- Чăвашла верси
- Русская версия
Юман пек çирĕп Вязов
Хушаматне кура ăна хурамапа танлаштармалла пек, анчах иртнĕ вăрçăри паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ чи çирĕп йывăçа - юмана - асаилтерет. Муркаш районĕнчи Çеменкассинче çуралса .снĕ Александр Матвеевич Вязова пĕрремĕш хут курсанах çак танлаштару пуçра тĕвĕленчĕ. Хăй каласа панă тăрăх - Аслă Çĕнтер. 30 çул тултарнă ятпа ăна фронтри тусĕ Г. Бугел хăй патне Димитровграда хăнана чĕннĕ. Аякран çитнĕскере хулари пĕр парка ертсе кайнă. Туссем ешĕл симĕс çулçăсемпе витĕннĕ юман патĕнче чарăнса тăнă.
- Мускавра, Ленин сăрчĕсем çинче, тĕп хулапа тантăш юман пур. Тула облаçĕнчи Слободка хулин паркĕнчи капмар йывăçа (халĕ унăн тачкăшĕ пилĕк метр ытла) вара Пĕрремĕш Петĕр патша лартса хăварнă имĕш. Юман - мухтав палли, çавăнпа фронтран таврăнсан тăван хулари паркра Çĕнтер. ячĕпе юман хунавĕ чĕртрĕм, - хавхаланса каласа панă Бугел. Юлашкинчен Александр Матвеевича: "Шупашкарта .стер. Ан ман, йывăç лартнă, кĕнеке çырнă çын ялан вилĕмсĕр", - тесе малтанах хатĕрлесе хунă темиçе йĕкел тыттарнă.
Ун чухне Александр Вязов Шупашкарта троллейбус управленийĕнче хуралта ĕçленĕ. Çак хуçалăх картишĕнче, йывăç-курăк ешернĕ вырăна йĕкелсем варăнтарнă. Вăхăт тупса фронтра çырса пынă дневникран пысăках мар алçырăвĕ хатĕрленĕ те Чăваш кĕнеке издательствине сĕннĕ. "Вулакансене кун пек кĕнеке кирлĕ, анчах алçырăвне юсаса çĕнетмелле", - хуравланă ăна.
Çапах та Александр Матвеевич фронтри пекех пуçа усман, вăрçă хыççăн шыраса тупнă тусĕсем çинчен Беларуçра, Мускав облаçĕнче, Карелире тухакан хаçатсенче асаил.сем пичетленĕ.
Ярапайкассинчи тулли мар вăтам шкул хыççăн вăл Дзержинскри хими техникумĕнче пĕл. илнĕ. Çар хĕсметне 1939 çулта Инçет Хĕвелтухăçне лекнĕ, кунти шалти ĕçсен комиссариачĕн мотострелоксен полкĕнче снайпер ăсталăхне пухнă. Фашистсем тапăнсан Курск пĕккинче "Максим" пулеметпа ĕçленĕ салтаксен взводне, ротине ертсе пынă. Çак вăхăтрах ăна ялавçăна çирĕплетнĕ. Хаклă та чыслă çар паллине смотрсемпе парадсенче çĕклемелле пулнă, кирек мĕнле йывăр лару-тăрура та упраса хăвармаллине пĕлтернĕ.
- Ялава çухататăн - пуçна çухататăн! - çирĕппĕн асăрхаттарнă ăна 1943 çулхи Курск пĕккинчи пĕр çапăçу умĕн полк командирĕ.
Пĕр хушă пирĕннисем те, фашистсем те кирлĕ еннелле тапăнса каяйман. Тăшман çĕре арлан пек чакаланса кĕрсе ларнă. Унччен те пулман - совет "катюшисем" фашистсен малти окопĕсемпе траншейисене айăн-çийĕн çавăрттарнă. Кĕçех "Ура!" янăраса кайнă, çапла майпа тăшмана тĕппипе шăлса ывăтнă. Вязов лейтенант, ялавне вĕлкĕштерсе, малти ретре чупнă.
- Взводунтан ан юл! Пулеметсене çĕнĕ çĕре вырнаçтарăр! - приказ панă майор Вязова.
Çапăçу хыççăн полк командирĕ чăваш каччи ертсе пынă пулеметчиксене паттăрлăхшăн мухтанă, А. Вязов лейтенант гимнастерки çине 2 степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне тирнĕ.
Хĕрлĕ çар анăçалла тапăнса кайнă май Çеменкасси каччи Беларуçе, Польшăна, Хĕвелтухăç Пруссие ирĕке кăларма хутшăннă.
Вăрçă вĕçленсен А. Вязов лейтенант çарта юлма шухăшланă. Анчах аманнине пула Ленин, Хĕрлĕ Ялав, 2 степень Суворов орденсемлĕ 217-мĕш дивизин 740-мĕш полкĕпе сывпуллашма тивнĕ. Мирлĕ пурнăçра фронтри тумне т.рех хывман: шкулта çамрăксене çар ĕçне вĕрентнĕ. Фронтри хĕр.лĕхне çухатманскер каярахпа экскаватор рычагне тытнă, геолог пулса Урал леш енче çĕр айĕнчи пурлăха шыранă, Шупашкарти агрегат заводĕнче наладчикре вăй хунă, юлашкинчен троллейбус управленине хурала вырнаçнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан тахçанхи ĕмĕтне пурнăçлама тытăннă, хăй вăрçă çулĕпе утса тухнă вырăнсене çитсе курнă. Пĕр çулç.реврен Калининград облаçĕнчи Мамоново хулинчи тăванла масарта пытарнă Вăрмар районĕнче çуралса .снĕ Андрей Афанасьев аслă лейтенантăн вилтăприйĕ çинчен пĕр ывăç çĕр илсе таврăнать. Ăна тусĕн шăллĕне Никифора упрама парать. Çавăн чухне Александр Матвеевича фронтри юлташĕ киле янă çырусемпе паллаштараççĕ. Уйрăмах 1943 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче янă хыпар чуна тыткăнлать: "...Юратнă арăм Ольга, ывăлăмсем Вася, Марк тата Андрей, сире çар саламĕ яратăп. Халĕ те малти линире çапăçатпăр. Кунти нимĕçсем питĕ тĕплĕ вырнаçнă, çапах та вĕсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе парăнаççĕ. Эпĕ 45 çул тултартăм. Ку ятпа ыраш кĕрпине сахăр песукĕпе хутăштарса пăтă пĕçертĕмĕр, мирлĕ пурнăçа асаилсе юрларăмăр. Эпĕ чăвашла уйрăммăн шăрантартăм..."
А. М. Вязов темиçе çул каяллах çут тĕнчерен уйрăлнă ĕнтĕ, унăн ĕмĕрне Шупашкарти троллейбус паркĕнчи юман малалла тăсать.
Александр МОКИН.
Комментировать