Арçын аллинче йĕп вылять

15 Апр, 2015

"Маттур, хăйне çухатмарĕ", - терĕ ун çинчен мăшăрĕ. "Ачисемшĕн вăл ашшĕ те, амăшĕ те, учитель те пулчĕ", - палăртрĕ амăшĕ. Çитес уйăхра 56 çул тултаракан Николай Петрович Миронова /Канаш районĕ, Сухайкасси/ çемйи кăна мар, пĕтĕм ял-йыш хисеплет. Нумайăшĕ ăна асаилет-и е унăн алĕçне пăхса киленет-и, е тата икĕ урасăрскер чăтăмлăн вутă çурнине пăхса тĕлĕнет-и - хăйĕн терт-нушине, ыратăвне манать те пурнăç çине ырă та çутă куçпа пăхма пуçлать. Ыттисене хăйĕн тĕслĕхĕпе Николай Петрович вăй-хăват кÿрет çеç мар, чуна тыткăнлакан, ăшăтакан илем те парнелет. Арçын алла йĕппе çип тытса темтепĕр çыхать: чăлха-нуски, кофта, свитер, минтер пичĕ, чĕнтĕр, кĕпе, тутăр, çулла тăхăнмалли шăтăкла атă, пÿрнескеллĕ пуканесем тата ытти те. Унăн аллинче вăрăм йĕп те, çекĕллĕ шăтăкла йĕппи те ăста вылянать. Пурнăçра çамрăклах инкек тÿссе сусăр юлнăскер самантлăха та алă усса лармасть. Вăтăр çула яхăн çапла.

Кĕтмен инкек

1986 çулхи апрелĕн 1-мĕш кунне Николай Петрович асаилме юратмасть. Канаш хулинчи организацире электрикра тăрăшнă вăл. Ĕç кунĕ вĕçленсен килне, амăшĕ тата мăшăрĕпе ывăлĕ патне васканă. Чукун çул урлă каçмалла. Ятарлă каçă пулманран чылайăшĕ ун чухне çул çинче пуйăс тăнине уяман. Инкеке лекнĕ 27 çулти арçын икĕ урасăр тăрса юлать. Тепри пулсан чунне тулли эрех черккипе пусарĕччĕ е ĕмĕр тăршшĕпех хăйне шеллеттерсе пурăнĕччĕ. Ара, сахал-и унашкал тĕслĕхсем?

Çемьеллĕ арçын, мăшăрĕ калашле, çухалса кайма шухăшламан. "Темле пулсан та малалла пурăнмалла, çемьене туртмалла", - пĕр канăçсăр явăннă пуçра шухăш. Чăтма çук йывăрлăх, кичемлĕх чуна пусса илсен йĕппе çип куç тĕлне лекнĕ. "Чим-ха, - тенĕ амăшĕ, - япала çыхмалли машина туянса парам". Амăшĕн парнипе ĕçлесе кил хуçи икĕ-виçĕ çул çемьене савăнтарнă. Ку çеç-и? Кÿршĕ-аршăна, ыйтакан çынсене кофта, свитер çыха-çыха панă. Хитре, илемлĕ тунине кура саккассем пулнă çав. Пĕрремĕш кофтăна арçын арăмне тăхăнтартнă, ятарласа ăна валли çыхнă.

Машина йĕппи витĕр япала фабрикăри пекех тикĕссĕн "çуралать". Анчах Николай Петрович аллисене ытларах ĕçлеттерес килнĕрен-ши йĕппе çип тытать. Телевизор умне вырнаçсан каллех пĕр вĕçĕмсĕр япала çыхать. Кăшт вăхăт иртсен арçын шăтăкла йĕппине килĕштерет. Çĕнĕ ĕçе паянхи кунчченех алăран ямасть.

Тĕркемĕ-тĕркемĕпе илем кăтартать мана амăшĕ. Николай Петрович сăпайлăхне кура-ши хăйĕн алĕçĕпе мухтанма кăмăлламасть. Шăтăкла йĕппипе çыхнă япалисене пăхсан ăна пĕлмен çын: "Ку арçын алли мар", - тейĕччĕ пулĕ. Çук çав, хĕрарăмпа çыхăнтарма хăнăхнă илеме йăлт Николай Петрович тунă. Нумаях пулмасть республикăра 3-мĕш хут иртнĕ "Çемье мастерскойĕ" конкурсра "Чĕнтĕр çыхасси" номинацире пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ алĕçĕсемпе паллашатăп та тĕлĕнетĕп: кашни чĕнтĕр - хăй пĕр тĕнче! Акă кÿлĕ çуталса выртать, унăн тавра - акăшсем. Çемье чейпе сăйланнине сăнлакан чĕнтĕр те "чĕрĕ". Мăнкун уявне халалласа çыхни çинче ăшне тултарнă сарă çăмартасем те чăн-чăнах тейĕн. Мĕн тĕрлĕ кăна чечек çук пулĕ тата куравран таврăннă хулăн тĕркере.

