Архив - 10 Апр, 2015 - Хресчен сасси
Апрель уйăхĕнчи ĕçсем
- Сенĕкпе е кĕреçепе садри йывăçсем тавра тата рет хушшинчи çĕре чавса тухатпăр. Тымарсене сиенлетесрен асăрханăр. Йывăç вулли çумĕнче 5-6 см тарăнăш кăна чавăр.
- Апрельте улма-çырла йывăççисем ÿсме тытăнаççĕ, кун пек чухне вĕсене азот удобренийĕпе ?шĕвеккипе% апатлантарни пĕлтерĕшлĕ. Мочевинăна 1 тăваткăл метра 9-13 г, аммиак селитрине 12-15 г хывмалла. Чăх-чĕп каяшĕпе апатлантарас пулсан ăна 10-12 хут шывпа хутăштармалла.
Солярка пулăшать
Хăй вăхăтĕнче асатте мана садри йывăçсене сăтăрçăсенчен хÿтĕлеме вĕрентнĕччĕ. Вăл сада соляркăпа пĕрĕхтеретчĕ. 80 мл соляркăна 10 литр шывпа хутăштаратчĕ те лăпкă çанталăкра йывăçсене сапатчĕ. 1 литр солярка çулталăка çитетчĕ. Нимĕнле химикат та туянман. Халĕ хамăн дача пур та çак майпа усă курма юрать-ши тетĕп.
Николай КЛЕМЕНТЬЕВ. Çĕрпÿ хули.
Мăнкунхи сăнавсем
Мăнкун каçĕнче çăлран шыв ăсса килме ан манăр. Унпа пÿлĕмсене пĕрĕхтерĕр, уйрăмах ача-пăчанне. Çапла туни усал-тĕселрен, ырă мар шухăшсенчен тасалма пулăшать.
Мăнкун эрнинче е кунĕнче çуралнă ача ăнăçлă та сывă çитĕнет, пысăк çын пулать.
Качча кайман хĕрсен Мăнкунра чиркÿри службăра тăнă чухне çапла каламалла: "Чĕрĕлнĕ Христос! Мана каччă парнеле!"
Мăнкунра юратупа çыхăннă ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ тенĕ. Чавсана ыраттарсан савни асаилет. Купăста яшкине таракан е шăна лексен тĕлпулăва кĕт. Тута кĕçĕтни - чуптăвасса.
Çурхи сиплĕ курăксем
Шăнăр курăкĕ çулсемпе сукмаксем, вăрман хĕрринче ытларах тĕл пулать. Унăн çамрăк çулçине суран çине хураççĕ. Вăл ал-урана мĕнпе те пулин кассан, ÿт-пĕве пĕçертсен, шăрпăк кĕртсе пулнă сурана сиплеме пулăшать, ыратнине лăплантарать. Хăмпăланса шăтнă юхан-сурана та шăнăр курăкĕн çулçине хурса çыхаççĕ. Çак эмел курăкĕ ăна сарăлма памасть.
Шăнăр курăкĕ çиме те юрăхлă. Унран тĕрлĕрен салат хатĕрлеме пулать.