Çакă мар-и чăн туслăх?

3 Ака, 2015

Пирĕншĕн, хаçатçăсемшĕн, Николай Никольский ытларах «Хыпар» никĕслевçи пулнипе паллă, хаклă. Çав вăхăтрах вăл Атăлçи халăхĕсен кунçулне, историне, йăли-йĕркине тĕпчекенĕ те, чăваш культура чĕрĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ те, халăх медицинипе кăсăкланаканĕ те, тĕн историне çутатаканĕ те...

Шавлă, тĕнче цивилизацийĕпе тулнă хуласенчен аякри чăваш ялĕнче - хальхи Муркаш районне кĕрекен Купăрляра - кун çути курнăскерĕн ачалăхĕ ытлашши йывăрах килмен. Ашшĕ, Василий Никитин, хут вĕреннĕскер, Вятка тата Курлянди кĕпĕрнисенчи удмурт, çармăс, латыш ялĕсенче тĕнче касса çÿренĕ хыççăн тăван ялне таврăннă. Амăшĕ, Агриппина Степановна, вырăс хĕрĕ пулнă. Николай - çемьери тăхăр ачаран пиллĕкмĕшĕ.

Ăслă-тăнлă, тавçăруллă ача пĕлÿ патне туртăннă. Шупашкарти тĕн семинарийĕнчи каникул вăхăтĕнче тăван ялне таврăннă, кÿршĕри Шăмата тăтăшах çÿренĕ. Унта вăл В.К.Магницкипе паллашнă. Вăл чăваш ачин чĕринче ĕмĕрлĕхех ырă йĕр хăварнă, ăна пула Никольский хăй тĕллĕн пурăнма тытăннă-тытăнман чăваш халăхĕн историне тĕпчеме пуçланă, хаçат-журнал кăларасси çинчен ĕмĕтленнĕ.

Çак пысăк ĕмĕте 1906 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Хусанта пурнăçа кĕртнĕ, çут тĕнчене унăн вăйĕпе кун çути курнă «Хыпар» хаçат килнĕ. Вăл тухма пуçланăранпа çитес çул 110 çул çитет. «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем çак сумлă çавра датăна кĕтсе илме паянах хатĕрленеççĕ. Çакна хаçат никĕслевçине пуç тайнинчен пуçлас терĕç. Вăл вара Хусанти Ар масарĕнче ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă.

Мартăн 31-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай ертсе пыракан делегаци /йышра - коллективăн пысăк пайĕ, Н.В.Никольский ентешĕсем/ Тутарстан Республикин тĕп хулине çитсе килчĕ.

1961 çулхи ноябрьтенпе вăл - Ар масарĕнче. Темиçе хут та çитсе килнĕ Хыпарçăсем çак вырăна. Вилтăприне тирпейлеме те хутшăннă. Республикăри паллă скульптор Петр Пупин ăсталанă палăка вырнаçтарнă, кашни килмессерен палăк умне чечек çыххисем çеç мар, унăн çутлăх ĕçне малалла туса пыракан «Хыпара», унăн ачисене - «Çамрăксен хаçатне», «Чăваш хĕрарăмне», «Сывлăх» тата ытти хаçата та - хурса хăварнă. Кăçал та çаплах пулчĕ.

Вилтăпри умĕнчи пысăках мар митинга «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай уçрĕ.

- «Хыпар» хаçат 110 çул тултарнине уявлама хатĕр­ленетпĕр. Чыслава унăн никĕслевçине пуç тайнинчен пуçлас терĕмĕр. Николай Никольский çинчен питĕ нумай калама пулать. Муркаш тăрăхĕнче çуралса ÿссе çитĕнсе Хусанта никĕсленнĕ, ырă та пархатарлă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме тытăннă, - çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Валерий Владимирович. - Тунă ĕçĕр нумайлăха пырĕ, çутă сăнарăр пирĕн чĕресенче упранĕ.

