Амăшĕ чăваш тĕрриллĕ кĕпе парнеленĕ те...

12-ри хĕр пĕрчи çуралнă кунра парнеленĕ тĕрĕллĕ шурă кĕпе кун-çул юппинче пурнăçа пачах тепĕр майлă çавăрасси çинчен шухăшламан та.
Паян çав саманта ÿнер промыслисен «Паха тĕрĕ» фирмин генеральнăй директорĕ Наталья Посынкина асамлăхпа танлаштарать. Амăшĕ, яланах модăпа тан пыраканскер, «Паха тĕрĕ» пĕрлешĕвĕн лавккинче туяннă чăваш тĕрриллĕ кĕпене ăна парнелесен тĕлĕннĕ те. Апла пулин те Наташăна кăкăр çинчи капăр эрешсем тыткăнланă, кĕпене тăхăннă та савăннипе: «Çураçнă хĕр пекех», — тесе çаврăннă.
Çул хыççăн çул иртнĕ. Наталья колледжра бухгалтер специальноçне алла илнĕ, пĕлĕве Шупашкарти коопераци институтĕнче туптанă, пĕр предприятире финанс ĕçне пурнăçласа пынă. 2000 çулта хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ. Малтанхи тапхăрта çăмăл килмен, анчах чăваш пики парăнман. Хăй хулара кун çути курнă, çывăх тăванĕсен тымарĕсем — ялтан: амăшĕ — Красноармейски тăрăхĕнчен, ашшĕ Шупашкар районĕнчен тухнă. Наталья Ивановнăпа пирĕн корреспондент курса калаçнă.
— Чăваш тĕрриллĕ шурă кĕпе сире «Паха тĕрĕ» фирмăна илсе çитересси çинчен шухăшлама пултарнă-и?
— Çук. Лапсарта пысăках мар çĕвĕ цехĕ уçнăччĕ, Иваново хулинчен пусма илсе килсе тĕрлĕ япала çĕлеттĕмĕр. Каярахпа ятарлă тум кăларма пуçларăмăр. Ăнăçлах аталанса пыраттăмăр. Пĕррехинче пĕр пĕлĕш тĕл пулчĕ те: «Паха тĕрĕ» панкрута тухнă теççĕ, унăн çуртне арендăна илес теместĕн-и?» — терĕ. Шухăшланă хыççăн предприяти вырнаçнă кивĕ çуртăн иккĕмĕш хутне арендăна илтĕмĕр. Ку шăпах 11 çул каялла пулчĕ. Ун чухне чăваш тĕррипе çыхăннă хатĕрсем кăларасси пирки ĕмĕтленмен те. Вăхăт иртнĕ майăн ку енĕпе «пиçсе» çитрĕм. Предприятире ун чухне ĕçлекен 100 яхăн çын çеç юлнăччĕ. Малтанласа вĕсем мана шанман пек туйăнатчĕ. Каярахпа чунĕсем уçăлса пычĕç, ÿнерçĕсем арчисенчи япалисене пĕчĕккĕн кăларма тытăнчĕç.
— Чăваш тĕррин мухтавне çĕнĕрен чĕртсе тăратас ĕçе мĕнрен пуçларăр?
— Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-80-мĕш çулĕсенче алă вĕççĕн тĕрленĕ пуянлăха предприятире ĕçлекенсем халăх промыслисен лавккисене йÿнĕ хакпах сутма панă. Вĕсене туянтăм. Художниксем хăйсен ĕçĕсене упраса хăварни те пулăшрĕ. Çапла майпа 3 пине яхăн экспонат пухăнчĕ. Çакăн хыççăн музей йĕркелес шухăш çуралчĕ. Шел, çав вăхăталла предприятин кивĕ çурчĕпе сыв пуллашма тиврĕ. Халĕ çурт юхăнса ларнине курса чун ыратать.
— Предприяти çумĕнче музей уçни пысăк çитĕнÿ пулнă çав вăхăтшăн.
— Эпир ăна ЧР Экономика министерствин грантне тивĕçнĕ нухратпа турăмăр. Чăнах та, предприяти ĕçченĕсем чылай япалана сыхласа хăварма пултарнă-ха, çапах хăшĕ-пĕри çухалнă. Сăмахран, шупăра çĕнĕрен хатĕрлеме тиврĕ. Тем тесен те, çак пуянлăха халăха кăтартмаллах. Предприятие хăнасем килсе çÿреççĕ, вĕсене паллаштаратпăр. Пысăк экскурсисем ирттерме меллех мар, пÿлĕм тăвăр. Çавăнпа Наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова патне Чăваш тĕррин музейĕнче пирĕн фабрикăн ялан ĕçлекен экспозицине йĕркелеме ыйтрăмăр. Курава вăхăтран-вăхăт çĕнетме пирĕн экспонат çителĕклех.
— Хăвăрăн ĕçĕре паттăрла пулăм тесе йышăнатăр-и?
— Хальлĕхе çук-ха.
— Эпĕ урăхла шухăшлатăп. Эсир пулман тăк наци пуянлăхĕпе, несĕлсенчен килекен еткерпе, çав 3 пин экспонатпа, яланлăхах сыв пуллашма тиветчĕ, чăваш халăхĕн историйĕн пĕр пайĕ çухалатчĕ.
— Ыйтăва çак енчен пăхас тăк — çапла-ха. Малалла аталанма та пирĕн майсем, вăй çителĕклех. Тата нумай çĕннине, лайăххине тума пултаратпăр. Эпĕ ĕçтешĕмсене, художниксене шанатăп. Вĕсем çакна хăйсен ĕçĕсемпе çирĕплетеççĕ. Шăпах чăн-чăн профессионалсене пула чăваш тĕрри тĕрĕс аталанать. Сăмахран, иртнĕ çул «Паха тĕрĕ» фирма Пĕтĕм тĕнчери 10-мĕш юбилейлă «Байкалти этноподиум» фестивале хутшăнса «Хальхи вăхăтри тумри этностиль» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Унсăр пуçне пирĕн тумсем тĕнчери ытти куравра палăраççĕ, малти вырăнсене тухаççĕ.
— Тепĕр чухне чăваш эстрадин артисчĕсем çине пăхатăн та — тĕлĕнетĕн: вĕсем йăлт эрешсен ăшĕнче, арçынсен шăлаварĕ те тĕрĕллĕ.
— Мана та шухăшлаттарать çакă. Ун пек пулмалла мар. Пирĕн несĕлсем пĕлнĕ çакна, пурнăçра тĕрĕпе пĕлсе усă курнă. Тĕрĕ илем кăна маррине, управçă пулнине те шута хунă. Тĕрĕс усă курнă тĕрĕ кăна усса пырать.
— Тата мĕнле ĕмĕт-тĕллевпе пурăнатăр?
— Кÿкеç çывăхĕнче çĕр туянса фабрикăн çуртне хăпартасшăн, унта чăваш тĕррин музейне йĕркелесшĕн. Тата… эксклюзивлă тумсен ателйине уçасшăн. Чăваш тĕрри модăна кĕрессе шанатăп.
 Надежда ГЕОРГИЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.