«Пирĕн республика. Тĕп тема»

28 Ака, 2015

Çакăн пек ятпа çĕнĕ медиапроект хута кайрĕ. «Советская Чувашия» хаçат, «Чăваш Ен» ПТРК тата Чăваш наци телерадиокомпанийĕ пурнăçлаканскерĕн премьери сенкер экрансем çинче пулчĕ ĕнтĕ. Паян вулакана материалăн хаçат валли хатĕрленĕ версийĕпе паллаштаратпăр. Сăмах - республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спорт объекчĕсемпе паллашни, Чăваш Енре спорта аталантарассин малашлăхĕ пирки.

Спорт валли - миллиардсем

Шупашкар çине-çинех сумлă спорт ăмăртăвĕсене йышăнать. Пĕлтĕрхи октябрьте кунта «Раççей - спорт çĕршывĕ» спорт форумĕ иртрĕ, Физкультурăпа спорт аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне Владимир Путин Президент та хутшăнчĕ.

Çапах республика рекордсемпе, Олимп пьедесталĕ çине çĕкленнĕ спортсменсемпе кăна мар, сывă пурнăç йĕркине суйласа илнисен йышĕ пысăккипе те мăнаçланать. Чăваш Енĕн 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕнче физкультурăпа спорта çынсен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатмалли никĕс вырăнĕнче палăртнă. Михаил Игнатьев указĕпе килĕшÿллĕн республикăра уйăхсерен Сывлăхпа спорт кунĕсем иртеççĕ - спорт объекчĕсем çынсене тÿлевсĕр йышăнаççĕ.

Юлашки çулсенче нумай профильлĕ спорт сооруженийĕсем тума 5 млрд тенке яхăн тăкакланă. Строительство ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Мĕншĕн Раççей Правительстви, Спорт министерстви Чăваш Енĕн спорт отрасльне çапла нумай укçа хываççĕ? Хуравĕ паллă: мĕншĕн тесен республикăна, унăн ертÿçисене шанаççĕ, уйăрнă укçа харама каймĕ.

 

Кун пекки урăх çук

- Графике пăхăнса ĕçлетĕр-и? - интересленчĕ республика Пуçлăхĕ Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче ĕçлекен строительсемпе калаçнă май. Пăхăнаççĕ иккен. Комплекс паян Мускав проспектĕнчен лайăх курăнать ĕнтĕ. Кунта велодром, ункă евĕр трасса, спортзал, 48 вырăнлă хăна çурчĕ тата ытти пулаççĕ. Кризиса пула объект валли укçа уйăрас енĕпе йывăрлăхсем çуралнă, анчах алă усма юрамасть.

«Кредитпа усă курмалла, объекта палăртнă вăхăтра хута ямалла, - терĕ Михаил Игнатьев. - Патшалăх тăкаксене саплаштарĕ». Строительсем пĕлтернĕ тăрăх - кирлĕ материалсене туяннă ĕнтĕ. Михаил Васильевич вара маунтинбайк центрĕ хăйнеевĕрлĕ объект пуласси çинчен каларĕ - Раççейре кунашкалли çук. Кунта çĕршывăн пĕрлештернĕ команди те, чикĕ леш енчен килекен велосипедистсем те тренировкăсем ирттерĕç. Пирĕн Ирина Калентьевăн вара, спортăн çак енĕпе Пекинри Олимпиадăра бронза çĕнсе илнĕскерĕн, çакнашкал комплексра туптаннă май «ылтăншăн» кĕрешес шанăç та пулĕ.

Раççей кăçал çăмăл атлетсен чи сумлă турнирĕсенчен пĕрне - Европăн команда чемпионатне - ирттермелли правăна пуçласа çĕнсе илчĕ. Июнĕн 20-21-мĕшĕсенче вăл Шупашкарта иртĕ. «Спорт королеви» çинчен журналистсем Михаил Игнатьевпа Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш ДЮСШОРăн реконструкциленĕ çăмăл атлетика манежĕнче калаçу пуçарчĕç.

«Европа чемпионатĕнче мĕнле кăтартусем пулĕç?» - ыйтрĕ Михаил Васильевич тĕнче класлă спорт мастерĕнчен Оксана Гаусран. Йĕтре ывăтас енĕпе палăрнă спортсменка аптраса ÿкмерĕ: «Тренировкăсем валли условисем лайăх та - çĕнтерÿ пирки кăна шухăшламалла. Тепĕр енчен, паллă, килте стенасем те пулăшаççĕ». Чаплă çак манежа курса тĕлĕнни çинчен пĕррехинче Михаил Игнатьева Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский те каланă. Трасса пăрăннă вырăнсенче хăвăртлăха чакармасăрах чупса иртме пулать-мĕн - манеж хăйнеевĕрлĕхĕ. 5 çул каялла Михаил Игнатьев республика тилхепине тытнă чух тăрăллă манежа реконструкцилемелли çинчен ăна Чăваш Енĕн паллă çăмăл атлечĕсем каланă. Халĕ вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланнă.

