Хресчен уй-хиршĕн тунсăхлать

10 Ака, 2015

Сергей Павлов вице-премьер ытларикун "Хыпар" издательство çурчĕн пресс-кĕрекинче журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

"Ялхуçалăх культурисем кăçал 565 пин га /пĕлтĕрхинчен 5-6 пин ытларах/ йышăнĕç, - терĕ. - Çурри - тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем, 6,5% - çĕрулми. "Иккĕмĕш çăкăр" анине 3 пин га пысăклатма палăртрăмăр. Тĕллеве пурнăçлама техника хатĕрĕпе вăрлăх çитет. Кĕрхи культурăсем - 89,5 пин га. Вĕсен 90% - лайăх, 10% начар хĕл каçрĕ. Çапах та калча пахалăхне çак цифрăсемпе çирĕплетме тăхтăпăр. Ÿсентăран чĕрĕлсен хаклăпăр".

Çурхи культурăсем 281 пин га акма-лартма палăртнă. Апрелĕн 6-мĕшĕ тĕлне аграрисем вăрлăх хатĕрлес тĕлĕшпе пĕлтĕрхи çав кунччен лайăхрах ĕçленĕ. Унăн 87% кондициллĕ /иртнĕ çул - 80%/. Ăна планран 5% ирттерсе тултарнă. Минерал удобренийĕ 20 пин т хатĕрлеме тĕллев лартнă, 8,6 пин т /43,1%/ - пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 1,9% нумайрах - илсе килнĕ. Усă паракан япала çине куçарсан кашни га пуçне - 34 кг. "Тутарстанпа Мордвара 60-70 кг хываççĕ. Пирĕн вĕсенчен юлмалла мар, ÿлĕм ытларах турттармалла", - палăртрĕ министр. Ака ирттерме кирлĕ дизтопливо иртнĕ çулхи асăннă кунччен кăшт сахалрах, бензин нумайрах турттарнă. Техникăн 90-95% акана тухма хатĕр.  Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.