Архив - Фев 2019

февраль 9th

Пурнăçра кашни йăнăшшăн явап тытма тивет çав. Эпĕ те çамрăк чухнехи çылăхăмсенчен тасалса пĕтейместĕп курăнать. Çавăнпах халĕ те анне пулаймастăп та… Ытла та айван пулнă-çке. Шел, кая юлса ăнлантăм çакна. Чăн телей хакне хĕр чухне пачах чухламан...

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă хушупа килĕшÿллĕн Шупашкара йĕркеленĕренпе 2019 çулта 550 çул, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа пĕр ĕмĕр çитнине уявлăпăр.
Çавна май уявсене хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн председателĕ — Раççей культура министрĕ Владимир Мединский.

Салтак тумĕ яша та, пиçĕхнĕ арçынна та илем кÿрет. Эх, мĕн тери чипер вĕсем, ятарлă çи-пуç тăхăннисем! Тăван çĕршывăн чăн хÿтĕлевçисен çапла пулмалла та.
Патвар та хăюллăскерсене кам юратмĕ? Мĕнле куç савăнса сăнамĕ? Маттур ывăлĕсемпе амăшĕсем те мăнаçланаççĕ, хăватлă мăшăрĕсемпе арăмĕсем те савăнаççĕ паллах.

Шупашкар урамĕсенче уçăлса çÿренĕ май кама мĕн кăчăк туртать, киленÿ кÿрет? Иккĕленместĕп: ыйтăва хуравланă май чылайăшĕ çĕр-çĕр хунар çутиллĕ Атăл кÿлмекне асăнĕ.

февраль 8th

«Вута кĕме тата ĕрĕхсе чупакан лашана чарма пултаракан» маттур хĕрарăмсем чăваш ялĕсенче те пур. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Альбина Новикова — шăпах çавăн пек хастарсен йышĕнчен.

12-ри хĕр пĕрчи çуралнă кунра парнеленĕ тĕрĕллĕ шурă кĕпе кун-çул юппинче пурнăçа пачах тепĕр майлă çавăрасси çинчен шухăшламан та.

февраль 7th

Шахтăран ĕçлесе таврăннă арçын урамри ачасене пуçтарнă та татуировка ÿкернĕ. Пурхилĕн аллине самаях шултра сас паллисемпе «Паша. 1942» тесе çырнă. Чăваш халăх поэчĕ пуласса пĕлнĕ тĕк Порфирий Афанасьев урамри ача-пăча хыççăн каймĕччĕ.

Пирĕн тăрăхра лайăх ĕрчекен кроликсем усратăп. Вите çумĕнчи хÿтлĕхри читлĕхре пурăнаççĕ. Пĕри сунаслама пуçларĕ, ăна тÿрех ыттисенчен уйăртăм. Ăна мĕнле сиплемелле, ыттисене инфекци лекмест-и?
Елизавета СТЕПАНОВА.
Муркаш районĕ.
Вулакан ыйтăвне Николай ВАСИЛЬЕВ ветеринар хуравлать:

Страницы