Комментировать

15 Апр, 2015

Иртнине асра тытса...

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕн, Раççей Ÿнер академийĕн член-корреспонденчĕн, Питĕр ăслăлăхпа искусство академийĕн чăн членĕн Анатолий Рыбкинăн живопиç ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Тĕлĕнмелле ят панă ăна вăл - «Манăн ватă ырă çуртăм». Çапла, вулаканăм, хăвах ăнлантăн пулĕ, кураври произведенисем ÿнерçĕн тăван ялĕпе, унăн илемĕпе, çутçанталăкĕпе, унта пурăнакан çынсемпе çыхăннă. Анатолий Петрович вара Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Ваçликассинче 1949 çулта çуралнă. Ачалăхĕ çавăн пекех Нарат Чаккипе те, Хуракассипе те çыхăннă. Вĕсене те çут тĕнче парнеленĕ çĕрĕ-шывĕ пек хисеплет, юратать. Çакна ĕнентерекенĕ - асăннă курав.

Шупашкарти ÿнер училищинче пĕлÿ илнĕ хыççăн ăсталăха малалла туптас тесе Сĕнтĕрвăрри каччи çĕршыври чи сумлă институтра - Ленинграда, СССР Ÿнер академийĕн И.Е.Репин ячĕллĕ живопиç, скульптура тата архитектура институтĕнче - вĕренет. Унтанпа 35 çул ытла иртнĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрта Питĕрти Герцен ячĕллĕ педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетĕнче ăс пухакансене ÿнер тĕнчин вăрттăнлăхĕпе паллаштарнă, ун хыççăн СССР Художниксен союзĕн Ленинград облаçĕнчи пултарулăх мастерскойĕнче вăй хунă. Тата пултарулăх командировкисенче те - Астрахань облаçĕнче, икĕ хут Чукоткăра, Крымра, Кавказра, Балтика тăрăхĕнче - пулнă. 1988-1991 çулсенче СССР Ÿнер академийĕн Çĕпĕр-Хĕвелтухăç уйрăмĕнче /Красноярскра/ ĕçленĕ. 1992 çулта «живопиç доценчĕ» ята тивĕçнĕ. 1993, 1995 çулсенче каллех çулçÿреве тухнă, Францие командировкăна кайнă. Кусем - пултарулăх пуçламăшĕнчи, ÿнер тĕнчинче ура çине çирĕп тăма ăнтăлнă вăхăтри çитĕнÿсем.

Çĕнĕ ĕмĕрĕн пĕрремĕш вунăçуллăхĕ те, ун хыççăнхи тапхăр та ăнăçлă пулчĕç ентешшĕн. Инди, Сири, Египет, Тунис, Куба, Китай, Балтика тăрăхĕ, Крым, Кавказ тата ытти хутлăх ăшшăн йышăннă ăна. Унти командировкăсенчен пуян ĕçсемпе таврăннă. Питĕре, çавăн пекех Шупашкара таврăнсан кашнинчех тенĕ пек ятарлă курав йĕркеленĕ. 1978 çултанпа пуçласа хула, республика, тĕнче шайĕнчи 130 ытла курава хутшăннă.

Эпĕ те, çак йĕркесен авторĕ, ку таранччен Анатолий Петровичăн темиçе куравĕпе паллашнă. Пĕринче, ÿнерçĕн 50 çулхи юбилейне халалланинче, амăшĕпе те - Татьяна Арсентьевнăпа - курнăçнăччĕ.

Çĕнĕ куравра амăшне халалланă картинăсем питĕ нумай. Вĕсенчен пĕри виçĕмçул Харбинăри /Китай/ выставкăра та пулнă. Унти куракансем те чăваш хĕрарăмĕн шăпипе паллашнă, вăл утса тухнă куна хак панă.

Татьяна Арсентьевна паян пирĕн хушăмăрта текех çук ĕнтĕ, 90 çула çитсе яланлăхах уйрăлса кайнă. Анчах та унпа калаçнине астăватăп. «Анатолий çутçанталăка питĕ юрататчĕ. Çĕр-çĕр ыйту парса ывăнтаратчĕ. Тем те пĕлес килет унăн, уйăх мĕншĕн çутататнине, йывăç турачĕсен ĕмĕлки мĕншĕн ÿкнине тата ыттине те. Ачаранпах ÿкерме юрататчĕ. Эпĕ Анат Чакăри тăхăр çул вĕренмелли шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ, Толя та унтах вĕреннĕ. Манăн шăллăм Михаил питĕ лайăх ÿкеретчĕ, шел, вăрçăра пуçне хучĕ. Атте вара - Арсентий Петрович Петров - хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор. Кĕвĕ каланисĕр пуçне çывăхри ялсенче хор йĕркелекенĕ те. Эпĕ аттене хыврăм пулĕ - юрă тĕнчи çывăх маншăн», - тенĕччĕ Татьяна Арсентьевна. Акă, халĕ унпа «сăмах хушса илес тесен «Анне канать», «Ачаранпах çывăх вырăнсем», «Хĕллехи каç. Атте-анне çурчĕ», ытти картинăна тинкерсе пăхатăн та ватă вĕрентекен умра тăнă пекех туйăнать.

