Комментировать

15 Апр, 2015

ЩИТ ЕВĔРЛĔ ПАР ТĔВĔЛЛĔ...

Тĕвĕллĕ зоб чирĕ щит евĕрлĕ пар çителĕксĕр ĕçленĕ /гипотиреоз/ чухне те, ытлашши хастар ĕçленĕ /гипертиреоз/ чухне те пулать. Анчах çак икĕ тĕслĕхре сиплев тĕрлĕрен кирлĕ.

Гипотиреоз

Аçтăрхан мăйăрĕн 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ шалти çурхахне ăшăтнă çур литр шурă эрехе ямалла, виçĕ эрнерен сăрăхтармалла. Малтанхи калăпăшне çитерме шурă эрех хушмалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 1 сехетрен чĕрĕк стакан ăшă шыва пĕр чей кашăкĕ настойка хушса ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 30 кун.

Шута илме! Ку - хушма сиплев. Тухтăр çырса панă эмелсене ĕçме те манмалла мар.

Менюна çавăн пекех йодпа пуян çимĕçсем кĕртмелле. Чи малтанах - фейхоа /кунне 2 çырла та çителĕклĕ/ тата тинĕс купăсти.

Щит евĕрлĕ пар çителĕксĕр ĕçленĕ чухнехи тĕвĕсенчен сипленмелли кăткăсрах, анчах питĕ витĕмлĕ рецепт пур. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ тикенек курăкне /дурнишник обыкновенный/ çур литр шурă эрехе ямалла. Виçĕ эрнерен сăрăхтармалла. Малтанхи калăпăшне çитерме шурă эрех хушмалла. Ирхине апачен 30 минут маларах 1 чей кашăкĕ настойкăна чĕрĕк стакан ăшă шыва ярса ĕçмелле. Кăнтăрлахи тата каçхи апатсем хыççăн аçтăрхан мăйăрĕн настойкипе сипленмелле.

 

Гипертиреоз

Зюзникăн /зюзник европейский/ вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ курăкне çур литр шурă эрехе ямалла. Виçĕ эрнерен сăрăхтармалла. Малтанхи калăпăшне çитерме шурă эрех хушмалла. Настойкăна кунне 3 хут апатчен 20-30 минут маларах чĕрĕк стакан ăшă шыва 5 тумлам ярса ĕçмелле. Виçĕ кунран пĕрре ĕçнĕ чухне 6 тумлама çитермелле. Çапла майпа виçене ÿстерсе пырса пĕрре ĕçнĕ чухне 25 тумлама çитерме юрать. Кирлĕ виçене хăвăра мĕнле туйни тăрăх палăртмалла. Сиплев курсĕ - 30 кун.

Шута илме! Зюзник настойки лăплантаракан витĕмлĕ, çавăнпа мĕнле те пулин виçере ыйхăлаттарма пуçлани кирлинчен пĕр-икĕ тумлам ытларах ĕçнине пĕлтерет. Апла-тăк виçене чакармалла.

Тата тепĕр витĕмлĕ рецепт: 3 пай зюзник курăкне, 2 пай чĕре курăкне /пустырник/, 2 пай матрÿшкене /душица/, 1 пай хупах тымарне, 1 пай тикенек курăкне хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут выç хырăмла, апатчен 30 минут маларах, стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 30 кун. Тĕвĕрен, диффузлă наркăмăшлă зобран пулăшать.

 

Шатра кĕпçипе

Шатра кĕпçин /лапчатка белая/ препарачĕсемпе гипотиреоз тата гипертиреоз чухнехи диффузлă тата тĕвĕллĕ зобăн пĕтĕм форминчен сипленеççĕ.

Шатра кĕпçин вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ тымарне 1 литр шурă эрехе ямалла. 3 эрнерен сăрăхтармалла. Малтанхи калăпăшне çитерме шурă эрех хушмалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер чей кашăкĕ настойкăна чĕрĕк стакан ăшă шыва ярса ĕçмелле. Курс - 3-4 уйăх.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.