Архив - 15 Апр, 2015 - Хыпар

15 Апр, 2015

Халĕ эпир шутра мар

Кашниех хăй вăхăтĕнче Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçланă: алла хĕçпăшал тытса тăшманпа çапăçнă, Афганистанри вăрçăра ун чухнехи патшалăхăмăрăн интересĕсене хÿтĕленĕ, каярахпа çар тумне тăхăннисем те мирлĕ пурнăç хуралĕнче тăнă. Кĕскен калас-тăк - пурте çĕршыв хÿтĕлевçисем. Ахальтен мар февралĕн 23-мĕшĕнче арçынсемпе каччăсене çавăншăн чыслаççĕ те.

15 Апр, 2015

Тăшмана шелсĕр аркатнă

Çĕнтерÿ пулнăранпа кăçал 70 çул çитет. Çĕршыв хăйĕн паттăр хÿтĕлевçисене – халь пурăнакансене тата пуç хунисене – пурне те асра упрать, чыслать. Ыранхи çутă пуласлăхшăн пуç хунă паттăрсене асăнса палăксем лартать. Кашни ăрăвăн историе пĕлмелле тата асра тытмалла. Мăн асаттесен кунçулне пĕлменни вĕсене хисеплеменнине пĕлтерет.

15 Апр, 2015

Чăвашăн чăн-чăн Юратăвĕ

Авалхи чăваш каçхи тÿпене тинкерсе пĕр юрă тăснă: «Çăлтăр витĕр çул выртать, эпир каяс çул пуль вăл». Юрлани те мар, хурлăхлăн ĕнĕрлени пулнă пулĕ. Мĕншĕн тесен ку юрăра ĕмĕрсен тунсăхĕ упраннă: пурăнать-пурăнать те этем, пурнăç тăвать - вăхăт çитет те - тăванĕ-пĕтенĕ-хурăнташĕпе, кÿршĕ-арши-ял-йышпа, тавралăхпа, çутçанталăкпа, тĕнчепе, пурнăçпа яланлăх сывпуллашса хăйĕн юлашки çулне пуçтарăнмалла унăн, çав юлашки çул шăпах çак каçхи тÿпе анлăхĕнче лаппăшпех сапаланнă çăлтăрсем витĕр выртать.

15 Апр, 2015

Çĕнтерÿшĕн, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн хăйсене шеллеменнисен ячĕпе

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи... 1418 куна тăсăлнă инкек. Вăйпитти арçынсем çапăçу хирĕнче тăшмана çунтарнă, паттăрлăх кăтартнă, юн тăкнă, пуç хунă. Тылра вара вĕсен мăшăрĕсем, ачисем, ватă çынсем Çĕнтерĕве çывăхлатма вăй хунă. Савăнăçĕ те, хуйхи те, вилĕмĕ те юнашарах çÿренĕ. Тăшман хаяр, усал, вăйлă пулнă, анчах совет халăхĕ çĕнтернĕ. Мĕншĕн тесен урăхла пулма та пултарайман - Тăван çĕршывсăр мĕнле пурăнăн?

15 Апр, 2015

Иртнине асра тытса...

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕн, Раççей Ÿнер академийĕн член-корреспонденчĕн, Питĕр ăслăлăхпа искусство академийĕн чăн членĕн Анатолий Рыбкинăн живопиç ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Тĕлĕнмелле ят панă ăна вăл - «Манăн ватă ырă çуртăм».

Страницы