Тĕпчев ирттерме хатĕрленеççĕ

3 Ака, 2015

Чăвашстат ертÿçин çумĕ Людмила Егорова массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли ирттернĕ пресс-конференцире сÿтсе явнă тĕп ыйту - халăхăн 2015 çулхи социаллă-демографи тĕпчевне /микроçырава/ ирттерме хатĕрленесси.

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2011 çулхи март уйăхĕн 10-мĕшĕнчи 367-р хушăвĕпе килĕшÿллĕн микроçырав общество мероприятийĕ шутланать тата ăна РФ субъекчĕсенче пуринче те йĕркелеççĕ.

Тĕллевĕ малашлăхлă: Раççей Федерацийĕн 2025 çулчченхи демографи политикин Концепцине тата патшалăхăн наци политикин Стратегине пурнăçласа влаç тата управлени органĕсен ĕç-хĕлне çĕршывра пурăнакансен хальхи лару-тăрăвĕ çинчен информаципе тивĕçтересси* халăхăн репродукци планне тĕпе хурса демографи прогнозĕ хатĕрлемелли сценари условийĕсене коррекцилесси; мăшăрлану-çемье хутшăнăвĕсен çирĕплĕхне тĕпчесси, наци тата чĕлхе тытăмĕнчи пулăмсене тишкересси; инвалидсен пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕн условийĕсене уçăмлатасси.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.