Шăнтнă пулла мĕнле суйласа илмелле?

10 Апр, 2015

Шăнтнă пулă пахалăхне пĕлме йывăртарах. Çавăнпа питĕ асăрхануллă пулмалла.

  1. Хăшĕ-пĕри пулă ăшне шприцпа шыв тултарать кăна мар, сиенлĕ химикатсем ?полифосфат% те хушать. Капла пулла шыв лайăхрах сăрхăнать. Çавăнпа ăна туяннă чухне унра мĕн чухлĕ пăр пулнине пăхăр. Енчен те вăл хулăн пулсан илме тăхтăр. Пулă йăлтăртатса тăни те иккĕлентерет: полифосфат хушман-ши?
  2. Пулла тĕрĕс мар упрама пултарнă. Ирĕлтернĕ хыççăн тепĕр хут шăнтсан унăн пахалăхĕ чакать. Ăна темиçе хут шăнтнине пĕлме йывăр мар: тирĕ тĕксĕм, хÿри хутланнă. Пулă пĕр-пĕрин çумне çыпăçни, формине çухатни те çакнах палăртать. Тĕрĕс мар упрасан вăл сарăхать, шăрши улшăнать.

Пулă çинчи пăр çÿхе те пĕр тикĕс пулмалла. Вăл шакканипех уйрăлмалла мар.

Мĕнле ирĕлтерни те пĕлтерĕшлĕ. Пулла холодильника е сивĕрех вырăна хурса ирĕлтермелле. Çĕр каçа хăварсан аванрах. Пулăран шыв нумай юхни - полифосфатпа шыв уçласа тултарнине пĕлтерет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.