Архив - 18 Фев, 2019
«Чăваш хĕрарăмĕ» 6 (1081) № 15.02.2019
«Пирĕн чун Афганистанрах юлнă…»
Микрофон умĕнче — театр…
Нумай япала, пулăм çинче никĕсленет çын пурнăçĕ. «Хырăм тутă, çи-пуç питĕ — урăх мĕн кирлĕ?» — текен каларăш пур чăвашăн. Анчах та лайăх шухăшласа пăхсассăн — кирлĕ-мĕн. Чун тени канăç памасть кун пек чухне. Тĕлĕнмелле, куçа та курăнмасть вăл, тытса пăхма та çук ăна, анчах та çав вăхăтрах тунсăхлать, макăрать, савăнать, кулать… «Хырăм выçă чухне чун пирки шухăшлама-и?» — тесшĕн-и? Анчах вăл пире кĕтсе лармасть, хăйĕн пирки аса илтерсех тăрать. Чунра лайăх пулсан кăна хамăра тулли телейлĕ туймастпăр-и вара эпир?
Сахал тупăшлисен тăкакне саплаштарĕç
РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чулхулара «Раççей телекурав тата радиохыпарлав сечĕ» предприятин генеральнăй директорĕпе Андрей Романченкăпа тĕл пулса округра телекурава цифра çине куçарассине сÿтсе явнă.
Чăваш Енре аналог телекуравне ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче чараççĕ. Пирĕн республикăра цифра эфирĕн 42 объектне туса лартнă. Çавăнпах ялсенче абонент тÿлевĕсĕр 20 канал пăхма май пулĕ.