- Чăвашла верси
- Русская версия
Амăшне тимĕр чечек парнелет
Кÿкеçри 1-мĕш шкулта аслă классенче вĕренекенсем тимĕрçĕ ĕçне алла илеççĕ.
Мăн асаттесен манăçа тухса пыракан ăсталăхне чĕртсе тăратаканни — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Николай Востриков. Вăл ачасене йывăçран, тимĕртен илемлĕ япаласем ăсталама хăнăхтарать.
Акă, 9-мĕш класра ăс пухакан Денис Киргизов технологи предмечĕпе район шайĕнче иртнĕ иртнĕ олимпиадăран тата «Поиск» конференцирен çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă.
Çурта лартмалли хатĕрпе çĕнтернĕ
Технологи предмечĕпе¬ иртекен олимпиадăн хăйне евĕрлĕхĕ — вĕренекенсен теори ыйтăвĕсене хуравланипе пĕрлех хăйсен аллипе йывăçран е ти¬мĕртен ăсталанă япаласене кăтартмалла, вĕсене мĕнле тунине каласа памалла. Денис тимĕртен çурта лартмалли хатĕр ăсталанă. Паллах, çак калăпăшлă ĕç вĕрентекен пулăшмасăр пулман. Çапах та ку шухăш патне маттур арçын ача хăй пырса тухнă.
— Малтанах мĕн ăсталамаллине пĕлмерĕм, чечек, тĕкĕр, е çурта ларт¬малли хатĕрсем тăвасси¬ пирки шухăшларăм. Юлашки çинче чарăнса тăтăм. Малтанах ĕлке хатĕрлерĕм. Вĕрентекенпе мĕнле пайсем кирлине палăртса шăратма тытăнтăмăр. Токарь станокĕпе никĕс хатĕрлерĕмĕр. Кирлĕ пайсене хатĕрлесе çитерсен пуçтартăмăр. Ăна пурнăçлама пĕр уйăха яхăн вăхăт кирлĕ пулчĕ, ку вăл ĕçе васкамасăр пурнăçланине шута илсе, — калать 9-мĕш класс ачи.
Денис технологи предмечĕпе иртекен олимпиадăна 2-мĕш çул хутшăнать. Пĕлтĕр те вăл çурта лартмалли хатĕрех, анчах ансатраххине, хатĕрленĕ. Темиçе çул Николай Востриков вĕрентекен ертсе пыракан «Ăста алăсем» кружока çÿрениех пулăшнă ăна.
— Чи малтанах эпĕ мĕн ăсталанă-ши? Астунă тăрăх, йывăçран кастрюль айне лартмалли хатĕрленĕччĕ. Çĕр улми тÿмелли тата кухньăра усă курмалли ытти хатĕр туни те асра. Указкăсене вĕрентекенсене парнелеттĕмĕр. Çурта лартмалли йывăç хатĕр те хăйне евĕрлĕччĕ. Тимĕрпе ĕçлеме вĕренсен токарь станокĕ çинче болтсем, детальсем тăваттăмăр. Пĕр-пĕр япалана мĕн чухлĕ вăхăт хатĕрлесси унăн кăткăслăхĕнчен килет. Мĕн чухлĕ йывăртарах — çавăн чухлĕ нумайрах вăхăт иртет. Мана тимĕрпе ĕçлеме ытларах килĕшет. Ĕçсем илемлĕрех, лайăхрах пулаççĕ, хăйне евĕрлĕ курăнаççĕ, — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăш-кăмăлне Денис.
Амăшĕ савăнать, ашшĕ мăнаçланать
Темиçе çул кружока çÿресе ăсталăха аталантаракан Денисшăн чи ансаттисенчен пĕ¬ри — тимĕре шăратса кĕл чечек тăвасси. Илемлĕ те хăйне евĕрлĕскерсене арçын ача амăшне уявсенче парнелет.
Тимĕре шăратса унран тĕр¬лĕ деталь, япала тума пысăк ăсталăх кирлĕ. Çак ĕçĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕсем пур. Тĕслĕхрен, тимĕрçĕ лаççинче тивĕçлĕ температура тытса тăмалла. Кăмрăк хĕрлĕ-хĕрлĕ, чие тĕслĕ — шăпах кирлĕ ви-çене, 1200 градуса çитнĕ. Вĕ¬ри тимĕре сунтал çинче мăлатукпа шаккаса лапчăтаççĕ, хĕскĕчпе авса тĕрлĕ деталь тăваççĕ. Тимĕрçĕ лаççи вĕрентекен килĕ çумĕнче вырнаçнă, шкулта вара ачасем газлă горелкăпа усă кураççĕ. Паллах, техника хăрушсăрлăхне пăхăнса. Вĕрирен хÿтĕленмелли алсасем, саппунсем, пуçа тăхăнмаллисем пур вĕсен.
Технологи предмечĕпе¬ ирт¬нĕ «Поиск» конференцие те Денис çурта лартмалли хатĕрпех хутшăннă, презентаципе паллаштарнă. Унсăр пуçне токарь станокĕ çинче палăртнă детале хатĕрленĕ. Конференцие хутшăннă кашни вĕренекен мĕнпе те пулин тĕлĕнтернĕ.
— Пĕр арçын ача йывăçран çăмăл пусма-пукан хатĕр¬ле¬нĕч¬чĕ, çавă питĕ кăсăклантарчĕ. Тепри вара хунар ăсталанă, — хăйне кăмăла кайнă ĕçсене аса илчĕ Денис.
Ачасене мĕн пĕчĕкрен пĕр-пĕр ăсталăха вĕрентсе ÿстерни пачах та япăх мар, малашне çакă укçа ĕçлесе илмелли кăна мар, чун ыйтнипе пурнăçлакан ĕç пулса тăрсан тата аван.
— Киле хам алăпа ăсталанă япаласем илсе килсен анне савăнать, атте мăнаçланать, — тет сăпайлăн арçын ача.
Денис кĕçех технологи предмечĕпе иртекен республика¬ шайĕнчи олимпиадăна хутшă¬нĕ. Ăнăçу сана!
Вера ШУМИЛОВА. Денис Киргизов
архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.
Комментировать