Чăваш ялĕнчи «ăслă» ферма

8 Фев, 2019

«Вута кĕме тата ĕрĕхсе чупакан лашана чарма пултаракан» маттур хĕрарăмсем чăваш ялĕсенче те пур. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Альбина Новикова — шăпах çавăн пек хастарсен йышĕнчен. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пĕлсе ертсе пынăранах ĕнтĕ хуçалăх — республикăри чи лайăх та çирĕп предприятисен шутĕнче.
Республикăра — чи малтан
Ăста ертÿçĕ пуласси — хăйне евĕрлĕ искусство, кану тата уяв кунĕсене пăхмасăр тăрăшса та ырми-канми ĕçлеме, яваплă йышăнусем тума пултарни. Альбина Борисовна чăнласах та ăста ертÿçĕ тата лидер. Унăн пуçарăвĕпе «Коминтернра» вăй хуракансем çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ, хальхи йышши оборудованипе усă кураççĕ, çавна май производство кăтартăвĕсене те çултан-çул лайăхлатаççĕ. Малтисен шутĕнче пулма хăнăхнă ертÿçĕ çĕнĕлĕхсенчен хăрамасть, пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитерет. Вăл çине тăнипех ĕнтĕ хуçалăх 2006 çулта республикăра чи малтан Европа стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн сысна ферми хăпартнă. Çакă сысна ашĕ туса илессине палăрмаллах пысăклатма май панă.
Çак кунсенче вара «Коминтерн» хуçалăхра «Карусель» технологи оборудованиллĕ сăвăм блокне хута янă. Пирĕн республикăра хальлĕхе ун пекки çук-ха. Асăннă блока сĕт-çу комплексĕн строительствипе çыхăннă инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ май тунă. Ку инвестици проекчĕ темиçе тапхăртан тăрать. Пĕрремĕшĕ — 2017 çулта хăпартнă ĕне вити /600 пуç вырнаçмалăх/. Пĕлтĕр ку проекта РФ Ял хуçалăх министерстви агропромышленноç сферинчи инвестици проекчĕсен çĕнтерÿçи тесе йышăннă, объекта тунă май пулнă тăкаксен 25% патшалăх саплаштарнă.
«Çапла вара патшалăх пире 15 миллион тенкĕ каялла тавăрса пачĕ. Питĕ лайăх пулăшу ку! Сĕт-çу комплексне хăпартса ĕçе кĕртмешкĕн пĕтĕмпе 165 миллион тенкĕ хыврăмăр, çав шутран 92 миллион тенки — кредит. Банк пире ăна 2,5 процентпа вунă çуллăха пачĕ. Малтанхи 2 çулта, стройка пынă чухне, отсрочкăпа усă курма ирĕк пур. Эппин, эпир кредита 2020 çулта çеç каялла тавăрма пуçлатпăр. Çакăншăн пысăк тав сăмахĕ калас килет», — каласа кăтартрĕ Альбина Новикова.
«Карусель» оборудованиллĕ сăвăм блокĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та паллашнă. «Сĕт-çу фермисенче ĕнесене апатлантарассине тата пăхассине оператор управленин автомат центрĕ урлă йĕркелесе тăрасси пирки тахçан никам та ĕмĕтленмен те», — тенĕ регион Пуçлăхĕ. Вăл аграри секторĕнче пысăк технологисемпе усă курнăран ял хуçалăх объекчĕсенче продукци пахалăхĕ лайăхланнине, санитарипе гигиена тăрăмĕ аванланнине палăртнă. Михаил Игнатьев çĕнĕ обћекта «ăслă» ферма тесе пĕлтернĕ.
