Комментировать

15 Апр, 2015

Хăяр иртерех çиес килсен

Йăран çинче хăяр иртерех пулса çиттĕр тесен ăна калча туса ÿстермелле. Март вĕçĕпе апрель çурри çакна валли чи меллĕ вăхăт.

Хăяр вăрлăхне пиçĕхтерни пĕлтерĕшлĕ. Микроэлементсем янă шĕвекре сăмсалантарнă хыççăн вăрлăха 12 сехет 18-20 градуслă ăшăра тытаççĕ, унтан холодильникра /2 градус ăшă температурăра/ çавăн чухлех упраççĕ.

Хăяр куçарса лартнине кăмăлламасть, çавăнпа вăрлăха тÿрех калча ÿсме меллĕ савăта /вăл пысăк ан пултăр/ акмалла. Хăяр тымарĕ савăт калăпăшĕпе явăнмалла, унсăрăн уçă çĕре кăларса лартнă чухне вăл сиенленет, сахал тухăç парать.

Акнă чухне вăрăна çĕр çине çÿлтен аялалла мар, тăрăхла пăрахмалла, капла ăна шăтса тухма çăмăлрах. 1-1,5 см тарăнăша хумалла.

Пĕр савăта, калăпăшне кура, 3-4 вăрă акмалла. Шăтса тухсан пĕр-икĕ калча çеç хăвармалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.