Тĕпчевĕ завод тухăçлăхне ÿстернĕ
Шупашкар урамĕсенче уçăлса çÿренĕ май кама мĕн кăчăк туртать, киленÿ кÿрет? Иккĕленместĕп: ыйтăва хуравланă май чылайăшĕ çĕр-çĕр хунар çутиллĕ Атăл кÿлмекне асăнĕ. Техника специальноçне алла илнĕ пике Татьяна Федорова вара хамăрăн тĕп хулара та, Раççей тĕрлĕ кĕтесĕнче те, ют çĕршыва кайсан та /хальлĕхе Грецире, Италире, Турцире пулса курнă вăл/ чи малтан архитектура çурчĕсене тĕсесе пăхать. Ăслăлăх сукмакне такăрлатакан строитель-конструктор шухăшĕпе, пирĕн республикăри чи мăнаçлă объект — Анне палăкĕ. Конструкци капашне кура вара — «Шупашкар-Арена» пăр кермен. Чăваш Енри «Çулталăк чи лайăх çамрăк ăсчахĕ — 2018» конкурс çĕнтерÿçи Францие çитсе курма ĕмĕтленет. Эйфель башнине хăйĕн куçĕпе курса ăна техника специалисчĕ пек хакласшăн вăл.
Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕ — Раççей ăслăлăхĕн кунĕ. Хальхи пурнăçра наука çĕршыв аталанăвĕшĕн мĕн таран пĕлтерĕшлине палăртас тĕллевпе çак кун пирĕн республикăри аслă шкулсемпе професси пĕлĕвĕ паракан организацисенче, тĕрлĕ предприятире чылай мероприяти йĕркелерĕç. Çак кун тĕлне Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви «Çулталăк аспиранчĕ» конкурса пĕтĕмлетесси йăлана кĕчĕ. 2018 çулхи ĕç-хĕле хакласа палăртнă çĕнтерÿçĕсене виçĕм кун чысларĕç. Татьяна Федорова та пулчĕ çав йышра.
Çĕнĕ Шупашкар хĕрĕ хулари 18-мĕш гимназире ăс пухнă. Пулас профессийĕ пирки вăтам классенчех татăклă йышăну тунă вăл.
— Ун чухне программăра черчени предмечĕ пурччĕ — урокĕсем питĕ килĕшетчĕç. Вĕрентекенĕмĕр Валерий Яковлевич хăнăхтарнипе самай кăткăс чертежсем тăваттăмăр. Йĕрсене тĕп-тĕрĕс те вырăнлă чĕресси кăсăклă йăпанупа танччĕ. Тĕплĕ пулма хистекен çак предмета юратнипе тата пĕлÿ тĕнчине иленичченех конструктор пуххинчен тĕрлĕ кÿлепе ăсталама кăмăлланине кура шкултан вĕренсе тухсан ăçта çул тытассине çирĕп палăртрăм: И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетне. 2001 çулта альма-матер студенчĕ пулса тăтăм, — хăйĕн професси туртăмĕ пирки вăрттăнлăхне уçать Татьяна Георгиевна.
— Строительство енĕпе специальноç алла илекенсен хушшинче хĕрсем йышлă мар. Хăвăра еплерех туяттăр? — çийĕнчех çапла ыйтрăм.
— Пурĕ 30-ăн вĕренме кĕтĕмĕр. Çав ушкăнра хĕрсем иккĕнччĕ. Паллах, кун пек лару-тăрура каччăсем пире алă çинче йăтса çÿренĕн туйăнать-тĕр /кулать. — Авт.. Тĕрĕссипе, пире мар, вĕсене ăнатчĕ темелле: пĕтĕм ушкăншăн математика шутлавĕсем ирттерни пайтах пулнă. Пылак кучченеçшĕн тунсăхлама тивместчĕ — куратăр-и, пире те ăннă, — пурнăçри хаваслă тапхăр паянхи ăсчахăн сăнĕнче ăшă кулă кăна çуратать.
Татьяна Георгиевна — техника наукисен кандидачĕ, хăй вĕреннĕ факультетри строительство конструкцийĕсен кафедрин ăслăлăх аслă ĕçченĕ. Наука тĕпчевне хальхи вăхăтра производствăра кирлĕ япала тавра никĕсленĕ. Унăн шухăшĕпе, техника тытăмĕнчи ăслăлăхăн производствăпа çума-çумăн аталанмалла. Пурнăçра /ыран мар — паян, таçта мар — вырăнта/ усă курмалли обћект тавра пурнăçланă сăнавсемпе теори пĕтĕмлетĕвĕсем нимрен паха пулнине ĕнентерет вăл.