Виçĕ ачине Николай Петрович йăлт хăй çыхнă япаласем тăхăнтартса ÿстернĕ. Арăмĕпе амăшĕ ир-ирех хулана ĕçе тухса кайсан тĕпренчĕкĕсем унпа юлнă. Çавăнпа ĕнтĕ амăшĕ арçын вĕсемшĕн ашшĕ кăна мар, воспитатель те пулнине палăртать. Кофта, свитер, тутăр, кĕпе тата тăхăнмалли ытти япала çемйи, тăванĕсем валли ку таранччен мĕн чухлĕ çыхнине Николай Петрович калаймасть, мĕншĕн тесен нихăçан та шутламан. "Кирлĕ пулнă - çыхнă", - тет кăна. Ку таранччен миçе килограмм çип пĕтерни те паллă мар. Кил-тĕрĕшре мĕнли пулнă - унпа йăлтах усă курнă. Арăмĕ, амăшĕ лавккасенче çип шырама ĕлкĕрнĕ çеç. Мăшăрĕ упăшкине хавхалантарсах тăнă. "Пĕлетĕн-и, халĕ шăтăкла йĕппипе çыхакан атă модăра", - тесен арçын хăйне кирлине интернетра шырама пикеннĕ. Ĕлĕкрех вара схемăсене хаçат-журналта тупнă.

Паян Николай Петровичпа Римма Васильевнăн виçĕ мăнук. Вĕсем валли кукашшĕ тата аслашшĕ тĕрлĕ пукане çыхать. Кĕçĕн хĕрĕ 8-мĕш класра вĕреннĕрен шкула çулсеренех хăй аллипе тунă япаласем парнелет.

Алĕçĕсене Инвалидсен пĕр-лешĕвĕ ирттерекен конкурс-фестивальсене те тăтăшах ярать арçын. Унта вĕсем яланах парнеллĕ вырăнсене тивĕçеççĕ.

 

Урасăр çын вутă та çурать

Çитмен пурнăç ал-ура тĕлĕшĕнчен тĕрĕс-тĕкел çынсемшĕн те çăмăл мар, сусăрсемшĕн вара - пушшех те. Николай Петрович ялтан ниçта та тухса çÿреймест. Тахçан панă автомашина юсавсăра тухнă. Патшалăх пулăшăвĕпе тÿлевсĕр илнĕ протез урана уттарма çав тери йывăр. Юлашки çулсенче инвалидсене ĕçе вырнаçма квота уйăраççĕ. Анчах Николай Миронов унпа каллех усă кураймасть. Хулана вăл çак вăхăтра епле çиттĕр? Вăл пурăнакан урама хам та пылчăк çăрса аран шыраса тупрăм. Ялта инвалид валли мар, ахаль çын валли те ĕç тупаймăн.

Арçын килте телевизор умĕнче алла йĕппе çип кăна тытса ларать тесе ан шухăшлăр. Тутлă апат хатĕрлеме ăста вăл, амăшĕ пенсие тухиччен выльăх апатне те килтисем хуларан таврăниччен хăех пĕçернĕ, вутă хутнă. Кил-картишре те пултарнă таран тĕрмешет. Пĕлтĕр пĕр машина вутта пĕччен тенĕнех çурнă. Чĕркуççи таран икĕ урине те татни ăна стройка вăхăтĕнче раствор çăрма та чăрмантармасть. Пукан çине вырнаçать те ыттисене пулăшать.

Сусăрлансан арăмĕпе иккĕшĕ тата икĕ хĕр çуратни арçын вăйне, çирĕплĕхне пушшех те уçса парать. Хăйне икĕ урасăр хăварнă инкек хыççăн уншăн пурнăç çулĕ хупăнман. "Малтанхи çынах юлнă вĕт. Пурнăç малаллах чупать. Манăн та пурăнмалла", - терĕ вăл сывпуллашас умĕн.

"Кама хывнă-ши ывăлăр?" - тесен амăшĕ мăшăрне аса илчĕ. Лешĕ, сехет юсакан маçтăрта ĕçленĕскер, пурнăçран ир уйрăлса кайнă. Коля ун чухне 8-мĕш класра кăна вĕреннĕ. Çамрăклах ашшĕ вырăнĕнче пулма хăнăхнă арçын ача шкул пĕтерсен Суворов училищине вĕренме кĕнĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытнă çамрăка, ахăртнех, пысăк çын ачине вырнаçтарас тĕллевпе куçĕ япăх курать тесе каялла янă. Пурнăç тĕрĕслĕхĕ пурпĕр çиеле тухать çав. Николай Петрович, авă, 30 çул куç илмесĕр япаласем çыхать, анчах çут тĕнчене курма май паракан чи çутă та ырă куç аптăратмасть, ĕçре ура хумасть.

Ирина НИКИТИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.