Хусан - «Хыпар» сăпки. Вăл Шупашкара куçса кайсан кунта чăвашла ытти хаçат тухса тăнă. Вĕсенче пĕринче пулас Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев ĕçленĕ. Çарăмсан районĕнчи чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ йĕкĕте 10 класс пĕтерсенех «Хĕрлĕ ялав» хаçата ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Шăпах унăн редакцийĕнче паллашнă та вăл «Хыпар» никĕслевçипе. Никольский унта хаçат редакторĕпе шахматла выляма çÿренĕ. Редакторăн тепĕр чухне хаçат ĕçĕпе тухса кĕме тивнĕ, хăйĕн вырăнне вара Порфирий Васильевича хăварнă.

- Эпĕ хам та шахматла начар мар выляттăм, ватă, сумлă çыннăмăра пăшăрхантарас мар тесе ытларах чухне выляса яраттăм е никам та çĕнтерейменнипе вĕçлеттĕм, - аса илет П.Афанасьев. - Никольский тирпейлĕ ватă çынччĕ, çÿллĕскерччĕ, шурă тумпа çÿретчĕ.

Пичет ветеранĕ, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Карягин шухăшĕпе, Николай Никольскин ятне упрани, унăн ĕçне малалла пурнăçласа пыни «Хыпар» ятне çÿлте тытма пулăшĕ.

Никольскин ентешĕ - Муркаш районĕнчи Сосновкăри библиотека ертÿçи, Н.В.Никольский музейĕн директорĕ Татьяна Степанова - каланă тăрăх - кирек мĕнле ĕçе пуçăнас умĕн вăл Николай Васильевича аса илет иккен. Музей уçăлнăранпа вăхăт самай иртнĕ, апла пулин те юлашки тапхăрта унта çемьепе çÿресси йышланнă. Сосновкăри вулавăша уçнăранпа кăçал 80 çул çитет. Ун менелникне ял çыннисемпе, вулакансемпе, çыравçăсемпе /Литература çулталăкĕ-çке!/ Никольскин çуралнă кунĕнче уявлас теççĕ.

Меллĕ самантпа усă курса Хыпарçăсем Хусан Кремлĕпе те паллашрĕç. Муса Джалиль палăкĕ умĕнче хăйне майлă митинг та иртрĕ темелле. Валери Туркай иртнĕ çул тутарсен аслă поэчĕн, Совет Союзĕн Геройĕн Муса Джалилĕн фашистсен тыткăнĕнче çырнă паллă «Моабит тетрачĕсен» тулли вариантне куçарса пичетлесе кăларчĕ. Тыткăнра та тăшманпа кĕрешме чарăнман паттăрăн сăввисем чăвашла янăрарĕç. Вăйлă çил ăна Аслă Атăл тăрăх инçете-инçете илсе кайрĕ. Çав самантра Кремль çинчи сехет чуна хускатса сасă пачĕ. Çакă хăйнеевĕрлĕ паллă пек туйăнчĕ.

Палăртнă вăхăта Тутарстанри Халăхсен туслăхĕн çуртне çитрĕмĕр. Унпа паллашнă май çакна пĕлтĕмĕр, республикăра 173 халăх çынни пурăнать-мĕн. Вĕсенчен 34-шĕ ТР Халăхсен ассамблейине кĕреççĕ. Вĕсем валли ятарлă пÿлĕмсем уйăрса панă. 314-мĕшĕнче Чăваш наци культура автономийĕ Тутарстанри грексен «Демос» НКАпе пĕрле вырнаçнă. Кунти вырсарни шкулĕсене бюджетран уйăрса паракан укçа-тенкĕпе тытса тăраççĕ. Халăхсен çуртĕнче 319 тум упранать, кашнине бюджет укçипе туяннă. Чăвашсем пирки мĕн каламалла-ха. Наци культура автономине Чăваш Енре те питĕ лайăх пĕлекен Константин Яковлев ертсе пырать. Вăлах - Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ те.

