Архив - 9 Июл, 2015

9 Июл, 2015

ШУПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ. /июлĕ 8-мĕшĕ тĕлне/

ПАХЧАÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми /кивви/ 20-25
Çĕрулми /çĕнни/ 40-45
Купăста 20-25
Сухан 40
Кишĕр 65-70
Ыхра 170-200
Хăяр 25-40
Кабачок 25
Хĕрлĕ кăшман 60-65
Помидор 30-80
Пылак пăрăç 80-100
Тăварланă хăяр 120-150
Йÿçĕтнĕ купăста 120
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 50-120
Иçĕм çырли 120-200
Апельсин 70-120
Лимон 120-150

9 Июл, 2015

Порей сухан

Ытти пахчаçимĕç йышĕнче сухана тивĕçлипех хаклаççĕ. Унсăрăн тутлă апат хатĕрлеме çук та пулĕ. Сухан сорчĕ нумай. Юлашки çулсенче порей сухан ытларах лартма пуçларĕç. Унпа апат хатĕрленĕ чухне анлă усă кураççĕ.

Çак сухан питĕ усăллă: унра тимĕр, фосфор, кали, тĕрлĕ витамин пур. Вăл организма витаминпа пуянлатать, иммунитета çирĕплетет. Типĕтнĕ порей суханра С витамин виçи 2 хут ÿсет!

9 Июл, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 27 (6068) №. 9.07.2015

9 Июл, 2015

Кĕтÿ пăхма кайсан та юрă шăрантарнă

Хăй хăва хулли пек çинçешке пулсан та ячĕ унăн, чăн та, питĕ чаплă: Виктория. Чăвашла куçарсан «çĕнтерÿ» тенине пĕлтерет вăл. Кĕçех 17 çул тултаракан чăваш пикин ĕмĕчĕсем хăй пекех таса та çутă. Чылай çамрăкпа танлаштарсан, паянхи кун тĕлне вăл пурнăç çулĕ çинче самаях çирĕп тăрать.

9 Июл, 2015

Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ

2008 çулта Раççейре Юрату, çемье тата шанчăклăх кунне уявлама йышăннă. Çулсерен нумай çул пĕрле пурăнакан, çĕршыва юрăхлă нумай ача пăхса ÿстерекен мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чыслаççĕ.

9 Июл, 2015

Çăмăл атлетсем каллех савăнтарчĕç

Шупашкарта 40 çула яхăн каялла уçăлнă «Олимпийский» стадион çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче тĕплĕ юсавпа строительство ĕçĕсем хыççăн Атăлçи тăрăхĕнчи чи илемлĕ те хăтлă спорт сооруженийĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Кунта Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусем, Европа чемпионачĕсем йĕркелеме пуçларĕç.

9 Июл, 2015

Чăваш Ен хĕрĕсем - çуллахи Универсиадăра

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнчех пирĕн çĕршыв чысне хÿтĕлекен студентсем 9 наградăна тивĕçнĕ. Трамплинран шыва сикекен Екатеринбург каччи Никита Новоселов çăмăл алăллă пулчĕ. Çĕршыв чысне тĕнче шайĕнче хÿтĕлекенскер пухмача пĕрремĕш наградăпа - «кĕмĕлпе» - пуянлатнă.

9 Июл, 2015

Мускав варринче кĕрлерĕ Акатуй...

Çурхи ĕçсене вĕçлесен çулленех ака уявне паллă тăватпăр. Районсенче кăçал Акатуйсем тахçанах кĕрлесе иртрĕç, регион шайĕнче те ăна Республика Кунĕнче Шупашкарта юрласа-ташласа паллă турăмăр. Иртнĕ шăматкун, июль уйăхĕн 4-мĕшĕнче, чăвашсен тĕп уявĕ Мускавра вунтăваттăмĕш хут пулчĕ.

9 Июл, 2015

Тĕнчери чи илемлĕ хĕрарăм

***
Мĕн чухлĕ тăшман ман,
мĕн чухлĕ юлташ!
Апла эп чăнах та
хăватлă чăваш!
Аван пурăнма
тăшмансемсĕр, паллах.
Çапах та этемĕн
тăшман пулмаллах.
 
Мĕн чухлĕ юлташ ман,
мĕн чухлĕ тăшман!
Апла хальлĕхе
чунăма эп сутман.
Апла мĕскĕн мар эп,
апла кĕлмĕç мар.
Апла чăн-чăн Çын эп,
апла чăн-чăн Ар!
31.01.15
 
Айхи
Халь - ахлатаççĕ, пуç таяççĕ...

Страницы