Апрель уйăхĕнчи ĕçсем

10 Ака, 2015
  • Сенĕкпе е кĕреçепе садри йывăçсем тавра тата рет хушшинчи çĕре чавса тухатпăр. Тымарсене сиенлетесрен асăрханăр. Йывăç вулли çумĕнче 5-6 см тарăнăш кăна чавăр.
  • Апрельте улма-çырла йывăççисем ÿсме тытăнаççĕ, кун пек чухне вĕсене азот удобренийĕпе ?шĕвеккипе% апатлантарни пĕлтерĕшлĕ. Мочевинăна 1 тăваткăл метра 9-13 г, аммиак селитрине 12-15 г хывмалла. Чăх-чĕп каяшĕпе апатлантарас пулсан ăна 10-12 хут шывпа хутăштармалла.
  • Çĕр пиçсе çитсессĕн улма-çырла йывăççисем лартма тытăнмалла. Малтан шăтăк хатĕрлĕр, унти çĕр ăшăнсан лартма пуçлăр. Папка çуриччен йывăçсене лартса пĕтермелле.
  • Çĕр пиçсе çитнине пĕлес тесен ăна алла илĕр, ывăçласа чăмăртăр та ирĕке ярăр ?кăкăр шайĕнче тытмалла%. Вăл çăмăллăн сапаланчĕ пулсан çĕр ытлашши типнĕ. Енчен те пачах та саланмасан - пиçсе çитмен, чавма иртерех. Алăри чăмакка йăванса кăшт саланчĕ пулсан чавма тытăнăр.
  • Апрель çурринче çĕршывăн вăтам тăрăхĕсенче уçă çĕр çине редис акма юрать. Унăн вăрлăхĕшĕн 3 градус сивĕ те хăрушă мар, анчах вăл типĕ сывлăшпа çĕре пачах та килĕштермест.
  • Çĕр çырли тĕммисене типнĕ тата чирлĕ çулçăсенчен тасатăр, кăпкалатăр. Çуркунне вĕсен тымарĕ çаралать, çавăнпа кăпкалатнă чухне тăпра купаласа хупмалла. Анчах асăрханăр: "чĕрине" ан хуплăр!
  • Ăшă теплицăсенче хăяр, кабачок, кавăн вăррисене акма юрать. Кайран калчасене уçă çĕр çине е пленка айне куçарса лартăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.