Пĕрремĕш хут курсанах тĕлĕннĕ
Меллĕ самантпа усă курса Альбина Новиковăн «Карусель» оборудование вырнаçтарас шухăш хăçан çуралнипе те кăсăклантăмăр. «Тĕрĕссипе, манăн çĕнĕ ĕне ферми тăвас шухăш та пулман. 5 çул каялла «Агро-инновацисем» предприяти пире, хуçалăх ертÿçисене, мăйракаллă шултра выльăхпа мĕнле ĕçленипе паллашма тесе Голландие илсе кайрĕ. Эпĕ сысна ĕрчетекенсем патĕнче нумай пулнă, анчах ĕне усракансен ĕçĕпе питех кăсăкланман. Çавăнпа ун чухне каяс терĕм, пĕрле хамăрăн ветеринара та илтĕм. Голландире 2 фермер патĕнче пултăмăр. Шăпах ун чухне «Карусель» оборудование куртăмăр. Çаврăнса тăраканскер çине ĕнесем черетпе хăйсемех кĕреççĕ. Унта вĕсене комбикорм параççĕ, çавăнпа выльăхсем пĕр-пĕринпе тупăшса тенĕ пекех сăвăма васкаççĕ. Мана «Карусель» питĕ килĕшрĕ. Тепĕр фермер патĕнче вара 2 робот ĕне сăвать. Вĕсене курса тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр. Робот ĕнесене черетпе кĕртет: малтан массаж тăвать, унтан çиллине çăвать, сăвать, ятарлă «çилĕм» сĕрет. Сăвăмра пĕрре пулнă выльăха тепре пырса тăрсан та вăхăт çитмесĕр урăх кĕртмест. Робота ятарлă программа лартса панă, çавăнпа вăл пĕр операцие те сиктерсе хăвармасть. Темиçе çын тăвакан ĕçе харăсах пурнăçлать. «Эх, хам пĕр вунă çул çамрăкрах пулнă тăк çĕнĕ ферма туса робот илеттĕмччĕ», — тенĕччĕ ун чухне. Çав вăхăтра робот 6 миллион тенкĕ тăратчĕ, евро хакланса кайсан 14 миллион тенке çитрĕ. Раççее илес тĕк — паянхи кун роботсемпе ĕçлекен хуçалăхсем Калуга облаçĕнче пур. 2016 çулта Раççей Правительствин Постановленийĕ тухрĕ. Хыççăнах — РФ Ял хуçалăх министерствин хушăвĕ. Унта ĕне ферми тăвакансен тăкакĕсен 30% патшалăх саплаштарассине палăртнăччĕ. Каярахпа ăна 25% турĕç. Çакна шута илсе эпир те çĕнĕ сĕт-çу комплексĕ тăвас терĕмĕр», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ Альбина Борисовна.
Вăл «Хальхи йышши çĕнĕ сĕт-çу фермисем» журналпа тĕплĕн паллашнине те аса илчĕ. Альбина Новиковăн лайăх тепĕр енĕ — вăл кирек мĕнле йышăнăва та коллективпа сÿтсе явни, пысăк ĕçе пуçăнас умĕн кооперативра тăрăшакансен шухăшне шута илни. Çĕнĕ ферма тума палăртсан ертÿçĕ хуçалăх ĕçченĕсемпе пĕрле Чăваш Енри, Тутарстанри, Владимир облаçĕнчи хуçалăхсенче пулнă, витесене кĕре-кĕре пăхнă, условисемпе паллашнă. Чулхула облаçĕнче 2 çĕрте «Карусель» оборудовани мĕнле ĕçленине курса тĕлĕннĕ. Çапла вара «Коминтернра» тăрăшакансем хăйсем те сăвăм блокне «Карусель» вырнаçтарса тума йышăннă.
«Карусель» мĕнле ĕçлет?
Эпир те «Карусель» мĕнле ĕçленине хамăр куçпа курас терĕмĕр, çавăнпа ирхи сăвăма ĕлкĕрес тĕллевпе ирех çула тухрăмăр.
Сăвăм блокĕнче таса та тирпейлĕ. Ăна çутă тĕслĕ материалсенчен тунăран тăр хăтлăх куçа илĕртет. Зал варринче «Карусель» çаврăнать, унăн ячейкисенче — ĕнесем. 36-ăн пĕр харăс сăвăнаççĕ. Сĕте суса пĕтерсен ятарлă аппарат хăех хывăнать. «Карусель» пĕр çаврăм тусан ĕнесем унтан черетпе тухаççĕ.
