Чăвашăн чăн-чăн Юратăвĕ

15 Апр, 2015

Авалхи чăваш каçхи тÿпене тинкерсе пĕр юрă тăснă: «Çăлтăр витĕр çул выртать, эпир каяс çул пуль вăл». Юрлани те мар, хурлăхлăн ĕнĕрлени пулнă пулĕ. Мĕншĕн тесен ку юрăра ĕмĕрсен тунсăхĕ упраннă: пурăнать-пурăнать те этем, пурнăç тăвать - вăхăт çитет те - тăванĕ-пĕтенĕ-хурăнташĕпе, кÿршĕ-арши-ял-йышпа, тавралăхпа, çутçанталăкпа, тĕнчепе, пурнăçпа яланлăх сывпуллашса хăйĕн юлашки çулне пуçтарăнмалла унăн, çав юлашки çул шăпах çак каçхи тÿпе анлăхĕнче лаппăшпех сапаланнă çăлтăрсем витĕр выртать. Çăлтăр витĕр çул курнать - вăл вилĕм хыççăн пирĕн ÿт-кĕлеткерен ирĕке тухса, пирĕн кирлĕ-кирлĕ мар шухăш-кăмăлсенчен хăтăлса ирĕк уçлăха çĕкленнĕ чун каяс çул.

Ĕлĕкхи йăх-несĕлĕмĕрĕн, çĕр варринче çăлтăрсене тĕсенĕ майăн çăлтăр витĕр выртан çул хăйне вилĕм патне мар, чап патне илсе çитерессе ун чухне сĕмленмен те, паллах. Шăп çав çăлтăр витĕр выртнă çул чăваша вĕçсĕр çÿллĕшне илсе хăпартрĕ, аслă тĕнчене илсе тухрĕ. Ăна пире валли Шуршăл чăвашĕ Андриян Николаев хывса хăварнă.

Хамăрăн ватă асаттесен çак ĕнĕрĕвне мана Андриян Григорьевичăн вилтăприне вырнаçтарнă часăвньăри Андриян кĕнекинчен илнĕ йĕркесем аса илтерчĕç: «Мне часто снятся мое село Шоршелы и звезды над ним...»

Вилтăпри çинчи плита - мрамортан. Шап-шурă пулнăран вăл темле питĕ тап-таса - халь аура теме юратаççĕ - çавнашкал пĕр тĕле пуçтарăннă сывлăш пек туйăнса тăрать. Часăвньăн тăрри пĕтĕмпех кантăкран: тÿпе курăнать, пĕлĕтсем шуса иртеççĕ, каçхине çăлтăрсем курăнаççĕ ĕнтĕ. Часăвньăна космос карапĕ евĕр тунăран вăл кĕç-вĕç уçлăха, тÿпене çĕкленсе хăпарса каяссăн туйăнса тăрать.

Эпĕ Шуршăла ятарласа музей ĕçлемен кун, халăх çук чухне, яла каç ĕнтрĕкĕ карас саманталла çеç килсе курас тенĕччĕ. Шăппăн, пĕччен, хамăн ун çинченхи шухăшăмсемпе куçа-куçăн тенĕн пулас килчĕ. Космонавта эпĕ хам пĕчĕккĕ чухнех курма пултарнă. Вăл уçлăхра пулнă хыççăнах. Пирĕн мухтавлă, Ленин орденлă «Гвардеец» колхоза /Патăрьел районĕ/ илсе килнĕ пулмалла ăна. Манăн тăван Пăлакасси ялĕ çумĕпе иртсе каймалла Николаевпа хăнасен. Шкул ачисене чечексемпе аслă çул хĕрне тăратса тухнă. Пĕр арçын /вăл колхозри партком секретарĕ пулнине эпĕ ун чухне, паллах, пĕлмен/: «Эсĕ, ачи, кай-ха кунтан», - тесе мана яла хăваласа ячĕ. Пÿрт умĕнчи тусан çинче выляса вараланнăскер тата çĕтĕкрех çипуçлă шĕпĕн /чухăн пурăнаттăмăр çав/ хаклă хăнасен куçĕ умне курăнса мухтавлă пуян хуçалăхăн ятне яма пултарасран асăрханнă пулĕ-тĕр ĕнтĕ. Эпĕ куççуле çанă вĕçĕпе шăлса килелле танккарăм. Курас килнĕ, паллах, çăлтăрсем патне çитсе килнĕ çынна. Еплерех тата! Çитменнине эпир, хамăн виççĕмĕш сыпăкри тăванпа - Сурков Вовăпа иксĕмĕр /вăл каярах радио дикторĕ те пулнăччĕ/, Чăвашрадио Николаев тĕнче уçлăхне вĕçни çинчен пĕлтернĕ хыççăн икĕ йĕрке сăвă та çырнă: «Савăн, чăваш, паян: космоса çĕкленнĕ Андриян...» А.Г.Николаев пиртен чутах сăвăç туса хуратчĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.