Салтак пăттинче — пурнăç тути
Салтак тумĕ яша та, пиçĕхнĕ арçынна та илем кÿрет. Эх, мĕн тери чипер вĕсем, ятарлă çи-пуç тăхăннисем! Тăван çĕршывăн чăн хÿтĕлевçисен çапла пулмалла та.
Патвар та хăюллăскерсене кам юратмĕ? Мĕнле куç савăнса сăнамĕ? Маттур ывăлĕсемпе амăшĕсем те мăнаçланаççĕ, хăватлă мăшăрĕсемпе арăмĕсем те савăнаççĕ паллах.
Пурнăç улшăнсах пырать. Унпа пĕрлех хаклăх та. Паян салтак пăтти çисе курасси чылайăшне илĕртсех те каймасть курăнать. Темиçе теçетке çул каялла кăна-ха хĕрсем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă каччăсем куç хĕснине кăмăлланă. Хĕсметре пуласси хăйне май чыс шутланнă. «Тăван çĕршыва сыхлама юрăхлă пул», — пилленĕ амăшĕсем ывăлĕсене. Ан тив, çакна паян хăшĕ-пĕри тивĕçлипе хаклама пĕлмест, çапах та хисепре вĕсем — Раççейĕн, Чăваш Енĕн чăн-чăн арĕсем.
Çакна ăнланманнисем пуррине пытармăпăр. Паянхи амăшĕсен йышĕнче те ывăлĕсене хĕсмете яма хĕрхенекенсем пур. Салтак атти кĕлеткене пиçĕхтерме пулăшнине, пăтти — пурнăç тутине чухлама вĕрентнине ăса хывмаççĕ курăнать. Çамрăксем те темрен шикленеççĕ…
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен канашлусенчен пĕринче республикăн çар тĕп комиссарĕ Александр Мокрушин кĕрхи призыв кампанийĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнăччĕ. Плана тултарнă — палăртнă пекех 1325 çамрăка Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ çарне ăсатнă. Çар комиссариатне 5715 яша чĕнтернĕ. Сывлăха тĕрĕслесен 73,8 проценчĕ салтака юрăхлине палăртнă.
Паян повесткăсене адресат патне çитересси йывăрлăх кăларса тăратать-мĕн. 1140 йĕкĕте çар комиссариатне пымаллине пĕлтереймен. Çавăнпах вĕсене салтака каяссинчен тарса çÿреççĕ теме те май çук.
Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламаллине пĕле тăркач хĕсмет пурнăçĕнчен тарса çÿрекенсем те пур паллах. Шупашкар çамрăкне те çак сăлтавпах айăплаççĕ. 20 çулти яш тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма тивнĕ. РФ СК республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче çамрăк медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Вăл салтака кайма юрăхлине çирĕплетнĕ комисси. Анчах палăртнă кун çар комиссариатне пыман вăл. Халĕ, паллах, пĕтĕм лару-тăрăва тĕпчеççĕ.
Улатăр каччи те салтака каясшăн пулман. 23-ри яш тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç тишкерĕвне вĕçленĕ ĕнтĕ. Пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче чĕнтернĕ ăна. Анчах яш медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман — палăртнă кун çар комиссариатне пыман. Йăнăш тунине хăй те хирĕçлемен, айăпне туллин йышăннă.
Кун пек тĕслĕх çине-çинех тесен те йăнăш мар. Патăрьел каччи те «таркăнсен» йышĕнче. 20-ри каччăна салтака юрăхлă тесе палăртнă, хĕсметрен пăрăнса юлма нимĕнле сăлтав та пулман унăн. Апла пулин те повесткăна хисепе хуман вăл. Пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче салтака кайма ят тухнине пĕлмĕш тунă. Ăна 25 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă.
Куç тĕлне пулнă темиçе тĕслĕх кăна ку. Вĕсен шучĕ чакасса шанас килет. Пĕтĕмĕшле кăтарту салтака кайма юрăхлисен шучĕ ÿснине палăртать. Çапах пултаруллă та маттур чăваш каччи нумай. Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ çарне лекме тивĕç вĕсем. Çав шутра — Президент полкне те.