Автомат мелĕпе ĕçлекен выльăх хăвалакан /погонщик/ тепĕр 36 ĕнене çĕнĕ оборудовани патнелле илсе пырать. Сăвăм вырăнне курсан выльăхсем черет тăрсах ячейкăсене кĕме пуçлаççĕ. Чикĕ леш енчи пек комбикорм та паман ĕнтĕ. «Халĕ тин çапла тупăшса тенĕ пек сăвăма кĕреççĕ вĕсем. Малтан, хăнăхиччен, питĕ йывăр пулчĕ. Ĕнесем «Каруселе» кĕме хăратчĕç, çавăнпа вăйпа тĕксе кĕртеттĕмĕр. Паллах, сĕт те чакарчĕç. Стресс пулчĕ выльăхсен. Пĕр 10 кунран хăнăхрĕç. Хамăра та çăмăлах пулмарĕ. Альбина Борисовна сăвăм блокĕнче талăкне 20 сехет таран ирттеретчĕ», — лару-тăрупа паллаштарчĕ «Коминтерн» ЯХПКн тĕп зоотехник-селекционерĕ Лидия Охтеркина.
Халĕ вара сăвăм лайăх пырать. Ĕнесем ячейкăсене кĕрсе тăрсан пĕр доярка вĕсен çиллине тасатать. Тепри сĕтĕн малтанхи тумламĕсене суса илет, мастит таврашĕ çук пулсан сăвăм аппаратне тăхăнтартать, дематрон кнопки çине пусать. Дояркăсем ку ĕçсене пĕр вырăнта тăрса тенĕ пек пурнăçлаççĕ, пĕр ĕне патĕнчен теприн патне утса вăхăт ирттермеççĕ.
Паллах, пĕтĕм ĕçе механизацилени, чылай саманта автомат мелĕпе пурнăçлама май пурри питĕ аван. Чи пахи — сăвăм блокĕнчи пĕтĕм информаци компьютер çинче курăнать тата упранса юлать. «Компьютер çинче кашни ĕне кунсерен ирхине, каçхине мĕн чухлĕ сĕт пани веçех паллă. Выльăхсен хăлхи çинче чип пур, унта вара — пĕтĕм кăтарту. Компьютер информацие çав чип тăрăх «вулаять». Çапла вара компьютер умĕнче ларсах «Каруселĕн» хăш ячейкине миçемĕш номерлĕ ĕне кĕнине, мĕн чухлĕ сĕт панине пĕлме пулать. Пĕр-пĕр ĕне яланхинчен сĕт сахалрах парсан компьютерта унăн карточкине уçса пăхатпăр. Çав карточкăра ĕне юлашкинчен хăçан пăрулани, хăçан чупни, тепре хăçан йыш хушасса кĕтмелли — йăлтах курăнать», — ăнлантарчĕ пире Лидия Охтеркина. «Карусельпе» усă курма пуçличчен Лидия Александровнăна компьютерти çав программăпа ĕçлеме вĕренмешкĕн Мускав облаçне пĕр эрнелĕхе янă. Çывăх вăхăтра ветеринара та пĕлĕвне тарăнлатма ярасшăн.
«Карусель» оборудованипе сăвăнакан сĕт малтан чиллер урлă тухать. Вăл сĕте 3 градус таран сивĕтет. Çакă çуллахи шăрăх вăхăтра питĕ меллĕ пулĕ. Сĕте чи пысăк пахалăхпа сутма май парĕ. Хальхи вăхăтра «Карусельпе» 400 ĕне сăваççĕ. «Коминтернра» пĕтĕмпе 1300 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутран 550-шĕ — сăвăнаканни.
Сĕт-çу комплексĕнче ĕçлеме çеç мар, канма та лайăх условисем туса панă. Апатланмалли пÿлĕмре холодильник те, микроволновка та пур. Чей те вĕретсе ĕçме пулать. Çынсем ĕç хыççăн душ кĕме, япалисене кĕпе-йĕм çумалли машинăра çуса тасатма, ятарлă вырăнта типĕтме пултараççĕ.
«Карусель» тулли хăватпа ĕçлетĕр тесен пирĕн тепĕр ĕне вити тумалла. Ăна туса хута яратпăрах. Паллах, выльăх шутне ÿстерсех пыратпăр, ку енĕпе малашне те ĕçлĕпĕр», — пĕлтерчĕ Альбина Новикова. Малашлăх тĕллевĕсем пысăк унăн. Вĕсене пурне те пурнăçласси, «Коминтерн» малашне те çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртесси пирки пĕрре те иккĕленместпĕр.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.