Чĕпсене çуркунне те шутлаççĕ
«Муркашри чăх-чĕп фабрики» АУО хапхи патĕнче тĕрлĕ çĕртен килнĕ çын пайтах. Чăваш Енрен кăна мар, ытти регионтан та. «Мĕн çăмăлпа çÿретĕр?» - ыйтатăп водительсенчен. «Чăх туянма килтĕмĕр, - теççĕ. - Паллах, çăмарта та илетпĕр. Вăл ку фабрикăн питĕ тутлă».
Хамăра та çитет, ыттисене те
«Чĕпсене кĕркунне шутласси йăлана кĕнĕ-çке», - тетĕп предприятин аталану енĕпе ĕçлекен менеджерне Константин Димитриева. - «Çапли çапла-ха та, - хуравлать вăл, - анчах эпир çынсене пулăшас терĕмĕр. Паян нумайăшĕ килти хушма хуçалăха çĕнĕрен аталантарасшăн. Пирĕншĕн те - хушма тупăш. Мартри икĕ эрнерех 16 пин чăх сутрăмăр, резервра - тата 30 пин. Кайăксен йышне технологипе килĕшÿллĕн çĕнетсе пыратпăр. Ку производствăшăн пĕртте сиенлĕ мар. Голландин Шурă Хайсекс кросĕн çăмарта тăвакан чăххисене ĕрчететпĕр, вĕсем вара тÿсĕмлĕхпе, нумай çăмарта тунипе уйрăлса тăраççĕ. Çулталăк çурăри чăхсене сутатпăр. Пушаннă вырăна çамрăк кайăксене вырнаçтаратпăр. Сăмах май, пĕчĕк чĕпсене халăха май уйăхĕнче сутма пуçлатпăр. Пĕтĕмпе - сакăр пин чĕп патнелле. Хамăра та çиттĕр, халăха та - çапла тĕплĕн планларăмăр. Фабрика хăвачĕсем çителĕклĕ, çийĕнчен çитес икĕ çулта цехсене тапхăрăн-тапхăрăн реконструкцилесшĕн». Малалла вулас...
Комментари хушас