Архив - 3 Апр, 2015

3 Апр, 2015

Пилĕк тутăллă çимĕç

"Китайский лимонник" ятлă ÿсен-тăран пур. Çип тăрăх хăмла пек çÿле каять. Хам курман, анчах çырли вĕтĕ, хĕрлĕ тĕслĕ теççĕ. Çип карса ÿстермесен вăл пулмасть-мĕн. Мĕнле чиртен усăллă-ши вăл? Çулçине типĕтме юрать-и тата ăна хăш вăхăтра татмалла?

Елизавета Павловна. Вăрнар районĕ, Мĕлĕш ялĕ.

Китай лимонникĕ 5 тĕслĕ тутă парать: унăн çырлин хуппи пылак, ăшĕ йÿçĕ, вăрри кăвасак, унран ?вăрăран% хатĕрленĕ сиплĕхлĕ шĕвек вăхăт иртсен тăварланать. Ăна чăнах та шпалер кармасăр е çумра çÿллĕ хÿме пулмасан ÿстерейместĕн.

3 Апр, 2015

Сăтăрçăран хÿтĕленме

Çуркунне пуçлансанах анлă сарăлнă çимĕçе акма-лартма тытăниччен тымар хурчĕсене ултавлă майпа çиеле кăлараççĕ. 0,5-1 метртан сĕлĕ е урпа акаççĕ /шăтăка 4-5 вăрă хурса/. Шăтнă калчан тымарне пăхса тĕрĕсленĕ май хуртсене суйлаççĕ.Татăксем туса каснă кишĕре е çĕрулмине çĕр ăшне тарăнах мар чавса хураççĕ, пĕр-пĕр туратпа çав вырăна паллă тăваççĕ. Хушăран пăхса хурт пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ.

3 Апр, 2015

Тибет медицинин вăрттăнлăхĕ

Кашни кун 0,4 стакан тин сунă сĕт ĕçмелле. Вăл сывлăш пÿлĕннине ирттерет.

Кунсерен 1-2 кашăк та пулин манна пăтти çимелле. Ытларах 40 çултан иртнисен. Çак пăтă шăмăсене, тĕртĕмсене, апата ирĕлтерекен тытăма çирĕплетет.

Курага организма вăй-хал кÿрет, ытларах арçынна.

Пулă шÿрпи вăйсăр çыншăн усăллă. Çăрттанран хатĕрлени лайăхрах.

Кашни кун мăйăр, иçĕм çырли тата сыр çисен нерв тытăмĕ, чĕре çирĕпленет, ывăнни иртет, пуç ыратма чарăнать. Çак çимĕçсем пĕвер чирĕнчен те усăллă. Пĕр апатра 30 г аçтăрхан мăйăрĕ, 20 г иçĕм çырли, 20 г сыр çимелле.

3 Апр, 2015

Мĕн сĕнетĕр?

Мана арлăх парĕн аденоми аптăратать. Эмел ĕçетĕп, анчах пулăшмасть. Çак чиртен халăх медицини мĕн сĕнет-ши?

Алексей Смирнов. Куславкка районĕ.

Ку чиртен сипленме сире хăш-пĕр мелпе паллаштаратпăр:

Арлăх парĕн аденоминчен кавăн пулăшать. Ытларах сĕткенĕ. Ăна кашни кун пĕрер стакан 2-3 эрне ĕçмелле. Сĕткене 1 апат кашăкĕ пыл хушмалла. Аденома чирĕнчен кавăн вăрри те лайăх. Ăна типĕтмелле, ăшалама кирлĕ мар. Талăкра 100-120 гр пĕр уйăх хушши çимелле. Вĕтетнĕ вăрра апата хушма юрать.

3 Апр, 2015

«Хыпар» 56-57 (26708-26709) №№. 3.04.2015

3 Апр, 2015

Çакă мар-и чăн туслăх?

Пирĕншĕн, хаçатçăсемшĕн, Николай Никольский ытларах «Хыпар» никĕслевçи пулнипе паллă, хаклă. Çав вăхăтрах вăл Атăлçи халăхĕсен кунçулне, историне, йăли-йĕркине тĕпчекенĕ те, чăваш культура чĕрĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ те, халăх медицинипе кăсăкланаканĕ те, тĕн историне çутатаканĕ те...

3 Апр, 2015

Çурт-йĕр: нумайрах тата йÿнĕрех

Мартăн 31-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пенза хулинче Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канаш ларăвне хутшăннă. Унта округри регионсенче пурăнмалли çурт-йĕр строительствин рынокне аталантарассине пăхса тухнă.

Страницы