«Пучаха» кам пулăшĕ?

15 Апр, 2015

Етĕрне районĕнчи «Пучах» колхоз председателĕ Николай Эристов çирĕп сасăпа ĕнентерÿллĕн калаçнинчен хĕрÿ чун-чĕреллĕ çын пулнине ăнлантăм. Вăл 1968 çулта Мăн Пакăшра çуралнă, Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕреннĕ. Диплом илсен тăван хуçалăхра ĕçе вырнаçнă. Петр Арсентьев ертÿçĕ ăна мунча тума шаннă.

- Çав çулсенче социаллă культура объекчĕ пурин те пулман-ха. Пысăках мар çурт турăмăр. Петр Арсентьевич «экзамена» лайăх тытнине пĕлтерчĕ. 1988 çулта çартан таврăнсан мастерской, культура çурчĕ, ытти объект çĕклерĕмĕр. Ялсене çутçанталăк газĕ кĕртрĕмĕр, - терĕ Николай Иоаннович. - 2005 çулта çĕнĕ устав йышăнса хуçалăха «Пучах» ят патăмăр. Вăл куç умĕнчех аталанчĕ. Шел те, юлашки çулсенче ферма çурчĕсем юхăнма тытăнчĕç. Вĕсем Кăмаккасси, Кивĕ Тинкеш, Мăн Пакăш ялĕсенче вырнаçнă. Чи ваттине 1969 çулта йывăçран тунăччĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл чиперех пулнă, çулсем иртнĕçемĕн çĕрĕшнĕ, паллах.

Унччен колхоз ĕçне халăх йышлăн хутшăннă, халĕ - сахалрах. Услови çук теççĕ. Газ, шыв, такăр çул - пурте пур. Килĕшетĕп - çамрăксене çĕнĕ техника, ку чухнехи ферма кирлĕ. Тумтир улăштарма, смена хыççăн çăвăнса тасалма пултарччăр. Хальлĕхе вĕсен ыйтăвне тивĕçтерейместпĕр.

Петр Арсентьевич 2006 çулта çут тĕнчерен уйрăлсан икĕ председатель улшăннă. 2014 çулхи январь уйăхĕнче вĕсен вырăнне хастар Н.Эристов килнĕ. Строительствăна тÿрех анлă сарса янă. 500 ĕнелĕх ферма çурт никĕсне хывнă, сĕт сумалли зал кăшкарне хăпартнă. Хăйсен вăйĕпе 10 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă.

Унчченхи ертÿçĕсем 30 млн тенкĕлĕх кредитсем илнĕ. Хуçалăх пĕлтĕр тупăшлă аталаннине пула 6 миллионне чакарнă. Татăлмалли вара самаях-ха.

- Проектăн смета хакĕ 103 млн тенкĕлĕх, - терĕ малалла Н.Эристов. - Тытăннă ĕçе вĕçлемеллех, анчах укçа çитмест. Пулăшу ыйтса район администрацине, ЧР Ялхуçалăх министерствине çитрĕм. Хуравĕ пĕрре: май килмест имĕш. Пуян инвестора явăçтарма сĕнеççĕ. Вĕсем пысăк парăмлă хуçалăха пыманнине пĕлетĕп. Кĕсйине укçа кĕмесен тÿрех пăрахса каяççĕ. Шанчăк сахалрах инвесторсенче. Ял халăхĕшĕн мар, хăйсемшĕн кăна тăрăшаççĕ. Фермăпа пĕрле выльăх ăратне те çĕнетесшĕн эпир. Сумалли ĕне 350 пуç. Çулталăкра кашни вăтамран 5700 литр сĕт парать. Çĕнĕ вите пулсан, кунне 3 хут сусан кăтартăва 9-10 пине çитерме пулать. Халăх ÿркенмест, тăрăшать. Вĕсене хавхалантармалла çеç. Ĕçсĕр хăварас мар тесен тытăннă объекта туса пĕтермеллех.

Хуçалăхра 12 механизатор. Улттăшĕ 3 витере вăй хурать /пысăк фермăра пĕчченех ĕлкĕрнĕ пулĕччĕ/. Çавăнпах выльăх отраслĕн тăкакĕсем пысăк. 1 литр сĕт хăйхаклăхĕ 15 тенке çитнĕ, вăл вара 16 тенкĕпе çеç сутăнать. Колхоза 1 кг сĕт сутнинчен 1 тенкĕ çеç тупăш кĕрет. Питĕ сахал ку, паллах.

Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче теççĕ. Апат енчен ыйту çук. Ăна 2-3 çуллăха хатĕрлеççĕ.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, электроэнерги хакланни колхоза каялла туртать. «Пучах» 2014 çулта электроэнергипе усă курнăшăн - 3 млн, кредит проценчĕн ставкисемшĕн 3,5 млн тенкĕ тÿленĕ.

Выльăх шăв-шава юратмасть. Продукцие ан чакартăр тесен шăппăн ĕçлекен оборудовани, аппаратура вырнаçтармалла. Каллех кĕмĕл кирлĕ.

Николай Эристов тĕнче шайĕнчи сĕт-çу комплексĕсемпе паллашма Ленинград, Тюмень облаçĕсене çитнĕ. Пулăшакансем тупăнсан фермăна декабрь уйăхĕнче хута ярасшăн. «Вара «Пучахăн» малашлăхĕ çук тесе калама кам хăйтăр?» - тет председатель.

Вăл çав вăхăтрах ытти ыйтупа та кăсăкланать. Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейне халалласа Совет Союзĕн Геройĕ Федот Никитич Орлов ячĕпе вăл çуралнă тăрăхра самолет вырнаçтарасшăн. 2013 çулта паттăр летчик çуралнăранпа 100 çул çитнĕ. Анчах ăна халалласа палăк та лартман, музей та уçман.

Валентин ВАСИЛЬЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.