Андриянăмăрăн тĕнчи
Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн /кун пек калани те тĕрĕсех мар - пур халăхшăн/ те, Андриян Николаев - чăн-чăн Çăлтăр. Вăл чăннипех те çак ята тивĕç, пĕтĕм тĕнчипех чăваш çине урăхла пăхтарма пуçлаттарнă А.Г.Николаев вĕçевĕсем. Чăвашлăхшăн тунă ырă, пуçаруллă ĕçсен, халăхсен хушшинчи туслă-усăллă çыхăну-хутшăнусен элчи пулнă-çке вăл. Шел, сумлă, хаклă çыннăмăр çук халĕ пирĕн хушăра! Хăй çуралнă, чунра ялан асра тытнă тăван çĕрĕнче яланлăх канăç тупрĕ, чунĕ çăлтăрсем патне ăсанчĕ. Унăн ячĕ нихăçан та манăçмĕ, вăл çутнă Çăлтăр нихăçан та сÿнмĕ.
Шуршăлти Космонавтика музейĕн мемориал комплексĕнче ĕçлекенсем мухтавлă ентешĕмĕрĕн ятне чысра тытас тесе хăйсенчен мĕн килнине пурне те тăваççĕ. Андриян Григорьевич ячĕпе уçăлнă музей пирвайхи хут экскурсантсене йышăннăранпа пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче 42 çул çитнине паллă турăмăр. Вăл шкулти музей-пÿлĕмрен пуçланнă. Пĕрремĕш, уйрăмах иккĕмĕш вĕçев хыççăн, Шуршăлти вăтам шкул директорĕ Михаил Яковлевич Гаврилов пуçарнипе вĕренекенсем экспонатсем пухма тытăннă. Шкула чупнă Андриянăн тетрачĕсем, кĕнекисем, ытти япали тупăннă. Вĕсем музейăн пĕрремĕш экспоначĕсем пулнă та. Фонд пуянлансах пынă. Кĕçех вырăн çитми пулнă. Вара музей экспозицине унччен чиркÿ пулнă, каярахпа ачасем вĕреннĕ шкулăн кивĕ çуртĕнче вырнаçтарма йышăннă. Ăна Çĕнĕ Шупашкарти тăваттăмĕш стройтрест ĕçченĕсем тĕпрен юсанă. Шупашкар ÿнерçисем музее илемлетнĕ. Музей 1972 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă. Андриян Григорьевич хăй килсе çитни те çак пулăма уяв сĕмĕ кĕртнĕ. Пысăках пулман çак вăхăтра экспозици - пурĕ те 350 экспонат кăна. Анчах - вышкайсăр пĕлтерĕшлĕ. Республикăри ял-хуларан кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, урăх патшалăхсенчен те йышлă делегацисем тăтăш килсе тăнăран унăн ĕç-хĕлне тата та витĕмсĕрлетес тесе Чăваш Ен Правительстви 1978 çулхи авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнчи йышăнăвĕпе ăна Культура министерствин тытăмне кĕртнĕ, Чăваш Республикин наци музейĕн филиалĕ туса хунă.
Çирĕм икĕ çул каялла музейре реэкспозици иртнĕ. Николаевсен çуртне музей территорине куçарнă, пĕрремĕш вĕçеврен таврăннă хыççăн тăван тăрăхра кĕтсе илнĕ «ЗИС-110» автомобиль валли павильон çĕкленĕ, 4 экспозици залĕ йĕркеленĕ. 1993 çулхи апрель уйăхĕнче Космонавтика музейне Чăваш наци филиалĕн статусне панă. Вăл 30 çул тултарнă тĕле экспонатсен шучĕ 3 пинрен иртнĕ.
2001 çулта музей çĕнĕ çурта куçнă чухне Мускавран килнĕ космонавтсен пысăк ушкăнĕ хаклă хăнасен кĕнекинче çырса хăварнă «Шуршăлти Космонавтика музейĕ Тĕнчене пĕлес-тĕпчес туртăма татах ÿстерĕ, çакăн пĕлтерĕшне малашне те анлăлатса пырĕ, пин-пин çыннăн техника шухăшлавĕн Çитĕнĕвĕпе Паттăрлăхăн сăнĕ пулса тăрĕ. Паянхи оборудованипе тивĕçтернĕ планетари-астрономи класĕнчи занятисем ачасене астрономипе географие тĕплĕнрех пĕлме кăна мар, хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама та пулăшĕç» сăмахсем коллектившăн тĕп тĕллев вырăннех. Музей сотрудникĕсем ăслăлăхпа тĕпчев ĕçне хастар хутшăнаççĕ...
Музей комплексĕ 42 çул тултарнă кун, музей «çуралнă» кун, парне кÿрекенсен ыркăмăллăх акцийĕ иртнĕччĕ, фонд виççĕмĕш космонавтăн тăван ялĕн тата Андриян Николаев ячĕллĕ хуçалăх историйĕпе çыхăннă чылай материалпа пуянланчĕ ун чухне. Сумлă, пархатарлă ĕçе Лидия Васильевнăпа Геннадий Тимофеевич Борцовсем, Нина Алексеевна Васильева тата ыттисем хастар хутшăнчĕç. Андриян Григорьевичăн пиччĕшĕн, Иван Григорьевичăн, çемйинчен те хаклă парне сахал мар пулчĕ. Вăл шутра - космос паттăрĕн генерал тумтирĕ, Атăла пĕвеленĕ чухне тунă сăнÿкерчĕксен альбомĕ, Ю.А.Гагарин космоса вĕçнĕренпе 20 çул çитнĕ май ентеше панă пĕрремĕш космонавт ячĕллĕ Диплом, Андриян Григорьевича 60 çулхи юбилейĕпе наградăланă СССР Космонавтика федерацийĕн Дипломĕ, тăван ене канма килсен тунă сăнÿкерчĕксен пуххи, 3-мĕш космонавт пиччĕшĕ Андриян Григорьевич çемйи, амăшĕ Анна Алексеевна, Шуршăл ялĕ çинчен çырнă асаилÿсем, «В космосе Николаев и Попович» кĕнеке...
Музейĕн тĕп управçи Зоя Степановна Антонова пĕлтернĕ тăрăх - музейре Совет Союзĕн тата Раççей, ют çĕршывсен космонавчĕсем тăтăш пулаççĕ, Андриян Григорьевич пурăннă чухне тата каярахпа Шуршăлта 70 ытла ĕçтешĕ пулнă. Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Виктор Васильевич Горбатко - хăйнеевĕр «рекордсмен», 14 çул хушшинче 24 хут хăнана килнĕ вăл.
Музей - пĕлÿ центрĕ те. Вĕренÿри, ăслăлăхпа тĕпчев тата ытти ĕç-хĕлĕнчи ÿсĕмсемшĕн комплексăн пуçаруллă хастарĕсене çĕршывăн тата республикăн чылай наградипе чысланă, вĕсем тĕрлĕ конкурса хутшăнса, пĕр хут мар çĕнтерсе лауреат ятне тивĕçнĕ. Фондра паяхи кун 6000 ытла экспонат упранать. Хальхи вăхăтра 2006 çулхи октябрь уйăхĕнче уçăлнă комплекс тытăмне ракета-стела, А.Г.Николаевăн бронза бюсчĕ, А.Г.Николаев ячĕллĕ сад-парк, космонавтика музейĕ, Николаевсен музей çурчĕ тата паллă ентешĕмĕре пытарнă часавай кĕреççĕ. Кунта вара курмалли, пăхмалли, пĕлмелли сахал мар. Уйрăмах - çамрăк ăрушăн.
Комментировать