 

Фортуна вăйлисене юратать

Спортра ĕмĕт пулмаллах. Çăмăл атлетсен манежĕпе пĕр тăрă айĕнчех - шывра ишмелли бассейн, вăл Чăваш Енре чи лайăххи. Михаил Игнатьев кунта курнипе те кăмăллă пулчĕ. Унăн сĕнĕвĕсене пĕтĕмпех шута илнĕ. Республика спорт аталанăвне хывакан укçа лайăх кăтартусемпе савăнтарать.

Юлашки 5 çулта çул çитменнисем чирлесси чакнă. Табак туртакан, эрехпе иртĕхекен çамрăксен йышĕ те пĕчĕкленнĕ. Çакăнта, паллах, ачасемпе çамрăксен самбо тата дзюдо шкулĕн тÿпи те пурах. Михаил Игнатьев кунта час-часах пулать. Максим Иванов, Эдера Лаврентьева, ыттисем сумлă çĕнтерÿсемпе савăнтараççĕ.

Паян ку шкула 1,5 пин ачапа çамрăк çÿреççĕ. Çак цифрăна журналистсене республика Пуçлăхĕ хăй пĕлтерчĕ. Вăл çак цифрăсене пĕлни хисепе тивĕç. Тата хисеплĕреххи - вăл çине тăнипе хуласемпе районсенчи физкультурăпа спорт комплексĕсене муниципалитетсен аллинчи 52 ДЮСШ балансне пани. Çавна май ФСКсенче халĕ ялан халăх йышлă. Çамрăк спортсменсем валли те условисем лайăх.

Патшалăхăн 2020 çулччен физкультурăпа спорта аталантармалли программипе килĕшÿллĕн Чăваш Енре халăхăн 40% физкультурăпа спорт занятийĕсене явăçтарма палăртнă. 2015 çул пуçламăшĕнче спортпа туслисен йышĕ 430 пин çын пулнă.

Федераци бюджетĕнчен уйăрнă 160 млн тенкĕпе халĕ Çĕнĕ Шупашкарта лаша спорчĕн комплексĕн строительствин пĕрремĕш тапхăрне пурнăçланă. Икĕ вите, хушма пÿлĕмсем, конкур лаптăкĕ... Вĕсене хута янă ĕнтĕ. Черетре - тăрăллă манеж, ипподром. Республика Пуçлăхĕ ку объекта çирĕп сăнаса тăрать. Лашасене юратасси - ачаран. Çамрăк юланутçăсемпе калаçнă май вăл ял ачисем урхамахсене сахăр-канфетпа сăйланине аса илчĕ - çапла тусан лашана йĕвен тăхăнтартма ансатрах. Урхамах утланнă ачана аслисем те хисепленĕ, пикесем те ăмсанса пăхнă. Халĕ Михаил Васильевич лашана сайра-хутра кăна йĕнерлет. Анчах тÿссе тăраймарĕ - манежра лаша утланса темиçе çаврăну турĕ.

Çамрăк Надежда Лазаревăн, унăн лаша спорчĕн шкулне çÿрекен тантăшĕсен 2020 çулта Токиора иртекен Олимпиадăна хутшăнса конкурта ылтăн медальсемшĕн кĕрешес ĕмĕт пур. Михаил Игнатьев куншăн вĕсене ырларĕ, вĕсем йÿнĕ маррине пăхмасăр шкул валли чаплă лашасем туянма тăрăшассине пĕлтерчĕ. Ачасемпе сывпуллашнă май пурне те çĕршывăн пĕрлештернĕ командине лекме сунчĕ.

Сăмах май, паян Чăваш Енĕн 150 спортсменĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен йышĕнче. Çак хисеп ÿссех пырĕ.

Кĕскен
       

  

Республикăра 3,8 пин ытла спорт сооруженийĕ ĕçлет. Çав шутра - 11 стадион, 66 бассейн, тăрăллă 3 каток. Кĕçех Шупашкарти 7,5 пин куракана йышăнма пултаракан Пăр кермене хута ямалла. Вăл «Олимпийский» стадионпа /ăна та реконструкцилеççĕ/ юнашар. Кашни объектра çĕнĕ йышши технологисемпе усă кураççĕ. Пăр кермен строительстви вĕçленсе пырать ĕнтĕ - ăна июньте уçма палăртнă.

/«Советская Чувашия»/

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.