Автономи çумĕнче çиччĕмĕш çул «Салам» фольклор ансамблĕ ĕçлет. Ертÿçи - пирĕн ĕçтеш Светлана Садыкова. Унти Людмила Уткинăпа, Нина Егуркинăпа, Анастасия Мусаткинăпа, Лидия Ярославовăпа, Любовь Сергеевăпа, Любовь Пимуковăпа паллашма кăмăллă пулчĕ. Чăваш ялĕсенче çуралса ÿссе хулара тымар янă пикесене тăван юрă-кĕвве юратни çыхăнтарса тăрать.

Туслăх тĕлпулăвне те вĕсемех илемлĕ сассисемпе шăрантарнă халăх юррипе уçрĕç. Хыпарçăсем патне вара сумлă хăнасем килсе çитнĕ, Тутарстан халăх поэчĕ, Раççей Патшалăх премийĕн, Тутарстанăн Г.Тукай ячĕллĕ, Тутарстан çамрăкĕсен М.Джалиль ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ренат Харис, пирĕн ентеш - Патăрьел районĕнчи Кăсăл Чишмара çуралса ÿснĕ ăслăлăх докторĕ, Тутарстанри Ăслăлăх академийĕн вице-президенчĕ Джавдет Сулейманов /поэзири псевдонимĕ СУЛЕЙМАН/, Тутарстанри Чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Константин Яковлев, Хусанта чăвашла тухса тăракан «Сувар» хаçата никĕслекенĕсенчен пĕри, Тутарстанри Чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕн председателĕ Николай Сорокин, Халăхсен туслăхĕн çурчĕн директорĕ, ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ирек Шарипов, тата ыттисем те.

«Аякри тăванпа мĕн тумалла,

Ăшăм çуннă вăхăтра пулмасан...»

янăрать «Салам» ансамбль юрри Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче.

Валери Туркай пирĕн çулçÿревĕн тĕллевĕпе, издательство çурчĕн ĕçченĕсемпе паллаштарчĕ. Чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕн «Хыпарăн» 110 çулхи юбилейĕпе çыхăннă уяв старчĕ шăпах çакăнтан пуçланнине пĕлтерчĕ. «Хыпара» тата унăн хÿттинче кун çути куракан кăларăмсене Тутарстанри чăваш вулаканĕсем те аван пĕлеççĕ. Çакăн пек тĕлпулусем вĕсем çинчен халăхра ытларах пĕлтерме пулăшаççĕ, ырă çынсемшĕн пирĕн хаçатсем яланах уçă», - терĕ вăл.

Константин Яковлев хăй ертсе пыракан Чăваш наци автономийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Тутарстанри 300 ытла чăваш ялĕнчи 116 пин йăхташпа мĕнле ĕçлени çинчен «Хыпарăн» ятарлă «Чăваш тĕнчи» кăларăмĕнче тĕплĕн каласа кăтартăпăр.

Халĕ ыттисем пирĕн, чăвашсем, çинчен мĕн каланине итлесе пăхар-ха.

Ренат Харис,

- Эсир калама çук пысăк ĕç тăватăр. Пĕр журналист, сăмахран, хăйĕн ĕçĕпе пин-пин вулакана кăсăклантарма пултарать, йышпа вара - çĕршер пин çынна. «Хыпар» хаçат 110 çул хушшинче мĕн чухлĕ çыннăн чĕрине ăшăтман-ши, шанчăк çуратман-ши. Ăна çулленех хăватланса, çивĕчленсе пыма сунасшăн. Критика тарăху çуратмалла мар, пуçа шухăшлаттарма пулăштăр, лайăх улшăнусем патне çул кăтарттăр. «Хыпар» çапла тăвасса шанса тăратăп. Чăвашсем манăн пурнăçра пысăк вырăн йышăнаççĕ. Эпĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи Каша ялĕнче, чăвашсемпе тутарсем килĕштерсе пурăнакан ялта, çуралнă. Шкулти аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра Тутарстанри Пăва районĕнчи Бикутеевăра пурăннă. Пирĕн шкула Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимешпе Патреккел ачисем вĕренме çÿретчĕç. Пĕр класри пикен сăнарĕ мана каярах «Нарспи çулĕпе» поэма çырма пулăшрĕ.

