Архив - 15 Апр, 2015 - Хресчен сасси

Дата
Тип

15 Апр, 2015

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест

Муркаш районĕнчи Исетерккĕри Афанасьевсем фермер хуçалăхне виçĕ сысна çуринчен йĕркелесе янине ĕненме те йывăр. Паян вĕсен 1,4 пин сысна, çав шутра ами - 200. 2013 çулта çемье «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа грант илнĕ.

Вите вырăнне - ангар

15 Апр, 2015

Çăкăр тутине ĕçчен пĕлет

Алăк уçăлсанах сăмсана техĕмлĕ çăкăр шăрши кăтăкларĕ. Пысăк мар цехра пикесем хĕрсех ĕçлеççĕ: чустаран кондитер изделийĕсем ăсталаççĕ. Аллисем пĕр чарăна пĕлмесĕр тенĕн вылянса тăраççĕ. «Мĕнле ĕлкĕретĕр?» - тĕлĕнсе ыйтрăмăр вĕсенчен.

15 Апр, 2015

Арçын аллинче йĕп вылять

"Маттур, хăйне çухатмарĕ", - терĕ ун çинчен мăшăрĕ. "Ачисемшĕн вăл ашшĕ те, амăшĕ те, учитель те пулчĕ", - палăртрĕ амăшĕ. Çитес уйăхра 56 çул тултаракан Николай Петрович Миронова /Канаш районĕ, Сухайкасси/ çемйи кăна мар, пĕтĕм ял-йыш хисеплет.

15 Апр, 2015

Камăн мĕн чухлĕ ÿсĕ?

Халĕ çĕршывра лару-тăру йывăр. Кăçалхи апрельтен ĕç пенсине индексацилĕç-ши? Камăн мĕн чухлĕ ÿсĕ-ши?

Ольга Николаева. Хĕрлĕ Чутай сали.

2015 çулхи апрельтен ĕç пенсине иккĕмĕш хут индексацилемеççĕ, мĕншĕн тесен пенси тупăшĕ инфляци шайĕнчен пысăкрах.

Социаллă пенси вара 10,3 процент пысăкланать. Ăна ĕçлейменнисем тата тĕрлĕ сăлтавпа страхлав /ĕç/пенсине илейменнисем тивĕçĕç. Вĕсен шутне çаксем кĕреççĕ:

15 Апр, 2015

Хăяр иртерех çиес килсен

Йăран çинче хăяр иртерех пулса çиттĕр тесен ăна калча туса ÿстермелле. Март вĕçĕпе апрель çурри çакна валли чи меллĕ вăхăт.

Хăяр вăрлăхне пиçĕхтерни пĕлтерĕшлĕ. Микроэлементсем янă шĕвекре сăмсалантарнă хыççăн вăрлăха 12 сехет 18-20 градуслă ăшăра тытаççĕ, унтан холодильникра /2 градус ăшă температурăра/ çавăн чухлех упраççĕ.

Хăяр куçарса лартнине кăмăлламасть, çавăнпа вăрлăха тÿрех калча ÿсме меллĕ савăта /вăл пысăк ан пултăр/ акмалла. Хăяр тымарĕ савăт калăпăшĕпе явăнмалла, унсăрăн уçă çĕре кăларса лартнă чухне вăл сиенленет, сахал тухăç парать.

15 Апр, 2015

Кăвакал усрани тупăшлă

Хăш-пĕр çын кăвакала питĕ çăткăн тесе калама пăхать. Анчах ку тĕрĕс мар. Вăл хăвăрт ÿсет, çавăнпа нумай çиет. Кăвакал икĕ уйăхранах çитĕнет. Кил çывăхĕнче пĕве, кÿлĕ пулсан ăна ÿстерме тата та çăмăл.

Пекин кăвакалсем халăхра анлă сарăлнă. Вĕсен аçисем – 4 кг, амисем 3,5 кг таяççĕ. Пĕр кăвакал ами çулталăкне 120 таран çăмарта тума пултарать. Чĕпписем 60 кунранах çитĕнеççĕ.

Халĕ мускус кăвакалсене те ĕрчетме тытăнчĕç. Ахальлисемпе танлаштарсан вĕсем питех «калаçмаççĕ», шăп çÿреççĕ. Ашĕ те ытлашши çуллă мар, çемçе, тутлă.

15 Апр, 2015

Миçе çăмарта кирлĕ?

Хур ами 20-е яхăн çăмарта турĕ. Пусма ларнă май ăна миçе çăмарта хурса памалла-ши?

Нина Полякова. Шăмăршă районĕ.

Хур çăмартине вунă кунран ытла упрама кирлĕ мар. Вĕсене 8-12 градус ăшăра тытмалла. Талăкра пĕр хутчен горизонталь енĕпе кустармалла. Пусма ларнă чухне йăвана 13 çăмартаран ытла хумалла мар. Мĕншĕн тесен хур ами пурне те ăшăтаймасть. Ыттине кăркка ами айне хума пултаратăр. Вăл 15-шне хуплать. Хур çăмартине чăхха та хурса параççĕ, 3-5 çăмартана «хÿтлĕхе» илеет.

15 Апр, 2015

Вĕсен умĕнче пуç таятпăр

Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи 13 ялтан нимĕç эшкерĕсемпе çапăçма вăрçă хирне 746 çын тухса кайнă. Вĕсенчен çурри ытла - 445 çын - каялла таврăнайман. Чылайăшĕ савнине юратса курмасăрах пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕсене кĕтсе илеймесĕр çурма тăлăх çитĕннисем те сахал мар. Нумайăшĕ пиччĕшĕ-шăллĕне çухатнă. Çавăнпа эпир вăрçа хутшăннисен умĕнче ĕмĕр парăмра.

Варсонофий Андреев

1924 çулхи ноябрьте çуралнă. Вăрçă пуçланнă хыççăн 1942 çулта Совет çарĕн ретне тăнă. Иккĕмĕш Украина фронтĕнче уйрăм командирĕнче çапăçнă. Темиçе хут та аманнă.

15 Апр, 2015

Юман пек çирĕп Вязов

Хушаматне кура ăна хурамапа танлаштармалла пек, анчах иртнĕ вăрçăри паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ чи çирĕп йывăçа - юмана - асаилтерет. Муркаш районĕнчи Çеменкассинче çуралса .снĕ Александр Матвеевич Вязова пĕрремĕш хут курсанах çак танлаштару пуçра тĕвĕленчĕ. Хăй каласа панă тăрăх - Аслă Çĕнтер. 30 çул тултарнă ятпа ăна фронтри тусĕ Г. Бугел хăй патне Димитровграда хăнана чĕннĕ. Аякран çитнĕскере хулари пĕр парка ертсе кайнă. Туссем ешĕл симĕс çулçăсемпе витĕннĕ юман патĕнче чарăнса тăнă.