Комментари хушас

21 Кăрлач, 2016

Кăшлакан чĕрчунсенчен хÿтĕлемелле

Хĕлле пахчасенче шăшисем çÿренине пĕлетпĕр-ха, анчах çамрăк йывăçсене хÿтĕлемеллине тепĕр чухне манатпăр. Хĕлле апат çитменнипе шăшисем час-часах çамрăк улмуççисене тапăнаççĕ, сада тĕрĕслесе тăмалла. Шăшисенчен хÿтĕлеме тĕрлĕ меслет юрăхлă. Хаçатăн 2015 çулхи 48-мĕш номерĕнче шăшисене хăратакан курăксем пирки çырнăччĕ. Шăши курăкĕн /черный корень/, шăши кикенекĕ /череда/ туратне йывăç йĕри-тавра çыхсан унта шăши çывăха та пымĕ. Нарăс уйăхнелле наркăмăшлă курăка татах хумалла.

Йывăç вуллине нефтьрен хатĕрленĕ тĕрлĕ япалапа сĕрнине илтме пулать. Ку - йăнăш. Чĕрĕ йывăç - чĕрĕ организм. Соляркăпа, нигролпа, тĕрлĕ растворительпе е çупа сĕрсессĕн вулă пиçсе кайма пултарать. Çамрăк йывăçшăн ку питĕ сиенлĕ, пĕтме те пултарать.

Вулăна улăмпа, полиэтилен пленкăпа чĕркесе çыхма та юрамасть. Улăм - шăшишĕн чăн çăтмах. Пленка вара ăшăтсассăн парник эффекчĕ тăвать. Сивĕтсессĕн вулă çуркаланать, вистенме пуçлать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.