Солярка пулăшать

10 Ака, 2015

Хăй вăхăтĕнче асатте мана садри йывăçсене сăтăрçăсенчен хÿтĕлеме вĕрентнĕччĕ. Вăл сада соляркăпа пĕрĕхтеретчĕ. 80 мл соляркăна 10 литр шывпа хутăштаратчĕ те лăпкă çанталăкра йывăçсене сапатчĕ. 1 литр солярка çулталăка çитетчĕ. Нимĕнле химикат та туянман. Халĕ хамăн дача пур та çак майпа усă курма юрать-ши тетĕп.

Николай КЛЕМЕНТЬЕВ. Çĕрпÿ хули.

Специалист ăнлантарнă тăрăх - соляркăна кунашкал виçепе хутăштарни тухăçлă меслетсенчен пĕри. Сăтăр тăвакан хурт-кăпшанкă çăмартине таса вырăна хума тăрăшать. Солярка шăрши вĕсене хăратать. Анчах вăл часах сирĕлсе пĕтет, çавăнпа çăмарта хунă вăхăтра шĕвекпе пĕрĕхтерсен питех те аван. Ытти чухне усси сахал.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.