Çынсене мĕн пăшăрхантарать?

15 Апр, 2015

Мартăн 18-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансенчен килнĕ ыйтусен хуравĕсем

Чăваш Республикинче вăрçă ачисем çинчен калакан саккуна çирĕплетĕç-и, çынсен çак категорийĕ тĕлĕшпе социаллă çăмăллăхсем пăхса хăварнă-и? Элĕк районĕнче пурăнакан.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕç ветеранĕсене, вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, реабилитациленĕ çынсене тата политика репрессийĕсене пула инкек тÿснĕ тесе йышăннă çынсене социаллă пулăшу памалли мерăсем палăртмалли ирĕк панă. Вăйра тăракан нормăпа право акчĕсемпе «вăрçă ачисем» категорие çирĕплетмен.

2014 çулхи майăн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ федерацин «Вăрçă ачисем çинчен» саккунĕн проектне пăхса тухнă, Патшалăх Думи ăна йышăнассине ырланă. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче пысăк ĕç стажĕ пухнă 24 пин ытла гражданин пурăнать. Вĕсем - Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем. Çак ветерансенчен нумайăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çуралнă е çак тапхăрта çул çитменнисен ÿсĕмĕнче пулнă. Ветерансен çак категорийĕсене кашни уйăхрах 1082 тенкĕ тата телефоншăн абонент тÿлевĕн хакĕн 50% чухлĕ укçа компенсацийĕ параççĕ.

Йĕпреç районĕнчи Шăрттан ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçне çĕнĕрен йĕркелесе яма ыйтатпăр. Шăрттан ялĕнче пурăнакан.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх - чăнах та, 2014 çулта Йĕпреç районĕнчи Шăрттан ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне /ФАП/ кадрсем çуккипе тата çак ял Йĕпреç районĕнчи тĕп больницăн поликлиникинчен çывăхра вырнаçнипе хупнă. Ял халăхне /пĕтĕмпе 506 çын/ больница поликлиникин участокри терапевчĕ çумне çирĕплетнĕ. Шăрттан ялĕнчен поликлиникăна çитме - 1,5 километр. Йĕпреç районĕн тĕп больницин тĕп тухтăрне И.Петрова Йĕпреç районĕн халăхне медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли йĕркелÿ планне Министерствăна кĕске вăхăтрах хатĕрлесе тăратма хушнă.

Сĕнтĕрвăрри хулин истори пайĕнче архитектура палăкĕсем упранса юлĕç-и, вĕсене юсаса çĕнетĕç-и? Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакан.

ЧР Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх - 2015 çулта экономикăра кризислă пулăмсем тухса тăнă май укçа сахалрах уйăрнипе тата бюджет тăкакĕсене чакарнипе «Культура пуянлăхĕн объекчĕсене упрасси, патшалăх енчен сыхласси тата вĕсемпе усă курасси» тĕп мероприяти планне Сĕнтĕрвăрри хулинче вырнаçнă культура еткерлĕхĕн объекчĕсене сыхласа упрас ĕçсене кĕртме май килмен.

2016 çулта тата çитес çулсене реставраци ĕçĕсем ирттермелли малашлăх плана хатĕрлеме Сĕнтĕрвăрри хулине ЧР Культура министерствин культура еткерлĕхĕн объекчĕсене сыхлакан пай пуçлăхне А.Ипатьева яраççĕ.

Пĕрçырлан ялĕнче Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче вилнĕ салтаксен ячĕпе лартнă палăка юсама 200 пин тенкĕ ытла кирлĕ. Палăксене юсама республика бюджетĕнчен укçа уйăрма палăртаççĕ-и? Етĕрне районĕнчи Чурпай ялĕнче пурăнакан.

ЧР Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Етĕрне районĕнче 55 палăкран 10-шне тĕпрен юсамалла. «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем» саккунпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕн территорине тирпей-илем кĕртес ĕçе йĕркелесси /кунта архитектурăн пĕчĕк формисене вырнаçтарасси тата тытса тăрасси те кĕреççĕ/ хула, ял тăрăхĕн вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсен шутне кĕрет. Çапла вара çак полномочисене тивĕçлипе пурнăçлама Пĕрçырлан ял тăрăхĕн администрацине вырăнти бюджетра кирлĕ укçа пăхса хăварма сĕннĕ. Республика бюджетĕнче ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи палăксемпе сооруженисене юсама укçа палăртса хăварман.

Юнкăри вăтам шкулта спортзал тума палăртаççĕ-и? Проектпа смета докуменчĕсем пур. Муркаш районĕнчи Кăпас ялĕнче пурăнакан.

ЧР Вĕренÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Юнкă шкулĕнчи спортзала Чăваш Республикин 2012-2020 çулсенче «Вĕрентĕве аталантарасси» патшалăх программин мероприятийĕсене пурнăçласа 2016 çулта тума палăртнă.

Харпăр хăйĕн хушма хуçалăхĕсенче сĕт нумай суса илнĕ тапхăрта республика бюджетĕнчен субсидисем уйăрма палăртаççĕ-и? В.Ананьев, Муркаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ, экономика тата агропромышленноç комплексне аталантарас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ.

