Кăвакал усрани тупăшлă
Хăш-пĕр çын кăвакала питĕ çăткăн тесе калама пăхать. Анчах ку тĕрĕс мар. Вăл хăвăрт ÿсет, çавăнпа нумай çиет. Кăвакал икĕ уйăхранах çитĕнет. Кил çывăхĕнче пĕве, кÿлĕ пулсан ăна ÿстерме тата та çăмăл.
Пекин кăвакалсем халăхра анлă сарăлнă. Вĕсен аçисем – 4 кг, амисем 3,5 кг таяççĕ. Пĕр кăвакал ами çулталăкне 120 таран çăмарта тума пултарать. Чĕпписем 60 кунранах çитĕнеççĕ.
Халĕ мускус кăвакалсене те ĕрчетме тытăнчĕç. Ахальлисемпе танлаштарсан вĕсем питех «калаçмаççĕ», шăп çÿреççĕ. Ашĕ те ытлашши çуллă мар, çемçе, тутлă.
Мускус кăвакалсем нумай çимеççĕ, çавăнпа хăвăрт çитĕнеймеççĕ. Кăвакалăн тĕкĕпе мамăкĕ те лайăх. Вĕсенчен тÿшек-минтер, утиял хатĕрлеме пулать.