Архив - 11 Апр, 2015
«Чăваш хĕрарăмĕ» 13 № /883/ 11.04.2015
Пахалăхсăр апат-çимĕç те чир сăлтавĕ пулма пултарать. 3 стр.
Ял халăхĕнчен пуянраххи çук. 4 стр.
Сивĕ сăмах калас вырăнне кĕлĕ вуламалла. 5 стр.
Тăтăшах пăшăрханни сывлăха ан хавшаттăр тесен... 8 стр.
Купăста яшки йăлăхтарман-ха... 9 стр.
Раççей актриси Голливуда парăнтарнă. 11 стр.
Аттесĕр иртнĕ асаплă ачалăх. 12 стр.
Уçлăха парăнтарнă миçе космонавта ятран пĕлетĕр?
Уçлăх паттăрĕсен уявĕ
Çак эрнере Шуршăлти СССР летчик-космонавтăн А.Г.Николаевăн Мемориал комплексĕнче Николаев вулавĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă. Малтанах пĕтĕм республикăран пуçтарăннă шкул ачисене куçса çÿрекен "Космонавтсен пĕрремĕш отрячĕ" куравпа паллаштарнă.
Çыхăнусем çирĕпленеççĕ
Чир сарăласран
Юлашки вăхăтра какайпа сĕт, пыл тата выльăх-чĕрлĕх ытти продукцине апат-çимĕç хăрушсăрлăхне çирĕплетекен документсăр, санкцилемен вырăнсенче сутнă тĕслĕх нумайланнă. Асăннă çимĕçсене çынсем йĕркене пăссах урамра е пĕр-пĕр çурт картишĕнче, пахчаçимĕç сутма уйăрнă вырăнсенче алăранах сутаççĕ.
Тухтăрсем - сывă пурнăç йĕркишĕн
Ака уйăхĕн 7-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕ. Кăçалхипе ăна утмăл пиллĕкмĕш хутчен паллă турăмăр. Раççейре харпăр хăй сывлăхне сыхлама чĕнсе каланă май «Сывă пулма вăхăт!» акци йĕркеленĕ. Пирĕн республика та унта хастар хутшăнать.
Малаллах, çÿлеллех...
Республикăра спорта аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Юлашки вăхăтра кăна 60 яхăн спорт объектне хута ячĕç, çĕнетрĕç. ФСКсем, катоксем, футбол уйĕсем... тумашкăн федераци, республика тата муниципалитет бюджечĕсенчен 4,7 млрд тенкĕ тăкакланă. Кăçал патшалăх пулăшĕвĕпе усă курса Шупашкарта «Олимпийский» стадиона çĕнетесшĕн, Пăр керменĕн строительствине вĕçлесшĕн. Çавăн пекех маунтинбайк центрне туса пĕтерме, биатлон комплексне çĕклеме шантараççĕ. Республикăри спортпа физкультура объекчĕсен йышне çывăх вăхăтрах Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчи ФСК пуянлатмалла.
Ĕçлекене хаклама пĕлмелле
Елчĕк районĕнчи «Победа» ОООра кăтартусем кашни çул ÿссе пыраççĕ. Хуçалăх тилхепине вунă çул ытла ĕнтĕ Н.Головин тытса пырать. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра хамăр патри чи ĕçчен те тăрăшуллă хĕрарăмсене асăнас килет. Килте те, ĕçре те ĕлкĕреççĕ, çемьери мĕнпур ыйтăва татса пыраççĕ, ачисене тивĕçлĕ воспитани параççĕ.