ЧР Ялхуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх - ялхуçалăхĕнче тавар туса кăларакансене патшалăх енчен пулăшмалли формăсемпе çул-йĕре Чăваш Республикин 2014 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин 2015 тата планпа пăхнă 2016, 2017 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен» Саккунĕпе палăртнă. Республика бюджечĕн шучĕпе субсидисем памалли йĕркене Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе çирĕплетеççĕ. Эпир илсе кăтартнă нормăпа право акчĕсенче ĕнесем сĕт нумай антарнă тапхăрта харпăр хăйĕн хушма хуçалăхĕсенчи сăвакан ĕнесене тытса тăма субсидисем тÿлессине пăхса хăварман.

«Шăмăршă - Суйкăн - Алтышево - «Аниш» автоçула малалла тăвĕç-и? Суйкăн салинче пурăнакан, Улатăр районĕ.

ЧР Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх - 2013-2020 çулсенче «Чăваш Республикин транспорт тытăмне аталантарасси патшалăх программипе /ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе çирĕплетнĕ/ Улатăр районĕнче çак автоçула тума палăртман.

Çĕрпÿ хули çывăхĕнче кĕпер тăвас ĕçе мĕншĕн чарса лартнă? Çак хула çывăхĕнче М-7 çула хăçан юсаса пĕтерĕç /ăна хута ямалли вăхăт тахçанах вĕçленнĕ-çке/? Шупашкарти ТЭЦ-2 сотрудникĕ, «Чăваш Республикинчи протезпа ортопеди предприятийĕ» унитари предприятийĕн сотрудникĕ, Шупашкар хули.

«Федераци çул-йĕр агентствин Чулхула - Ĕпхÿ автомобиль магистралĕн управленийĕ» учреждени пĕлтернĕ тăрăх - Çĕрпÿ хулинчи çынсене çурхи шыв-шуртан хÿтĕлес тĕллевпе 2014 çулта хÿтлĕх дамбисем тунă. 2015 çулхи мартăн 31-мĕшĕнче технологи тăхтавĕ хыççăн объектри ĕçсене çĕнĕрен пуçланă.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсен /çăкăр, сĕт, çу/ хакĕсене кам тĕрĕслесе тăрать? «Бреслер» ИЦ» тулли мар яваплă общество сотрудникĕсем.

ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх - социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсен хакĕсем сăлтавсăрах ÿснине чарас ыйтусене ЧР Правительстви тĕрĕслесех тăрать. Потребительсен рынокĕнчи лару-тăрăва республика Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев кашни эрнерех ирттерекен планеркăсенче, Правительствăн агропромышленноç комплексĕпе мониторинг ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕсенче сÿтсе яваççĕ. Чăваш Республикин потребительсен рынокĕнчи лару-тăрăва васкавлăн тишкерес тĕллевпе ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви суту-илĕвĕн 249 объектĕнче 40 тавар енĕпе кашни кунах хаксен мониторингне ирттерет. Çак тишкерĕве пĕтĕмлетсе патшалăх влаçĕн органĕсем вăйра тăракан саккунсемпе килĕшÿллĕн пулса иртекен процессене витĕм кÿме пултаракан мерăсем çинчен йышăнусем кăлараççĕ.

Тавар туса кăларакансем, курттăм тата вак суту-илÿ организацийĕсем апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене йĕркеленине тĕрĕслес тĕлĕшпе Чăваш Республикин Прокуратурипе пĕрле мероприятисем ирттереççĕ. Çакнашкал мера продукци хакне сăлтавсăрах ÿстерме памасть. Тĕпрен илсен 2015 çулта вак суту-илĕвĕн 37 объектне тата тавар туса кăларакансене /пĕтĕмпе 3 вырăнта/ тĕрĕсленĕ.

Йышăннă мерăсем Чăваш Республикине апат-çимĕç таварĕсен хакĕсен ÿсĕмне 6,9%-ран /кăçалхи январьте ун умĕнхи уйăхрипе танлаштарсан/ 0,9% çити /кăçалхи февральте ун умĕнхи уйăхрипе танлаштарсан/ чакарма май панă. Федерацин Атăлçи округĕнчи /ПФО/ регионсен хушшинче март уйăхĕн вĕçĕ тĕлне Чăваш Республикинче социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсен /чылай таварăн/ хакĕсен шайĕ пысăках мар пулнине палăртнă. Чăваш Ен сысна ашĕн, купăста хакĕсен шайĕпе округри регионсен хушшинче 1 вырăн йышăнать, ыраш çăкăрĕ, ырашпа тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр, 1 тата 2 сортлă тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр тата булка таврашĕ, сыр - 2 вырăн, ĕне ашĕ, шăнтнă пулă - 3, сахăр, хура чей, тулă çăнăхĕ, макарон таврашĕ, панулми - 4, ÿсентăран çăвĕ - 5 вырăн.

ЧР Ялхуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулхи августăн 12-мĕшĕнчен пуçласа министерство 26 тавар енĕпе кашни кунах хаксен мониторингне ирттерет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.