- Чăвашла верси
- Русская версия
Вĕллеллĕ пахчан - хăйĕн илемĕ
Муркашра пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ «Çын сывлăхĕ - вĕлле хурчĕн çунаттисем çинче» ятпа пыл уявĕ ирттереççĕ. Сăпасра, çурлан 14-мĕшĕнче, сиплĕ çĕнĕ пыла тутанма, хĕл валли туянма таçтан та пуçтарăнаççĕ.
Шомик ялĕнче пурăнакан Ямангеевсем иртнĕ çул «Муркаш районĕнчи чи лайăх пыл - 2014» хурт-хăмăрçăсен конкурсĕнче виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Тĕрĕссипе, çĕнĕ пыл тутантарас, ыттисен ăсталăхĕпе паллашас тĕллевпе çеç хутшăннă-ха вĕсем уява. «Çеçмерте пурăнакан Александр Козлов хурт-хăмăрçăпа туслă эпир, пире вăл темиçе çул каяллах пĕр вĕлле парнеленĕччĕ, çав йыша ĕрчетсе ятăмăр. Малтан хăй килсе пулăшкаларĕ, пĕчĕккĕн хамăр та хăнăхрăмăр. Хурт-хăмăр тытни ĕмĕре вăрăмлатать, чир-чĕртен сыхлать теççĕ. Тен, тĕрĕсех. Ку ĕç пире киленÿ кăна кÿрет. Вĕллеллĕ пахчан хăйĕн илемĕ», - каласа кăтартать Зинаида Леонидовна.
Ялта выльăх усракан сахаллансах пырать паян. Ĕне тытакан та, сысна ĕрчетекен те йышлах мар. Пĕрисене выльăх апачĕн хакĕ ÿссех пыни пăшăрхантарать, теприсем утă-улăм хатĕрлессинчен шикленеççĕ. Виççĕмĕшсене ÿркев пусать ахăртнех.
Ямангеевсем ĕçе юратни вĕсем вунă гектара яхăн çĕре пушă вырттарманнинченех палăрать. Иртнĕ çул 1,5 гектар çĕрулми, 3 гектар хуратул лартнă. Утă та сахал мар туса илнĕ. Килти выльăх валли те, сутмалăх та. «Пĕрре хăнăхнă та - нимĕн йывăрри те çук. Хуçалăхри ĕçе техника çăмăллатать. Ĕлĕкхи пек алăпа ĕçлеместпĕр. Ял халăхĕ çава, кĕреçе тĕлне манса пырать. Килĕренех мотоблок халь. Уйри çĕрсене вара пушă вырттарма шел. Ялта пурăнакан вăйпиттисемпе çамрăксен пĕр ĕне те пулин усрамаллах, унсăрăн намăс. Чăваш халăхĕ ку выльăха ĕлĕкрен тытнă, сĕтел çинче яланах сĕт-çу пулнă», - чунне уçаççĕ Ямангеевсем.
Халĕ вĕсен картишĕнче виçĕ ĕне, пăрусем те пур. «Сĕт ялта хаклах мар, çавăнпа пуçтарма килсен те памастпăр, кашни кунах тăпăрчă хатĕрлетпĕр, Шупашкара кайса сутатпăр. Хула халăхĕ ял апат-çимĕçне питĕ кăмăллать», - терĕ Зина аппа. Ÿркенменскер Шупашкарти пĕр больницăра тăрăшать, çав вăхăтрах выльăх пăхма та, çурта хăтлăх кĕртме те ĕлкĕрет. «Ялта сĕчĕ-çăвĕ, ашĕ, çăмарти хамăрăн. Пылран татăлман. Çулла йăран тулли темĕн тĕрлĕ çимĕç, сад тулли улма-çырла. Çулла çывăрса выртмасан лавккана каймасăрах пурăнма пулать. Ял халăхĕнчен пуянраххи те çук халь», - сăмаха малалла тăсать кил хуçи арăмĕ.
Картиш тулли чăх-чĕп, бройлерсемпе инди кăвакалĕсем усраççĕ Виталий Геннадьевичпа Зинаида Леонидовна. «Вĕсене пĕчĕк чухне пăхма çăмăлах мар. Шултра выльăха усрама ансатрах пек те туйăнать мана. Виçĕ ĕне сăвасси, кĕтÿ кĕтесси те темех мар. Шăрăх та, сивĕ çумăр та хăратмасть пире. Чăх-чĕп, хур-кăвакал вара картишне илемлетет, çавăншăнах усрас килет. Инди кăвакалĕсене хытă кăшкăрманшăн юрататпăр, ахальлисенчен вара кунĕпе пĕр канăç çук», - йăл кулать ăшă кăмăллă Зина аппа.
Патăрьелĕнче е Елчĕкре, Элĕкре е Етĕрнере пулатăп-и - пирĕн чăваш халăхĕ чăннипех те тĕлĕнмелле ĕçчен те тăрăшуллă пулни яр уççăн палăрать. Муркашра та çаплах. Пĕр кунрах темиçе яла çитсе курмалла пулчĕ. Пĕри тепринчен хитререх те пуянрах, тулăх пурăнма тăрăшнишĕн, малтан мала ăнтăлнишĕн чун савăнать. Çĕр ĕçне чунтан парăннă Ямангеевсем патĕнчен те хăпартланса тухрăм.
Елена ГЛУХОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать