Комментировать

9 Фев, 2019

Чăваш чунĕллĕ çуртра пулса курмаллах

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă хушупа килĕшÿллĕн Шупашкара йĕркеленĕренпе 2019 çулта 550 çул, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа пĕр ĕмĕр çитнине уявлăпăр.
Çавна май уявсене хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн председателĕ — Раççей культура министрĕ Владимир Мединский.
Владимир Ростиславович ĕнер Шупашкара килсе çитрĕ. Визитăн тĕп тĕллевĕ — уявсене мĕнле хатĕрленнине хак парасси, пĕлтерĕшлĕ çак пулăмсен витĕмĕпе хулара çĕкленекен çĕнĕ обČектсене çитсе курасси, туса çитермелли ĕçсене палăртасси.
Уяв программи пуян
Владимир Мединский Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ калаçу ирттернĕ хыççăн Правительство çуртĕнче Республика тĕп хулине йĕркеленĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнипе çыхăннă уявсене хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвне ертсе пычĕ.
Владимир Ростиславович ларăва уçнă май республикăра кăçал тата çитес çул паллă тăвакан уявсем пирĕн вăя, пултарулăха тĕрĕслекен самантсем пулнине палăртрĕ.
— 2018 çултан пуçласа уявăн тĕп мероприятийĕсене пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма пуçларăмăр, — терĕ вăл. — Пур çăл куçа шута илсен, пурĕ 627,4 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ, вĕсенчен 429,9 миллионне федераци бюджетĕнчен уйăрмалла, 179,3 миллионне — Чăваш Ен бюджетĕнчен, ыттине – бюдет тулашĕнчи çăл куçсенчен.
Иртнĕ çул республикăри 21 культурăпа кану учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçланă, культура еткерлĕхĕ шутланакан сакăр об±ектра — реставраци ĕçĕсем. Вĕсене йĕркене кĕртме 194,1 миллион тенкĕ кирлĕ пулнă, 139 миллионне федераци бюджетĕнчен куçарнă.
Вăл çавăн пекех çак тапхăрта 56 культура учрежденине юсамаллине тата реставраци тумаллине, унсăр пуçне культурăпа массăллă, çутĕç тата издательствăпа çыхăннă 32 мероприяти ирттермеллине палăртрĕ.
Министр Чăваш Ен культура енĕпе федераци программисене хастар хутшăнса ĕçленине ырларĕ. Сăмахран, 2017-2018 çулсенче «Вырăнти культура çурчĕ» проектпа килĕшÿллĕн 64 культура çуртне юсанă, 49-шне хальхи йышши хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмпе 82,1 миллион тенкĕ кайнă, çав шутра 70,8 миллионĕ — федераци куçарса пани.
Республика кинозалсем уçас енĕпе те начар мар ĕçлет, федерацин Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнать. Юлашки виçĕ çулта хальхи йышши 15 кинозал ĕçлеме пуçланă, кăçал тата виççĕшне хута яма палăртнă. Çав вăхăтрах министр Шупашкарăн, Чăваш Енĕн ятне, сумне тата ытларах çĕклес тăлĕшпе пурнăçламалли ĕçсене те палăртрĕ. «Кинора Шупашкара час-часах курма пулать-и-ха?» — ыйтрĕ вăл. Çителĕксĕррин хуравне çакăн пек пĕтĕмлетрĕ: «ЧР Культура министерстви çумĕнче Кинокомисси йĕркелемелле, паллă кинокомпанисене йыхравласа хула, регион çинчен хитре, республикăпа паллаштаракан фильмсем ÿкермелле».
Михаил Игнатьев республика юлашки çулсенче культура тытăмĕпе танах туризма аталантарас, çул-йĕр тăвас тата юсас, ял хуçалăхне вăйлатас, халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсем пирки те чарăнса тăчĕ. Чăваш Ен хальхи вăхăтра Раççейĕн 11 наци проектне пурнăçа кĕртме хутшăнать.
Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хула хăйĕн юбилейне мĕнле хатĕрленни пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе виçĕ енлĕ — çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парас, инфратытăмпа, туризмпа çыхăннă об±ектсене йĕркене кĕртес тата уяв мероприятийĕсене хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе — ĕçленине палăртрĕ.
— Çитĕнекен ăрăвăн хăйĕн тăван хули пирки пĕлмеллех, — терĕ Алексей Олегович. — Ку енĕпе хулари шкулсен программине «Манăн хула» предмет кĕртнĕ. Кашни класра Шупашкар историйĕпе паллаштаракан уроксем иртĕç. Çак тапхăрта хулара тата икĕ çĕнĕ шкул, 10 ача сачĕ çĕкленсе ларĕ, обществăри 4 хутлăх çĕнелĕ, культурăпа çыхăннă 12 об±екта тĕпрен юсĕç.
Хула администрацийĕн пуçлăхĕ пĕл­тернĕ тăрăх, тĕп мероприятисем кăçалхи çурла уйăхĕн 18-25-мĕшĕсенче иртĕç. Уяв программи питĕ пуян: «Стрижи» пилотаж ушкăнĕнчен пуçласа хула техникин парачĕ таранах.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тăвассипе çыхăннă тĕп мероприятисене пурнăçа кĕртсе пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕ.
Çурт-йĕре, çулсене юсанипе пĕрлех Чăваш Республикин кунĕсене ытти регионта йĕркелесси, Акатуй, «Руç ăстисем», «Раççей çăл куçĕсем», Опера фестивалĕ тата ытти фестиваль-конкурс ирттересси те пур планра. Юлашки виçĕ çул хушшинче Мускав кĕперне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, хулари вун-вун картише хăтлăх кÿнĕ. Ĕçсем çакăнпа вĕçленмен-ха. Вĕсене те палăртрĕ премьер.
Шуршăлта юрăпа кĕтсе илчĕç
Культура министрĕ Владимир Мединский ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Шуршăлти Космонавтика музейне çитсе килчĕç. Унта сумлă хăнасене районти пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.
Сăмах май, ялти культура керменĕнче Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă «Чăваш çĕрĕн мухтавлă ывăлĕ» фестиваль иртет.
Хăнасем космонавтсен аллейине курса çаврăнчĕç, Андриян Николаевăн çуртне кĕчĕç, космонавтăн вил тăпри çине чечек хучĕç, музейри экспонатсемпе паллашрĕç.
— Кунта кашни ачан пулса курмалла, космонавтăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕпчемелле. Николаевăн пурнăçĕ — пирĕншĕн тĕслĕх. Пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе малалла талпăннă, тĕнче шайĕнчи çăлтăр пулса тăнă. Унăн ачалăхĕ иртнĕ çуртра паянхи кун та чăваш чунĕ пурăнать, — терĕ министр.
Филармони çĕнелет
Владимир Мединский çитнĕ тепĕр обћект — Чăваш патшалăх филармонийĕ. Ăна  унта Николай Казаков директор кĕтсе илчĕ.
Кунта 2017 çулхи авăн уйăхĕнчен реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. Министр проектпа паллашрĕ, строительство ĕçĕсем пыракан зала кĕрсе курчĕ.
Планпа палăртнă тăрăх, ĕçсене 2020 çулта раштав уйăхĕнче вĕçлемелле. Строительство хакĕ — 372,24 млн тенкĕ. Хальхи вăхăтра çурт тулашне çĕнетеççĕ, шалта та хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Обћекта субподрядчиксене хутшăнтараççĕ. Пурĕ 70 çын таран вăй хурать.
Пултаруллă ачасене ăнăçу сунчĕ
Владимир Мединский Михаил Игнатьевпа пĕрле Шупашкар хулинчи Искусствăсен академийĕнче те пулчĕ. «Шупашкар — талантсен хули. Искусство енĕпе хушма пĕлÿ паракан 13 шкулта 7 пин ытла ача ăсталăхне ÿстерет. Паян вĕсенчен чылайăшĕ — çак академире», — тесе кĕтсе илчĕç вĕсене.
Академи — пултаруллă ачасен центрĕ. Çакна сумлă хăнасем хăйсем курса ĕненчĕç. Ку учрежденири «Виктория» хор академи пирки çырнă юрра шăрантарчĕ. Хăнасене ачасен вĕрсе каламалли инструментсен «Виват» оркестрĕн саламĕ те питĕ килĕшрĕ. Унтан вĕсем бал ташшисен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштаракан залра пулчĕç. Музыка тата искусствăсен шкулĕсенчи театр уйрăмĕсем валли йĕркеленĕ ăсталăх класĕ мĕнле иртнине пăхрĕç. Раççей министрĕ Чăваш Енре ачасен театр пултарулăхне пысăк тимлĕх уйăрнине хăй курса ĕненчĕ: кăçал Театр çулталăкĕ-çке.
Сĕрме купăсçăсен «Калейдоскоп» ансамблĕ — Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери конкурссен çĕнтерÿçи — пурин чунне те тыткăнларĕ. Министр унăн ертÿçине — РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Наталья Серегинăна — ачасене юрă-кĕвĕ тĕнчипе туслаштарнăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Академие килнисем çавăн пекех живопиç залĕнче, шкул ÿсĕмне çитмен ачасене декораципе хушма искусствăн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштаракан класра пулса курчĕç.
«Ку тĕрĕ мĕне пĕлтерет?» — кăсăкланчĕ Владимир Мединский чăваш тĕррин урокĕ иртекен пÿлĕмре. Ольга Федотова преподаватель тĕрĕ пĕлтерĕшне ăнлантарчĕ. Сарă тĕс чăвашсен чи юратни пулнине пĕлтерчĕ. Вăл министра хăй мĕншĕн хушпу тăхăннине те каларĕ. Чăвашсен тухья та пуррине, вăл качча кайман хĕрсем валли пулнине ăнлантарчĕ.
Робототехника класĕнче те тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Ачасем хăйсем ăсталакан роботсем пирки каласа панине Мединский тимлĕн итлерĕ. Академире ĕçлекен ачасен медиацентрĕнче вара министра ыйту хыççăн ыйту пачĕç. Вĕсене хуравланă май Владимир Ростиславович хăй Чăваш Енре пĕрремĕш хут пулнине палăртрĕ. «Министр пулас тесен мĕн тумалла?» — кăсăкланчĕç журналистика вăрттăнлăхĕсене «шĕкĕлчекенсем». «Лайăх вĕренмелле тата нумай ĕçлемелле», — пулчĕ хурав.
Искусствăсен академийĕнче ятарлă арт-стена пур. Унта хăнасем автограф хăвараççĕ. «Пултарулăхра тата вĕренÿре — ăнăçу», — çырчĕ Владимир Мединский. «Маттурсем», — шухăшне палăртрĕ Михаил Игнатьев.
Ĕнерех ĕçлĕ ушкăн Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пулчĕ, культура ĕçченĕсемпе курса калаçрĕ.
Надежда СМИРНОВА,
Андрей МИХАЙЛОВ, Алина ИЗМАН, Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.