Джавдет Сулейманов вара, тутар ялĕнче çуралса ÿснĕ пулсан та чăваш шкулĕнче - Алманчăра - вĕреннĕ. Чăвашла та таса калаçать. Геннадий Айхи поэзийĕ çывăх ăна. Çакă ăна паллă ентешĕпе çывăхрах паллашма пулăшнă. Халăх поэчĕ çут тĕнчерен кайсан Джавдет Шевкетович унпа сывпуллашма Çĕньяла та пынăччĕ.

Ирек Шарипов «çырăнтару - наци çыравĕ» - тенипе килĕшмеллех. Çакă чăваш е тутар, е ытти халăх чунлĕ, нацишĕн тăракан çынсем мĕн чухлĕ пулнине кăтартать. Ирек Ильдусович Константин Яковлев ертсе пыракан Чăваш наци культура автономийĕн ĕçне пысăк хак пачĕ. Общество майĕпе вăй хуракан организаци бюджетран укçа илсе тăраканнисенчен те харсăртарах ĕçленине палăртрĕ.

Ирек Шарипов Хусана тăватă çул каялла Удмурт Республикинчен куçса килнĕ иккен. Халăхсен туслăхĕн çуртне виççĕмĕш çул ертсе пырать. Кăçал вăл Константин Ивановăн «Нарспи» поэмипе пуçласа паллашнă. «Нарспи» кĕнеке, иртнĕ çул темиçе чĕлхепе пичетленсе тухнăскер, Тутарстанри Чăваш наци культура автономийĕн Аксура иртнĕ отчет пухăвĕнче унăн аллине лекнĕ. Ирек Ильдусович ăна вуласа тухмасăр алăран вĕçертмен. Хусана таврăнсан кунти Писательсен союзĕнче шыраса тупнă, хăй валли çеç мар, Халăхсен туслăхĕн çурчĕ валли те туяннă.

Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев «Хыпара» саламласа çырнă сăввипе паллаштарчĕ. Унта çакăн пек йĕркесем пур,

...Тăванран тăван хаçат

Çăлкуç пек чуна уçать.

Чĕрере чăвашлăх хĕмĕ

Ыррăн çуталма пуçлать...

Николай Сорокина мĕн канăçсăрлантарать-ха. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшне, «Сувар» хаçат йĕркеленнĕ тапхăра, аса илчĕ. 1994 çулта Хусанта чăваш чиркĕвĕ уçăлнă. Паллах, чăвашлăх хастарĕсен пуçарăвĕпе. Тепĕр икĕ çултан унăн сценарийĕпе тĕне кĕмен чăвашсем çинчен «Вера древнего народа» кино ÿкернĕ. Унăн паянхи ĕмĕчĕ - çав картинăна Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте кăтартасси.

Вăлах - виçĕмçул Чăваш наци культура автономийĕ çумĕнче йĕркеленнĕ Писательсен союзĕн председателĕ те. 35 çыравçа пĕрлештерекен союзăн ертÿçин тепĕр тĕллевĕ - Тутарстанри Писательсен союзĕнче Чăваш секцине çĕнетсе /унччен пулнă!/ ярасси.

Джавдет Сулейманов хăйĕн чăвашла пичетленсе тухнă «Вăхăт элемĕ» кĕнекинчи /Юрий Сементер куçарнă/ «Пăлхар çĕрĕсем» сăввине чăвашла вуласа пани Хыпарçăсене хавхалантарчĕ. Çакă мар-и чăн туслăх.

Надежда СМИРНОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.