Комментировать

8 Фев, 2019

Йывăç тымарĕпе çирĕп: çын — ĕçĕпе

Патăрьел çĕрĕ панă тивлетпе
Иван Селиванов Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хусанта ветеринари институтне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн тăван тăрăха таврăннă, «Герой» колхозра тĕп ветеринар-тухтăрта ĕçлеме пуçланă. Çамрăк специалист хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă. Çавна май ăна кĕçех ветеринар участокĕн пуçлăхне лартнă. Кăшт вăхăтран комсомол райкомĕн 2-мĕш секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă.
Совет çарĕнче Иван Селиванов радиологи службин капитанне çитнĕ. Салтакран таврăнсан аспирантурăна вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ, наука кандидачĕн, наука докторĕн диссертацийĕсене хÿтĕленĕ.
Чăваш Республикин ветеринари службин тĕп выльăх тухтăрĕнче ĕçленĕ чухне Иван Михайлович тăрăшнипе республика шайĕнче ветеринари саккунне йышăннă, йĕп-фито-магнито, лазерпа усă курма, акупунктура енĕпе ĕçлеме вĕрентекен курссем йĕркеленĕ. Аслă пĕлÿ тытăмĕнче ĕçлеме пуçласан Çĕнĕ Шупашкарта Мускаври аш-какай енĕпе специалистсем хатĕрлекен прикладной университетăн филиалне, биотехнологи колледжне, институтне, академине пуçарса янă.
Хальхи вăхăтра Иван Михайлович Селиванов профессор — НППП çумĕнчи Пĕтĕм тĕнчери информатизаци академийĕн академикĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Технологипе управлени академийĕн ректорĕ.
Пурнăçпа тан утакан академи
Технологипе управлени академине Иван Михайлович Селиванов 15 çула яхăн ертсе пырать.
Вĕренÿ заведенийĕ 2000 çулта никĕсленнĕ. Хальхи вăхăтра кунта Банк ĕçĕ, Пушар хăрушсăрлăхĕ, Право тата социаллă тивĕçтерĕве йĕркелесси, Общество апатланăвĕн продукцийĕн технологийĕ вăтам професси вĕрентĕвĕн программипе специалистсене хатĕрлеççĕ.
Çĕнĕ Шупашкарта тата республикăра фармацевтсемпе медсестрасем çитменнине кура академи ку енĕпе ĕçлеме пуçланă. Кунсăр пуçне 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче «Акушер ĕçĕ» специальноçпа вĕренекенсен ушкăнне пухнă.
Патшалăхăн мар вĕренÿ организацийĕсене аталанма çăмăл мар. Уйрăмах финанс йывăрлăхĕсем ура хураççĕ. Апла пулин те академире пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлеме мĕн пур услови пур. Кунта, сăмахран, «Уçă аптека», сестра ĕçĕн кафедри, Пĕтĕм тĕнчери Коммуникаци тата аталану центрĕн представительстви /Болгари Республики, Бургас хули/, испан чĕлхине вĕрентекен центр ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çавăн пекех çулсерен тĕрлĕ çĕнĕлĕх пурнăçа кĕрсе пырать.
Хальхи вăхăтра академире 500 ытла студент вĕренет. Ку таранччен кунтан 1500 ытла аслă пĕлÿллĕ специалист вĕренсе тухнă, вăтам професси пĕлĕвĕн программине 6100 ытла çын алла илнĕ.
Академи тулли пурнăçпа пурăнать. Вĕренÿ заведенийĕнче час-часах видеоçыхăну мелĕпе тĕнче шайĕнчи /Перу, Мексика, Панама/ ăслăлăх-практика конференцийĕсем иртеççĕ, студентсем тĕрлĕ семинара хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ, ăслăлăх ĕçĕсене пичетлесе кăлараççĕ.
Çирĕп çемье — ăнăçу никĕсĕ
Иван Михайловичăн çемйи туслă, çирĕп. Мăшăрĕпе Нина Ивановнăпа икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Наташа та, Оксана та ашшĕ-амăшĕн ят-сумне çĕклекен ачасем, иккĕшĕ те наука кандидачĕсем, доцентсем.
Кĕçĕн хĕрĕн мăшăрĕ Николай полковник, Шалти ĕçсен министерствинче вăй хурать. Вăл та наука кандидачĕ. Тепĕр кĕрÿшĕ Михаил атте иерей, Шуршăлти чиркÿ наставникĕ. Иван Михайлович хăй те, мăшăрĕ те, хĕрĕсем те «Раççей Федерацийĕн аслă професси пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Нина Ивановна 16 çула яхăн техникум директорĕнче ĕçленĕ.
Селивановсен тăватă мăнук. Иккĕшĕ лицейра вĕренеççĕ. Лайăх вĕренекенсен шутĕнче вĕсем «Артекра» канма тивĕçнĕ. Икĕ мăнукĕ 6 çул тултарнă, кăçал 1-мĕш класа çÿреме пуçлаççĕ.
Пур енĕпе те тĕслĕх
Нарăсăн 8-мĕшĕнче Иван Михайлович 69 çул тултарать. Анчах ăна никам та çак çулта тесе каламасть. Вăл йăрă та çаврăнăçуллă, пур çĕре те ĕлкĕрет. Ĕçрен пушă вăхăта спортпа çыхăнтарать. Сывлăх кунĕсене хастар хутшăнать, кросс чупать, студентсемпе тата вĕрентекенсемпе пĕрле волейболла вылять. Çамрăк ăрушăн ку енĕпе те — çутă тĕслĕх.
Пирĕн тăрăхра Иван Михайлович чухлĕ ют чĕлхе пĕлекен те сахал ахăртнех. Чăвашла, тутарла, вырăсла çеç мар, акăлчанла, нимĕçле, испанла çăмăллăн калаçать вăл. Çакă ăна чикĕ леш енчи çĕршывсенчи вĕренÿ заведенийĕсемпе тачă çыхăну йĕркелеме пулăшать те ĕнтĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Технологипе управлени академийĕ Перу, Мексика, Панама, Хорвати, Болгари, Казахстан, Аслă Британи тата ытти çĕршыв университечĕпе тухăçлă хутшăнса ĕçлет. Çакна çирĕплетекенни — Селивановсен çемье архивĕнче упранакан ют çĕршыв университечĕсен Хисеп хучĕсем, медалĕсемпе орденĕсем.
Ирина СЕРГЕЕВА?
Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.