Микрофон умĕнче — театр…

18 Фев, 2019

Нумай япала, пулăм çинче никĕсленет çын пурнăçĕ. «Хырăм тутă, çи-пуç питĕ — урăх мĕн кирлĕ?» — текен каларăш пур чăвашăн. Анчах та лайăх шухăшласа пăхсассăн — кирлĕ-мĕн. Чун тени канăç памасть кун пек чухне. Тĕлĕнмелле, куçа та курăнмасть вăл, тытса пăхма та çук ăна, анчах та çав вăхăтрах тунсăхлать, макăрать, савăнать, кулать… «Хырăм выçă чухне чун пирки шухăшлама-и?» — тесшĕн-и? Анчах вăл пире кĕтсе лармасть, хăйĕн пирки аса илтерсех тăрать. Чунра лайăх пулсан кăна хамăра тулли телейлĕ туймастпăр-и вара эпир? Йывăрлăх пирки калаçас тăк вара тÿрех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи аса килет. Чуна пăлхатакан, çĕклекен, хавхалантаракан, тăван халăхăмăра, юратнă çĕршывăмăра, ирĕклĕхе мухтакан, хăват хушакан юрăсемпе салтаксем окопсенчен тăшмана хирĕç хăюллăн çĕкленнĕ. Патриотизм хĕмĕпе карăннă юрăсем Аслă Çĕнтерĕве туптама пулăшнă.
Телее, юрă-кĕвĕ, илемлĕ сăмахлăх, ÿнер тĕнчи пĕр вырăнта тăмасть, аталансах пырать. Кашни саманан — хăйĕн палăрăмĕ. Çамрăксем, калăпăр, аслă çултисен вăхăтĕнчи пулăмсене йышăнасшăн мар. Эпир вара вĕсен чун туртăмĕсене ăнланмастпăр. Çакăнпа — тĕрлĕ енлĕхĕпе — кăсăклă та ĕнтĕ пурнăç. Çапах та чуна пĕрре кĕрсе вырнаçнă, унпа пĕр килнĕ хайлавсем иртнĕлĕхе юлмаççĕ. Истори палăкне çаврăнса ĕмĕрсен хушши киленÿ кÿреççĕ. Классика — вилĕмсĕр. Вăл тĕрлĕ çÿп-çапран тасалнă, унра чи тутлă сĕтекĕ кăна тăрса юлнă. Çавăнпах пур ăрăва та тивĕçтерет те.
Çакна шутах илсех-тĕр Раççейре кăçал Театр çулталăкне паллă тăватпăр. Сцена пĕр тапхăр «çухалнă» хыççăн пасар саманинче те хăйĕн тĕрĕс çул-йĕрне шыраса тупса пырать. Ара, пĕр вăхăт «театрăн куракана тивĕçтермелле, ун хыççăн каймалла, унсăрăн зал тултарма та йывăр» шухăшпа пурăнтăмăр мар-и? Укçа пуç пулса тăнă саманара та театрăн хăйĕн тивĕçне сыхласа хăвармаллах. Сценăн куракана савăнтарнă-макăртнă хушăрах воспитани памаллине те манăçа кăлармалла мар. Юлашки çулсенче репертуарсем комедисемпе тулса ларчĕç. Драматургсемпе режиссерсем çăмăл, чăмламасăр çăтмалли чун апачĕ сĕнме пуçларĕç. Юрать-ха хăшĕ-пĕри халĕ çăмăл çултан пăрăнма тăрăшать. Куракана çухатассинчен хăрамасăрах пуç тавра çиччĕ шухăшласа пăхмалли ĕçсем те сĕнет. Театр — культура вучахĕ. Тăван чĕлхемĕрĕн пуянлăхне, халăхăмăрăн вышкайсăр хăватлă аваллăхне, историне упраса хăварас, культура шайне ÿстерме пулăшас тĕлĕшпе тĕлĕнмелле вăй-хал пытаннă унра. Культура анине çак тĕллевпе сухалакана — чыс та мухтав.
Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме тапаланакансене кăçал ĕçлеме кăшт та пулин çăмăлрах пулассăн туйăнать. Театр çулталăкне шăпах çак шухăшпа палăртнă-çке: чи сумлă йăла-йĕркене халăхра анлăрах сарасси, театр искусствин чи лайăх тĕслĕхĕсемпе тĕрлĕ хулара пурăнакана паллаштарасси, театр ĕçне вăйлатасси, çак тĕлĕшпе вĕрентĕве тимлĕх ытларах уйăрасси. Палăртнине пурнăçа кĕртмешкĕн çĕршыв шайĕнче кăна мар, халăхсен хушшинчи мероприятисем те иртĕç. Театр марафонĕ пуш уйăхĕнче Владивостокра пуçланса çĕршыври пур хулана та çитĕ. Ăна чÿк уйăхĕнче Калининградра вĕçлеме палăртнă. Çĕртме-чÿк уйăхĕсенче театр олимпиадине хутшăнма май пулĕ. «Ылтăн маска» конкурс шайĕнче вара кăçал 25-мĕш хут иртĕ. Сăмах май, питĕ сумлă çак наградăна пирĕн пултаруллă икĕ артист тивĕçнĕ. Раççей наци театр премийĕпе 2015 çулта К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçине, СССР халăх артистне Валерий Яковлева чысланăччĕ. «Ку — пирĕн театр вырăс культурине хывнă тÿпене хакланиех, — тенĕччĕ ун чухне  Валерий Николаевич. — Çак «маска» хыçĕнче — театра парăннă çыннăн ĕçĕ, тарĕ, савăнăçĕ тата ытти те…» Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.