Архив - 10 Апр, 2015

10 Апр, 2015

Апрель уйăхĕнчи ĕçсем

  • Сенĕкпе е кĕреçепе садри йывăçсем тавра тата рет хушшинчи çĕре чавса тухатпăр. Тымарсене сиенлетесрен асăрханăр. Йывăç вулли çумĕнче 5-6 см тарăнăш кăна чавăр.
  • Апрельте улма-çырла йывăççисем ÿсме тытăнаççĕ, кун пек чухне вĕсене азот удобренийĕпе ?шĕвеккипе% апатлантарни пĕлтерĕшлĕ. Мочевинăна 1 тăваткăл метра 9-13 г, аммиак селитрине 12-15 г хывмалла. Чăх-чĕп каяшĕпе апатлантарас пулсан ăна 10-12 хут шывпа хутăштармалла.

10 Апр, 2015

Солярка пулăшать

Хăй вăхăтĕнче асатте мана садри йывăçсене сăтăрçăсенчен хÿтĕлеме вĕрентнĕччĕ. Вăл сада соляркăпа пĕрĕхтеретчĕ. 80 мл соляркăна 10 литр шывпа хутăштаратчĕ те лăпкă çанталăкра йывăçсене сапатчĕ. 1 литр солярка çулталăка çитетчĕ. Нимĕнле химикат та туянман. Халĕ хамăн дача пур та çак майпа усă курма юрать-ши тетĕп.

Николай КЛЕМЕНТЬЕВ. Çĕрпÿ хули.

10 Апр, 2015

Мăнкунхи сăнавсем

Мăнкун каçĕнче çăлран шыв ăсса килме ан манăр. Унпа пÿлĕмсене пĕрĕхтерĕр, уйрăмах ача-пăчанне. Çапла туни усал-тĕселрен, ырă мар шухăшсенчен тасалма пулăшать.

Мăнкун эрнинче е кунĕнче çуралнă ача ăнăçлă та сывă çитĕнет, пысăк çын пулать.

Качча кайман хĕрсен Мăнкунра чиркÿри службăра тăнă чухне çапла каламалла: "Чĕрĕлнĕ Христос! Мана каччă парнеле!"

Мăнкунра юратупа çыхăннă ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ тенĕ. Чавсана ыраттарсан савни асаилет. Купăста яшкине таракан е шăна лексен тĕлпулăва кĕт. Тута кĕçĕтни - чуптăвасса.

10 Апр, 2015

Çурхи сиплĕ курăксем

Шăнăр курăкĕ çулсемпе сукмаксем, вăрман хĕрринче ытларах тĕл пулать. Унăн çамрăк çулçине суран çине хураççĕ. Вăл ал-урана мĕнпе те пулин кассан, ÿт-пĕве пĕçертсен, шăрпăк кĕртсе пулнă сурана сиплеме пулăшать, ыратнине лăплантарать. Хăмпăланса шăтнă юхан-сурана та шăнăр курăкĕн çулçине хурса çыхаççĕ. Çак эмел курăкĕ ăна сарăлма памасть.

Шăнăр курăкĕ çиме те юрăхлă. Унран тĕрлĕрен салат хатĕрлеме пулать.

10 Апр, 2015

«Хыпар» 61-62 (26713-26714) №. 10.04.2015

10 Апр, 2015

Андриянăмăрăн тĕнчи

Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн /кун пек калани те тĕрĕсех мар - пур халăхшăн/ те, Андриян Николаев - чăн-чăн Çăлтăр. Вăл чăннипех те çак ята тивĕç, пĕтĕм тĕнчипех чăваш çине урăхла пăхтарма пуçлаттарнă А.Г.Николаев вĕçевĕсем.

Страницы