- Чăвашла верси
- Русская версия
Çурхи сиплĕ курăксем
Шăнăр курăкĕ çулсемпе сукмаксем, вăрман хĕрринче ытларах тĕл пулать. Унăн çамрăк çулçине суран çине хураççĕ. Вăл ал-урана мĕнпе те пулин кассан, ÿт-пĕве пĕçертсен, шăрпăк кĕртсе пулнă сурана сиплеме пулăшать, ыратнине лăплантарать. Хăмпăланса шăтнă юхан-сурана та шăнăр курăкĕн çулçине хурса çыхаççĕ. Çак эмел курăкĕ ăна сарăлма памасть.
Шăнăр курăкĕ çиме те юрăхлă. Унран тĕрлĕрен салат хатĕрлеме пулать.
Пыл хурчĕ сăхнă вырăна тÿрех хăлха çакки сĕткенĕпе сĕреççĕ. Капла тусан ыратма чарăнать, ÿт шыçмасть. Вăл витаминсемпе пуян, йÿçĕ. Çавăнпа та çулçа 30 минут тăварлă шывра тытмалла. Паллах, йÿçекĕ чакнă май витаминсем те, минерал тăварĕсем те сахалланаççĕ.
Хăлха çакки курăкĕн тымарĕнчен кофе хатĕрлеме пулать. Ăна кофе авăртакан хатĕр-хĕтĕрпе çăнăх пек вĕтетсе вĕреме кĕнĕ шывра пĕçермелле. Пĕр пай сивĕ чечекпе ?цикорипе% хутăштарсан - кофе тутлăрах. Вăл ревматизмран, артритран, чĕре тата нерв чирĕсенчен сипленме пулăшать.
Серте çиме юрăхлă витаминлă курăксенчен пĕри шутланать. Унра С витамин тата тĕрлĕ микроэлемент - тимĕр, пăхăр, марганец, титан - нумай.
Сертерен яшка, тĕрлĕ салат хатĕрлеççĕ.
Комментировать