Уçлăх паттăрĕсен уявĕ
Çак эрнере Шуршăлти СССР летчик-космонавтăн А.Г.Николаевăн Мемориал комплексĕнче Николаев вулавĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă. Малтанах пĕтĕм республикăран пуçтарăннă шкул ачисене куçса çÿрекен "Космонавтсен пĕрремĕш отрячĕ" куравпа паллаштарнă.
Конференци пуçланиччен "Байконур - Шупашкар" космонавтика ассоциацийĕн президенчĕ, аэрокосмос тытăмне çĕнĕ специалистсемпе тивĕçтермешкĕн патшалăх программине хатĕрлеме хутшăнакан Валериан Тихонов тухса калаçнă. Унăн шухăшĕпе, çамрăк ăрăва ракетăпа космос техникин хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштармалла. Çакă хальхи вăхăтри Королева тупма пулăшĕ.
Николаев вулавĕсенче республикăри 16 районти тата хуласенчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем 45 ĕç хÿтĕленĕ. Çамрăк космонавтсем çулсерен лайăхрах хатĕрленнине, хушма ыйтусене туллин хуравланине палăртнă жюри членĕсем.
Шупашкарти Андриян Николаев космонавт летчик ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10-мĕш шкулта космонавтика эрни пырать.
Пĕрремĕш хутра А.А.Леонов уçă космоса тухнăранпа - 50 çул тата пĕрремĕш космонавтсен отрядне йĕркеленĕренпе - 55 çул, "Байконур" космодрома туса хунăранпа 60 çул çитнине халалласа пуян стендсем йĕркеленĕ. Пÿлĕмсен алăкĕсем çинче те ака уйăхĕн 12-мĕшĕ çывхарса пыни палăрать. "Космос калейдоскопĕ, "Тĕнче уçлăхĕн ĕмĕрĕ", "Çăлтăрсем патне çул хыватпăр" конкурссене шкулти пур вĕренекен те хутшăнать. 1-11-мĕш класс ачисем валли кăçал "Тĕрлĕ хусканупа сывлăха çирĕплететпĕр" ятпа спорт флешмобне йĕркеленĕ. Кĕçĕн классем вара хăйсене хаваслă спорт вăййисенче кăтартнă. 5-11-мĕш класс вĕренекенĕсем пуçарнипе "Пĕтĕм тĕнче спринчĕ" ятпа чупу иртнĕ. 1-4-мĕш класри шăпăрлансем "Тĕнче уçлăхĕ тата эпир" космос утреннике тата ÿнер музейĕнчи космос балне çитнĕ. Космос историне чи лайăх пĕлекенсем камсем тетĕр-и? Вĕсем те çак шкултах пĕлĕвне анлăлатаççĕ. Ку ятарласа ирттернĕ викторинăран аван курăннă. Аслăрах çултисем вара станцисем тăрăх йĕркеленĕ "Космос çулçÿревĕ" вăйăра хăйсен пуян та анлă тавракурăмĕпе тĕлĕнтернĕ. Юрий Гагаринпа Андриян Николаев пирки çеç мар, паянхи космонавт летчиксем çинчен те лайăх пĕлеççĕ вĕсем.
Вырсарникун çак шкулта пĕлÿ пухакан хастарсем Ю.А.Гагарин тата А.Г.Николаев палăкĕсен умĕнче иртекен митингсене хутшăнĕç. Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче çамрăк космонавтсен отрячĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти республика слетне кайĕ.
Мария РОМАНСКАЯ,
Елена АТАМАНОВА.