Илпекĕн чĕлхи те - илпек
Чăваш çынни хăй ачи-пăчине мĕн çамрăкран ĕçе вĕрентет. Асли улт-çичче çитсен, ĕççи вăхăтĕнче ăна ашшĕ-амăш кĕçĕннисене пăхма киле хăварать. Саккăрти ача алла çурла тытса вырма тытăнать, хĕр-ачапча пански çыхать, арçын ача çăпата тума вĕренет. Вунпиллĕкелле çитсен, çамрăксен хуçалăхра тума пĕлмен ĕç те çук. Кам ĕçрен хăрамасть, тар тăкать те шÿт тăвать - ял çинче ун ячĕ хисепре.
ИЛПЕК Микулайĕ, "Хура çăкăр" романăн пĕрремĕш кĕнекинчи "Инкекпе куçа-куçăн" сыпăк пуçламăшĕ.
Илпек Микулайĕ... Унăн ячĕ хăй çуралнă Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче кăна мар, ырми-канми ĕçлесе пурăннă тĕп хуламăрта Шупашкарта та, чăваш пурăнакан пур вырăнта та - пысăк чыс-хисепре. Николай Филиппович хăйĕн хушма ятне ăнсăртран илмен, 1915 çулхи майăн 19-мĕшĕнче кун çути курнăскерĕн чăн хушамачĕ "Ильбеков" пулнă. Халĕ кулленхи калаçура чăвашсем питĕ сайра усă куракан ИЛПЕК сăмах вара "тулăх", "ытлă-çитлĕ", "пуян", "пулăхлă" тенине пĕлтерет. Тăван чĕлхемĕр, чăннипех те, мĕн тери илпек те селĕм, ытарлă та пуян пулнине вара Илпек Микулайĕ çырнисенче, уйрăмах "Хура çăкăр" романа вуланă май, яр уççăн туйса илетĕн.
Илпек Микулайĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Чăваш наци библиотекинче "Чăваш сăмахĕн ÿнерçи" литература каçĕ иртрĕ. 1970 çулта Чăваш халăх писателĕ ята тивĕçнĕ пултаруллă çыравçă çинчен ăна лайăх пĕлнĕ ĕçтешĕсем, çыравçăсем каласа пачĕç.
Любовь Федорова поэтесса Илпек Микулайне малтанхи хут Чăваш кĕнеке издательствинче курнă. Пултаруллă çыравçă историпе филологи факультетĕнче вĕренекен çамрăка социализмла реализм меслечĕн уйрăмлăхĕсем çинчен ăнлантарнă. Любовь Михайловна халь Шупашкарта шкул ачисене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет те - Илпек Микулайне хăйĕн ĕçтешĕ пек те курать. Патăрьелĕнчи педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухсан Николай Филиппович Васанти вăтам шкулта учительте ĕçленĕ, кайран Шăмăршă районĕнчи халăха вĕрентес ĕç пайне те ертсе пынă. "Çыравçă кăна мар, учительсен учителĕ те пулнă вăл", - терĕ ун çинчен Любовь Федорова. "Хура çăкăр" романне вара: "Чи лайăх паллăпа хакламалли кĕнеке", - тесе палăртрĕ.
"Тĕлĕнмелле ăслă, тĕлĕнмелле талантлă, литературăн пĕтĕм жанрĕпе çырма пултарнă", - пĕтĕмĕшле илсен çапла хакларĕ Илпек Микулай пултарулăхне Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев. Кăмăлĕ те çав тери илпек пулнă иккен Илпек Микулайĕн. Çамрăксене питĕ хисепленĕ, вĕсен пултарулăхне сăнасах тăнă, кирлĕ чухне вĕрентнĕ, юратса "шăллăм" тесе чĕннĕ. "Эсĕ паян выçă мар-и? Чей ĕçме кĕрсе тухмастăн-и?" - тесе интересленме те кăмăл тупнă иккен вăл хăйĕнчен кĕçĕнреххисенчен. Çак пĕчĕк палăрăмрах курăнмасть-и-ха хура-шур курса пурнăç тути-масине тĕрĕс ăнланса илнĕ этемĕн ырă та сапăр чунĕ, унăн илпек кăмăлĕ? Малалла вулас...
Римма ПРОКОПЬЕВА
Комментировать