— «Чи лайăх çамрăк ăсчах» ята çĕнсе илме, ман шухăшпа, проектăн практикăри пĕлтерĕшĕ витĕм кÿчĕ те. Эпĕ тĕрлĕ пурлăх — цемент, керамзит, бетон, çăнăх, тырă — тиемелли цилиндр евĕр пысăк капашлă цистернăсен чăтăмлăх-пахалăхне тĕпчерĕм. Манăн диссертаци та çавнашкал темăпах. Сăнав пĕтĕмлетĕвĕсемпе Шупашкарти цистернăсем тăвакан паллă пĕр предприяти производствăра усă курма пуçларĕ ĕнтĕ. Тĕплĕ тĕрĕслевсем витĕр тухнă сăнав заводăн ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшрĕ, — сăнĕпе илĕртÿллĕ пике техникăпа чăннипех çывăх туслашни куç кĕрет.
2016-2018 çулсенче Т.Федорова ертсе пыракан çамрăк ăсчахсен ушкăнĕ Раççей тĕпчевĕсен никĕс фончĕн грантне /çулталăка — 1 млн 700 пин тенкĕ/ çĕнсе илнĕ. Маларах вара, 2013 çулта, Чулхулара иртнĕ çамрăк ăсчахсен 18 сессийĕнче тунă докладшăн Чулхула облаçĕн Вĕрентÿ министерствин 1 степень дипломне тивĕçнĕ. Çавнашкал çитĕнÿсем республикăри чи лайăх аспирантсемпе çамрăк тĕпчевçĕсен конкурсне хутшăнма хавхалантарнă та.
— Ăслăлăх çулĕпе утма мĕн таран чăтăмлă пулмаллине, пуçăннă ĕçе çине тăрса вĕçне çитерме ăнтăлмаллине чухлатăп. Тен, тĕслĕх илмелли ăсчах çемьере, тус-тăван йышĕнче пур? — сăмах çăмхине малаллах сÿтетпĕр.
— Манран пĕр çул кăна аслăрах аппа Надежда та — наука ĕçченĕ. Вăл Федерацин Хусанти университетĕнчен вĕренсе тухсан аспирантурăра пĕлÿ пухма тытăнчĕ. Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăчĕ. Тутарстан тĕп хулинчех, Правосуди аслă шкулĕнче, студентсене вĕрентет.
Тĕслĕх тенĕрен, ĕçе тĕплĕ пурнăçлас енĕпе иксĕмĕре те кукамай Лидия Дмитриева витĕм кÿнĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Вăрманкас ялĕнче пурăнаканскер наукăран чылай аякра тăрать. «Малалла» колхозăн ялан малти ретре пулнă ĕçченĕ тахçанах тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, çапах халĕ те хуçалăхра правур. Вăл хăнăхтарнипе пĕчĕклех куршанак çыпăçнă пире. Кукамай пилĕк çулта чухнех йăрансем çумлама илсе тухатчĕ. Вырăнти хуçалăх арканманччĕ — уй-хирте те сахал мар пилĕк авнă. Пĕррехинче республика хаçачĕн корреспонденчĕ килсе репортаж хатĕрлени те асрах. Сăмах май, паян та чăваш хаçачĕсене çырăнса илсе вулать çывăх çыннăмăр, — ăшшăн каласа кăтартать Татьяна.
Ăслăлăх хутлăхĕнче çамрăкшăн ырă тĕслĕх — строительство факультетне чылай çул ертсе пынă Николай Соколов. Техника ăслăлăхĕсен докторĕ хăйĕн диссертаци ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсен пурнăçри вырăнне тупма хăех пултарнă — уйрăм çын предприятине йĕркеленĕ.
— Пирĕнешкел профессие суйлакан студентсене ăслăлăхра та хастар пулнине курас килет: вăхăт çапла ыйтать, — терĕ те студентсем патне занятие васкамаллине систерчĕ хастар преподаватель.
Унăн ĕмĕчĕ çинчен çапах та ыйтса юлтăм-юлтăмах.
— Тĕрĕссине калам-и? Хальлĕхе ăслăлăх сукмакĕ çинче кăшт тăхтав тăвăп. Хамăн пурнăçа йĕркелессине епле айккине сирĕн? Качча тухма хатĕрленетĕп, — телейлĕн йăл кулчĕ вăл.
Ирина ИВАНОВА.
Текст:
● Исходник (Малтанхи):
● Во что преобразовать (Епле улăштармалла):
● Вид Ÿ (Ÿ тĕсĕ)
(C) Chuvash.Org, 2006-2016, 1.4 верси (Ку скриптпа ирĕклĕ усă курма юрать. Сайт çине ссылка лартсан аван пулĕ, сире тав калăпăр)