнса хунă ĕнтĕ. Çĕнĕ Шупашкар çыннисем вара йăлана кĕнĕ пекех 6-мĕш гимназире пуçтарăнĕç.