Кăшлакан чĕрчунсенчен хÿтĕлемелле
Хĕлле пахчасенче шăшисем çÿренине пĕлетпĕр-ха, анчах çамрăк йывăçсене хÿтĕлемеллине тепĕр чухне манатпăр. Хĕлле апат çитменнипе шăшисем час-часах çамрăк улмуççисене тапăнаççĕ, сада тĕрĕслесе тăмалла. Шăшисенчен хÿтĕлеме тĕрлĕ меслет юрăхлă. Хаçатăн 2015 çулхи 48-мĕш номерĕнче шăшисене хăратакан курăксем пирки çырнăччĕ. Шăши курăкĕн /черный корень/, шăши кикенекĕ /череда/ туратне йывăç йĕри-тавра çыхсан унта шăши çывăха та пымĕ. Нарăс уйăхнелле наркăмăшлă курăка татах хумалла.