Комментировать

3 Апр, 2015

Мĕн сĕнетĕр?

Мана арлăх парĕн аденоми аптăратать. Эмел ĕçетĕп, анчах пулăшмасть. Çак чиртен халăх медицини мĕн сĕнет-ши?

Алексей Смирнов. Куславкка районĕ.

Ку чиртен сипленме сире хăш-пĕр мелпе паллаштаратпăр:

Арлăх парĕн аденоминчен кавăн пулăшать. Ытларах сĕткенĕ. Ăна кашни кун пĕрер стакан 2-3 эрне ĕçмелле. Сĕткене 1 апат кашăкĕ пыл хушмалла. Аденома чирĕнчен кавăн вăрри те лайăх. Ăна типĕтмелле, ăшалама кирлĕ мар. Талăкра 100-120 гр пĕр уйăх хушши çимелле. Вĕтетнĕ вăрра апата хушма юрать.

Пуçлă суханпа сипленсен те аван. Кашни кун çывăрма выртас умĕн пысăках мар пĕр сухан çимелле е унăн шывне 50 гр ĕçмелле. Ăна çапла хатĕрлемелле: вăтам икĕ сухана вĕтетмелле, тин вĕренĕ 0,6 л шыва ямалла, хупламалла, 2 сехет тытмалла. Эмеле сухан хуппинчен те хатĕрлеме пулать: 1 стакан сухан хуппине çумалла, дуршлаг витĕр кăлармалла, 0,5 л шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 7 минут вĕретнĕ хыççăн 40 минут тытмалла, 3 апат кашăкĕ пыл хушса пăтратмалла, 5 кун çуршар стакан кунне виçĕ хутчен ĕçмелле. 7 кун тăхтанă хыççăн сиплев курсне малалла тăсмалла.

Кун пек чухне ыхра та пулăшать. Вĕтетнĕ 200 гр ыхрана вăтам 12 лимон сĕткенĕпе хутăштармалла, 24 кун тытмалла. 1 чей кашăкĕ хатĕр эмеле çур стакан шывпа хушмалла, кунне пĕр хутчен 1 чей кашăкĕ виçĕ эрне ĕçмелле. 7 кун тăхтанă хыççăн сиплев курсне малалла тăсмалла.

Шĕпĕн курăкĕ те усă кÿрет. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ шĕпĕн курăкне вĕрекен 1 стакан шыва ямалла, 2 сехет тытмалла, сăрăхтармалла. Сиплĕ шыва кашни кун виçĕ хутчен апат умĕн çур сехет маларах пĕрер апат кашăкĕ ĕçмелле. Виçене çирĕп пăхăнмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.