Хальхи курав - питĕ вăраха тăсăлнă çулçÿрев хыççăн тăван çĕршыва таврăнни. Кунта - ачалăх, пуçламăшсен пуçламăшĕ. Мĕнлерех вырăн йышăнать вăл ÿнерçĕн пурнăçĕнче.

- Кашнинчех çĕнĕ туйăмпа таврăнатăп тăван киле. Ялта çуралса ÿсме тивнишĕн уйрăмах хĕпĕртетĕп. Кунти кашни çын, урам, çырма, сăрт-ту çывăх маншăн. Киле таврăнни кашнинчех савăнăç кÿрет, анчах та пĕлетĕн-çке, пĕрре кĕнĕ шывра тепре пулаймăн. Хăв телейлĕ вырăна таврăнни те тепĕр чух чуна ыраттарать, çав телей катăлнă-çке - аттепе анне çук, икĕ йăмăкăм çамрăклах куçĕсене хупнă.

Ÿнерçĕн çак сăмахĕсем шухăша яраççĕ, паянхи кунсăр ыран пулмасть, çухатусăр телей мĕнлине пĕлме йывăр.

Акă, «Çĕре ÿкнĕ панулмисем», «Ан çухалсам, иртсе каякан кун», «Кĕрхи тĕтре», Тăван киле илсе çитерекен çул» ĕçсем, ытти картина çине пăхатăн та чуна тунсăх пусарать. Хыçа, астăвăма юлакан вăхăта, питĕ шел. Унтан çапла шухăшлатăн, унсăр малашлăха лекеймĕн. Эпир пурте ыран çĕнĕ кун килессе, хĕвел тухасса шанатпăр, кĕтетпĕр. Çав вăхăтрах паянхи куншăн савăнма пĕлместпĕр.

Анатолий Рыбкин мĕнле ĕçленине, телее, сăнама тивнишĕн питĕ хĕпĕртетĕп. Алексей Кокель тăван кĕтесĕнче - Патăрьел районĕнчи Турханта - çулленех иртекен Пĕтĕм тĕнчери пленэра икĕ хут хутшăннă ентешĕмĕр. Эпир те çитсе килнĕччĕ унта. Пĕрремĕш пленэрта питĕ тĕлĕннĕччĕ, шкул пахчин алăкне - çекĕлĕнчен халь-халь хăпăнса ÿкес пек çакăнса тăраканскере - ÿкернĕччĕ. Тепри пулсан ăна «вилĕмсĕрлетесси» пирки шухăшламасть те. Анатолий Петрович вара философилле ĕç калăпларĕ. Миçе çĕр-çĕр, пин-пин ача уçса хупман пулĕ ăна. Миçе çыннăн чунри вăрттăнлăхне упраман-ши вăл. Çавăнпа ытла вăхăтсăр ватăлман-ши хăй те. Тем те шухăшлатăн çак ĕç çине пăхсан.

Рыбкинăн пĕлĕчĕсем те - хăйне майлă. Хăшĕсем карас рамине аса илтереççĕ. Е чăвашăн тĕнчекурăмĕпе тăватă тĕнче пек те йышăнма пулать вĕсене. Е ÿнерçĕ кашни тăваткалта хăйĕн иртсе каякан çулĕсене асăрхать-ши.

Рыбкин художник çутăпа тĕсе, сывлăша палăртса кăтартма тăрăшнине туятăп. Çутă, акă, мĕнлерех çуралать иккен, сывлăш хутлăхĕпе, япаласенчен ÿкекен тĕспе. Çутăсăр ĕмĕлке те çук-çке.

Кам хавхалану кÿрет Анатолий Рыбкина, кам унăн ĕçĕсене пысăк искусствăна çул уçса пырать. Тата мĕн ытларах шухăшлаттарать пире, куракансене, унăн картинисенче. Кураври вун-вун, çĕр-çĕр ĕçпе паллашма васкăр. Унта хăвăр сисмесĕрех Паянхи тата Ыранхи, Иртни тата Хальхи, Пурăнса ирттерни тата Çуралаканни ăнлавсене туйса илĕр. Художникăн хавхалану çăлкуçĕ, ман шухăшăмпа, - çынна юратни, хĕрхенни, астăвăм, чун вылявĕ. Тен, иртнине, кайнине сăнланă картинăсем ытларах та пулĕ. Ятарласа çапла тунăн туйăнать. Иртнине асра тытса паянхине ытларах юратма, хаклама хистет, вĕрентет.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем.

 

 

 

Надежда СМИРНОВА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.