Çын телейне вăрламарăм

9 Фев, 2019

Пурнăçра кашни йăнăшшăн явап тытма тивет çав. Эпĕ те çамрăк чухнехи çылăхăмсенчен тасалса пĕтейместĕп курăнать. Çавăнпах халĕ те анне пулаймастăп та… Ытла та айван пулнă-çке. Шел, кая юлса ăнлантăм çакна. Чăн телей хакне хĕр чухне пачах чухламан...
Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне Кольăпа паллашрăмăр. Кăвак куçлă каччă ăсатма кăмăл пуррине систерчĕ. Хирĕçлемерĕм. Туслăх кунран кун çирĕпленчĕ. Вăхăт иртнĕ май юрату сăмахĕсем те шăранса тухрĕç. Чунран илтĕнчĕç вĕсем. Тунсăхлаттăмăр пĕр-пĕринсĕр. Юнашар чухне çÿл тÿпере вĕçеттĕмĕр. Яланах пĕрле пуласса шансах вăрттăн çимĕçе те ас тиврĕмĕр. Коля авланасшăнччĕ, анчах эпĕ çемье çавăрма иртерех теттĕм. Пĕррехинче çие юлнине пĕлтĕм. Мĕн тери намăс! Ăçта каяс? Мĕн тăвас? Атте пуçа касать! Коля туй тăвасси çинчен калаçрĕ. Эпĕ ăна хирĕçлерĕм. Малтан вĕренсе тухмаллине çирĕплетрĕм. Ÿкĕтлерĕ вăл, анчах чуна витереймерĕ. Пепкене кун çути парнелемерĕм. Больницăран вĕри куççулĕ витĕр кĕтсе илчĕ. Апла пулин те ÿпкелемерĕ. Малашне çеç асăрхануллă пулчĕ.
Шел, шанчăклă тусăма упрама пĕлеймерĕм. Эпĕ çиллененçи пулнă вăхăтра ăна урăххи хăй енне çавăрса та илчĕ. «Пулинех» тесе ал султăм та эпĕ те хамăн çулпа малалла утрăм. Халĕ час-часах аса илетĕп ăна, качча тухма килĕшменшĕн ÿкĕнсе чавса çыртма хăтланатăп.
Пиллĕкмĕш курсра Васьăпа тĕл пултăмăр. Хăй тыткăнне ытла та хăвăрт ярса илчĕ-çке. Чĕреме кĕрсе вырнаçрĕ. Мĕн тери ачашчĕ. Епле кăна ăшă сăмах каламастчĕ тата! Хĕрсен кăмăлне епле çавăрмаллине пĕлетчĕ çав. Часах унпа та çывăхлантăмăр. Анчах мăшăр тума васкамарĕ савни. «Качча ил мана», — тесе епле калам-ха? Ывăл парнелеме тăтăш ыйтатчĕ. Пĕр-пĕр юлташĕн ача çуралсан та: «Мана хăçан парнелĕн?» — тилмĕрсе ăнтан яратчĕ. Ăна атте туса телей кÿрессишĕн мĕн чухлĕ ĕмĕтленмен пуль! Ачашшăн çупăрласа хăй çумне пăчăртатчĕ те нихăçан уйрăлмассăн туйăнатчĕ. Анчах... эпĕ хĕрĕх чĕрнеленнине пĕлсен ачаш кушакран хаяр арăслана çаврăнчĕ. Хырăм пăрахма хушрĕ. Хĕрсен чĕрисене çунтарма ăстаскер урăх савни тупрĕ. Вăл ясаррине пĕлмен мар, куç умĕнчех юттине çăтса ярасла сăнанине хам та пĕрре мар курнă. Анчах куçран кĕрсе ывăл парнелеме ыйтаканскер çапла сутма пултарасса кĕтменччĕ. Пĕччен анне пулас килмерĕ-ши? Йывăрлăхран хăрарăм-ши? Е каллех çын сăмахĕнчен иментĕм-и? Черетлĕ хутчен çав тери пысăк çылăха кĕтĕм.
Ура айĕнче çĕр çухалчĕ тейĕн. Тĕттĕм те сивĕ шăтăка кĕрсе ÿкрĕм. Епле тухрăм-ши унтан? Ырă туссем алă пачĕç. Йывăрлăхра çăлакансенчен пĕри Слава пулчĕ. Тĕрĕссипе, вăл мана мĕн паллашнăранпах килĕштернине сисмен мар эпĕ. Сăнĕ-пĕвĕпе те, кăмăлĕпе те илемлĕскер мана та килĕшетчĕ. Çавăнпах-тăр унпа тăтăшах хутшăнаттăмăр. Савăнăçа та, хуйха та пĕрле пайлаттăмăр. Чуна уçса сехечĕпе калаçаттăмăр. Ăнман юрату пирки те пĕрре мар сăмах пуçарнă. Хальхинче те хаваспах алă тăсрĕ вăл. Май пур таран лăплантарма тăрăшрĕ. Ырă сĕнÿсем пачĕ. Çутă малашлăха тинкерме вăй-хал хушрĕ.
Çук, мана качча илме шантарман вăл. Савни пулма та ыйтман. Анчах пĕррехинче черетлĕ хутчен чунăмăрсене тавăрсан темшĕн хамăра алăра тытса чараймарăмăр. Ачаш туйăм хăйĕн авăрне çаклатрĕ. Пĕртен-пĕр хутчен пулчĕ ку. Чĕре айĕнче тепĕр чун тĕвĕленме нумай кирлĕ-и?
Çывăх тусăм авланма хатĕрленнине пĕле тăркач эпĕ унран ача кĕтнине систерме пултараймарăм. Хăйне ман умра айăплă туясса пĕлетĕп-çке. Теприне пăрахтарса хама качча илтермеллеччĕ-им? Гальăн телейне вăрлас темерĕм. Каллех... йăнăш çулпа утрăм.
Павăлпа паллашни çулталăк. Ача çуратасси çинчен майлă самант тупăнсанах калаçу пуçаратăп. Анчах вăл килĕшмест. Иртерех тет. Атте пулма хатĕр мар имĕш. Манăн вара ача çуратас килет.
Хама хам та курайми пулса çитетĕп тепĕр чухне. Епле чунсăр-çке эпĕ! Çав вăхăтрах лăпкăлăх шыраса тÿрре тухма хăтланатăп...
Валентина П.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.